ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Музей чуна канлĕх парнелет

Категория: Культура Просмотров: 439

Пурнăç вăрăнтарса иртет, таврари илеме курса унпа киленме те, тĕрлĕ музейпа театра çÿреме нумайăшĕн "вăхăт çук" пулма пуçларĕ. Юрать-ха, артистсем çĕнĕрен те çĕнĕ спектакле сцена çинче кăларма пăрахмаççĕ, художниксем те ниме пăхмасăр таврари илеме тĕрлĕ матераиал çине куçараççĕ. Вĕсен ăсталăхĕпе интересленекенсем, курса киленекенсем, пытарма кирлĕ мар, нумаййăн мар.

Пирĕн Муркашри Тури чăвашсен музейĕнче те яланах тĕрлĕ экспозици ĕçлет: вăхăтлăх илсе килнисем те пур, музея яланлăха парнеленĕ картинăсенчен йĕркеленисем те. Кайса курма ан ÿркен кăна. Кунта вара чăнах та чун канать.

Нумаях пулмасть ав музей пухмачĕ Эльвира Клементьева художникăн ĕçĕсемпе пуянланчĕ.

- Раççей художникĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ Эльвира Клементьева врач пулнине пĕлекенсем çак картинăсене курса тĕлĕнеççĕ, унăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ пулнăшăн савăнаççĕ. Çапла вара врач профессийĕпе ĕçлекенскер больницăра çынсене ăшă сăмахпа тата эмелпе сиплет, хăй çырнă картинăсемпе чуна сиплет. Вăл худграф факультетне те хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Пирĕн музея Эльвира Клементьева нумаях пулмасть 13 картина парнелерĕ. Ку музейшăн та, кунта килсе çÿрекенсемшĕн те - питĕ пысăк парне, - харăсах çакăн пек нумай ĕç парнелекенсем ку таранччен пулманнине палăртса каларĕ музей директорĕ Татьяна Ермолаева.

Музейри картинăсене тишкерсен кунта республикăри художниксен пĕрлешĕвĕн хастарĕсем Анна Брагина, Анатолий Головинский, Николай Федоров, Инна Лялина, Геннадий Захаров парнеленĕ ĕçсем пур.

Муркаш район çыннисем аван пĕлекен Илья Афанасьев, Марс Димитриев, Валентина Бочкарева художниксен илемлĕх мелĕсемпе те музейра кирек хăш вăхăтра та паллашма пулать.

Юлашки çулсенче пирĕн района килсе художниксем пленэрсем ирттерме кăмăллани сисĕнет. Çак пленэрсенче ÿкернĕ картинăсен куравĕсене художниксем Тури чăвашсен музейĕнче йĕркелеççĕ. Районти тĕрлĕ вырăна тухса ÿкернĕ картинăсенчен хăшне-пĕрне музея парнелесе хăварнăшăн савăннине палăртать Татьяна Ермолаева.

- Хамăр районти пур илемлĕ вырăна пурпĕр пĕлсе çитерме çук, кун пек вара куравра паллашма та пулать. Пленэрсене ирттерес пуçарулăхпа тăрăшнăшăн Анна Брагина художника тав сăмахĕ калатпăр. Музей фончĕ пуянланса пынинче унăн тÿпи те пысăк, - тет вăл.

Тĕрлĕ çулта уявсенче района е пĕр-пĕр обществăлла организацие парнеленĕ ÿкерчĕксем те музейра "хÿтлĕх" тупнă. Кунта вĕсене пур çын та курма пултарать тесе акă районти интернационалист-салтаксен пĕрлешĕвĕ те, хăй вăхăтĕнче район самоуправленийĕн пуçлăхĕнче вăй хунă Валерий Вязов та картинăсем парнелесе хăварнине калать музей директорĕ.

Музея тăтăш çÿрекенсем пурри лайăх - вĕсем çĕннипе интересленсех тăраççĕ, хăйсен тавракурăмне те анлăлатаççĕ, ытла та хăвăрт иртекен кунсенче чуна валли лăпкăлăх та тупаççĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости