ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Юбилейпа-ӑшӑ кӑмӑлтан

Категория: Главные новости Просмотров: 480

 

Юбилейпа-ӑшӑ кӑмӑлтан

Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шураппа» фольклор пултарулӑх ушкӑнне аслӑ ӑрури маттур та пултаруллӑ аппасем хӑйсен чунне уçма, авалхи чӑваш юррисене тата хальхи композиторсен юррисене вĕренсе, илемлĕ конецерт программи хатĕрлесе, халӑх умне кӑларма тӑрӑшсах çÿреççĕ.

     Çулссем кайнӑ çемĕн, «Шураппасен» çулĕсем те малаллах шӑваççĕ. Çак ушкӑна Ахмане ялĕнче пурӑнакан Е.Б.Иванова мĕн ушкӑн йĕркеленнĕренпех çÿрет. Çак кунсенче унӑн сумлӑ та паллӑ юбилейне, Москакасси культура Çуртĕнче, хаваслӑн паллӑ турĕç «Шураппасем».

    Елена Иванова хӑйĕн ĕç стажне пĕтĕмпех шкулпа çыхӑнтарнӑ. Тивĕçлĕ канӑва тухичченех Москакасси вӑтам шкулĕнче вожатый пулса ĕçленĕ, çавӑнпах пулĕ ӑна хӑй ĕçленĕ вӑхӑтри ачасем яланах ырӑпа асӑнаççĕ. Хӑйне шанса панӑ ĕçе типтерлĕ те тӑрӑшса туса пынӑ. Ачасемпе яланах тĕрлĕрен уявсенче юрланӑ, ташланӑ. Çавӑнпах пулĕ, юрлама –ташлама юратнӑран, «Шураппа» ушкӑна та хаваспах çÿреме кӑмӑл турĕ.

    Паянхи кун вӑл ушкӑнра чи матурри те пултарулли: юрлать, ташлать, юрлакансене, куракансене хавхалантарать. Сумлӑ юбиляра Москакасси ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ, Д.В.Кириллов, ял тӑрӑхĕнче иртекен уявĕсенче хастаррӑн хутшӑннӑшӑн,тав çырӑвĕ парса саламларĕ, малашне те çавӑн пекех маттур пулма сывлӑх тата ӑнӑçу сунчĕ.

    «Шураппасем» те хӑйсен тус-юлташне саламласа, пурнӑçра телейпе те савӑнӑçпа кӑна пурӑнма сĕнчĕç. Савӑнӑç уявне сумлӑ юбилярпа хӑнасем кĕреке хушшине ларса малалла тӑсрĕç.

     Эпир те, культура ĕçченĕсем, Елена Борисовна Иванована чун-чĕререн саламлатпӑр. Культура вучахĕнче яланах активлӑ хутшӑннишĕн çĕре çити пуç тайса, тав тӑватпӑр! Телей те ӑнӑçу сире, хисеплĕ Елена Борисовна!

     Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева.

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости