ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Марс Димитриев: "Илемĕ кашни утăмра"

Категория: Культура Просмотров: 348

МарсÇут çанталăк - пирĕн тăван енĕн уйрăлми пайĕ. Таçта аякка кайсан та ачаран выляса ÿснĕ тăван тавралăх асран каймасть: яштак хурăнсем, лаштра юмансем, ватă йăмрасем, çутă кÿлĕсем, вăрманти çăлкуç, шăнкăрч вĕллипе çурхи шыв юххи, çуллапа сыв пуллашакан ылтăн кĕркунне тата катан пир пек шурă юр хупланă улăх-çаран...

Паян ирлесех пуçламăш классене вĕрентекен Татьяна Тимофевна хăйĕн вĕренекенĕсене йывăç лартма каясси пирки пĕлтерчĕ. Тепĕр пĕр-икĕ çултан кĕркунне каллех Çăлвара йывăç лартма кайсан, Марс хăйсем маларах лартнă йывăçсем ылтăн тум тăхăнма ĕлкĕрнине асăрхарĕ. Епле илемлĕ вĕсем çине пăхма! Çак илеме нумай вăхăта епле сыхласа хăварма май пур-ши; Пĕлсе ÿкерсен, тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе усă курсан, илеме нумай вăхăта упрама пулмасть-ши; Шкула таврăнсан хăйсене ÿкерме вĕрентекенпе калаçнă хыççăн вăл хăйне ятăн пĕрремĕш ĕç илет: тепĕр урока вĕрене çулçи ÿкерсе килмелле.

Шкул çумĕнчи вĕренен ытлăн тĕслĕ 4 - 5 çулçине татса илсе таврăнчĕ вăл ун чух киле. Киле панă ĕçсене пурнăçланă хыççăн арçын ача юлташĕсемпе урама выляма тухмасăр ÿкерчĕ вĕрене çулçине: кĕр илемĕн кашни картне, кашни йĕрне сăнлама тăрăшрĕ вăл хут çинче. Çулсем иртнĕ хыççăн калама пулать ĕнтĕ, çак ĕç арçын ача хăйĕн малашлăхне тунă пĕрремĕш утăм пулчĕ. Çакăн хыççăн вăл хăйĕн ÿкерес туртăмне аталантарсах пычĕ. Паллă художниксен ĕçĕсемпе нумай паллашрĕ. Çапла вара çулсем иртнĕ май класра чи лайăх ÿкерекен пулса тăчĕ. Пĕрле вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те шурă ăмсанупа пăхса хаклатчĕç унăн ĕçĕсене.

Ырă ыррине алă парать. Инçетри ачалăхра юлташĕсем тăвайккинчен ярăннине, çурхи чечексем тавралăха илем кÿнине, кăнтăртан вĕçсе килнĕ шăнкăрчсем йăва йышăннă хыççăн çунат çапса юрланине, çĕмĕрт шап-шурă чечекре ларнине ÿкерме юратнă Марсăн ăсталăхĕ В. Теплов вĕрентекен пулăшнипе çултан-çул ÿссе пычĕ, аталанчĕ, пурнăç тытăмне çаврăнчĕ.

8 класс хыççăн ял ачи Шупашкарти педагогика училищинче ÿкерме вĕрентекен, черченипе ĕç урокĕсене ертсе пыракан пулма вĕренет. Совет çарĕнче службăра пулнă хыççăн И. Яковлев ячĕллĕ пединститутра художествăпа графика факультетне ăнăçлă пĕтерет.

Калаçу çакăнта çитсен эпĕ Çатракассинче пурăнакан М. Димитриевăн килĕнчи экспоначĕсем çине тинкертĕм. Натюрмортсемпе портретсем пур пулсан та, ытларах - тăван ен пейзажĕсем: вăрман хĕрри, чечеклĕ уçланкă, шыв юххи, çуркунне юр кайни, кĕр тата хĕл илемĕсем...

- Манăн ĕçри çут çанталăк илемне курса çынсем тăван тавралăха варалама чарăнасси пирки ĕмĕтленетĕп. Анчах çут çанталăка тухсан паян пурпĕрех киревсĕр ĕç ытларах курăнать: вăрман хĕрринчи илемлĕ вырăнти çÿп-çап купи, ишĕлекен çыран, таса мар уличче т. ыт. те. Эпĕ çакăнпа килĕшме пултараймастăп. Унпа кĕрешсе çынсене çут çанталăк илемне ытларах кăтартма тăрăшатăп. Ÿкерчĕкĕмсене курса пĕр çын та пулин тăван ен илемĕшĕн тăрăшма пуçласан, эпĕ хамăн тивĕçĕме пурнăçларăм теме пултаратăп, - терĕ унта та кунта выставкăсем йĕркелекен М. Димитриев хăйне 4 çул каялла Н. Никольский орденĕпе чысланине палăртса.

Марс Михайловичăн пурнăç принципĕ вара çакăн пек: "Хамăра хупăрлакан тăван тавралăхра кашни утăм хăйне евĕр илемлĕ. Ăна курма çеç пĕлмелле. Хăв тĕл пулсан вара ыттисене те кăтартма май тупмалла. Ан тив, ыттисем те эсĕ курнă илемпе хавхаланччăр. Тен вĕсем çав хавхаланупа санран та пысăкрах ĕçсем тума пултарĕç; Курнă-асăрханă илеме çынсем патне çитерсе вĕсене хавхалантарасси - художник тивĕçĕ".

А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости