ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Конкурсран дипломпа таврăнчĕç

Категория: Культура Просмотров: 284

jWeoWCWPNzHQASPvVKUDWzSyYciFzdCKY9ojEP1AGgc2HQGiAkHUОктябрĕн 27-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче çамрăк юрăçсен Раççей шайĕнчи тăваттăмĕш фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Çак конкурса пирĕн районтан Москакасси Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ "Шуçăм" юрăпа ташă халăх ушкăнне çÿрекен Евгений Тимофеев тата Культура çурчĕн ертÿçи  Галина Голубева, çавăн пекех Атапай Культура çурчĕ çумĕнчи "Сурпан" пултарулăх ушкăнĕ хутшăннă.

Конкурса хутшăнакансем çул ÿсĕмне кура тĕрлĕ категорире ăмăртнă. Муркаш солисчĕсем 24 çултан аслăраххисен категорине кĕнĕ.

Евгений Тимофеев "Чĕререн юрататăн пулсан" тата "Лизавета" юрăсене чунтан шăрантарнă - жюри те унпа пĕрле юрласа янă. РФ тава тивĕçлĕ артистки, ЧР халăх артистки А. Зинкина ăна мухтамаллипех мухтанă. Галина Голубева вара хăйĕн уçă сассипе "Кăввик, кăввик кăвакарчăн" чăваш халăх юррине тата "Грибы грибочки" юрра пурин кăмăлне каймалла юрланă.

Хĕрарăмсен "Сурпан" вокал ансамблĕ ансамбльсен категорийĕнче хутшăннă. Хĕрарăмсем хăйсен илемлĕ сассисемпе пурне те тыткăнлама пултарнă. Çак ушкăн           2-мĕш степень лауреачĕ пулса дипломпа кубока тивĕçнĕ.jWeoWCWPEirJqHcgwHyUFrCE8WSVtP1Xfo6b7ebaEmVPKdAhw4nW

Конкурсра академилле сасăпа юрламалла пулнă, москакассисем вара халăх сассипе юрланă. Жюри йышăнăвĕпе Евгений Тимофеева "За творческую устремленность" дипломпа чысланă. Галина Голубевăна "За просветительскую деятельность в области вокального искусства" дипломпа хавхалантарнă.

Художество пултарулăх ертÿçисем Родион Петровпа Радимир Семенов Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.

Хамăр инф.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости