ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Çĕнĕ çул умĕнхи савăнăç

Категория: Культура Просмотров: 224

IMG 8400"Çĕнĕ çула мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕтсе илетĕн, çулталăкĕпех çавăн пек пурăнатăн", - теççĕ. Çакă чăнлăхпа çыхăннă пулсан, Катькас ял тăрăхĕнче пурăнакансен çитес çул лайăххине ытларах шанма сăлтавĕ те çук мар. Акă нумаях пулмасть кунти Кĕрекаç ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă Константиновсен çемйи патшалăх пулăшăвĕпе усă курса икĕ хутлă капмар çурта пурăнма куçрĕ пулсан, капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн декабрĕн 23-мĕшĕнче Шомикри Культура çурчĕ хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Çав ятпа Культура çуртĕнче ирттернĕ савăнăçлă уяв мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, райадминистрацин культура пайĕн пуçлăхĕ Елена Чернова, Катькас ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Лебедев, ял çыннисем йышлă хутшăнчĕç.

Ку Культура çуртĕнче кăçалхи март уйăхĕнче пулса курма тÿр килнĕччĕ. Ун чухне вăл питех те юхăнса кайни, юсав ĕçĕсем туса ирттермесĕр май çукки куçкĕретчĕ. Çавăн чухне ĕçлĕ çул çÿревре Шомикра РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов пулнăччĕ. Шомикра пурăнакансем депутата Культура çуртне юсама пулăшма тархасласа тенĕ пекех ыйтрĕç. Леонид Ильич юсав ĕçĕсем туса ирттермеллине хăй те курса ĕненчĕ, пулăшма шантарчĕ.

Çапла вара кунти юсав ĕçĕсене "Единая Россия" парти фракцийĕн "Вырăнти Культура çурчĕ" программи шайĕнче туса ирттерме май килнĕ. Юсав валли федераци укçи-тенкине 645,5 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 71,7 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 430,7 пин тенкĕ уйăрнă. Котельнăя юсама вырăнти бюджетран хушма укçа 180 пин тенкĕ уйăрма тивнĕ. Çуртăн çивиттине те юсанă, юсав ĕçĕсене шалтан та, тултан та туса ирттернĕ. Хăтлă, таса, илемлĕ, кирек епле массăллă мероприятие ирттерме те халĕ кунта майсем çителĕклĕ.

Ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Лебедев каланă тăрăх, культура учрежденине ял çыннисем кăна мар, çывăхри ытти ялтан та, вăл шутра Шупашкар районĕнчи ялсенчен те, йышлă килсе çÿреççĕ. Культура çурчĕ пушă лармасть. Шомик тăрăхне аталантарма кăна юлашки пилĕк çул хушшинче вырăнти бюджетран 1 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Çĕнĕ ФАП хута янă, шкулта юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. 2018 çулхи бюджетра вара Анаткасси урамĕнче çул тума 700 пин тенкĕ уйăрма пăхса хунă. Геннадий Герасимович савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ - Культура çурчĕ валли çĕнĕ аппаратура туянма çитес çул вырăнти бюджетран 50 пин тенкĕ уйăрĕç. Çынсен ыйтăвне тивĕçтерме май килнĕшĕн вăл РФ Патшалăх Думин депутатне Леонид Черкесова, республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, район администрацийĕн пуçлăхне Ростислав Тимофеева тав сăмахĕ каларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев палăртнă тăрăх вара савăнма сăлтав шомиксен çитес çул та пулĕ. 2018 çулта Шомик шкулĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртаççĕ. Çавăн пекех Шупашкар агломерацийĕн шайĕнче 6,4 километр "Волга - Шомик" çула тĕпрен юсĕç. Пĕтĕмĕшле вара федерацин "Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр" программипе çитес çул районĕпе 24 километр çулсене юсама 130 млн тенкĕне яхăн уйăрĕç. Çамрăк çемьесем валли Шомикран инçе мар 7,5 гектар çĕр уйăрнă май кунта çĕнĕ микрорайон çĕкленмелле.

Ростислав Николаевич çавна та асăнчĕ. Иртнĕ çулсенче районта шкулсене, ача сачĕсене юсассине ытларах тимлĕх уйăрнă пулсан, халĕ культура учрежденийĕсенче калăпăшлă ĕçсем туса ирттерме пуçланă.

Шомик ялĕнче пурăнакансене Çĕнĕ çул умĕнхи парнепе район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Елена Чернова та саламларĕ, малашне те активлă пулма, культурăпа яланах çыхăнура пулма чĕнсе каларĕ.

Культура çуртне юсама хăйсен тÿпине хывнисене, культура пурнăçĕнче активлăхпа палăрса тăракансене район администрацийĕн, культура пайĕн Тав çырăвĕсене парса чысларĕç. Пухăннисене Шомикри Культура çурчĕн, Ярославка тата Москакасси ял тăрăхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем ташă-юрăпа савăнтарчĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости