ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Чăваш кĕнеке издательствинче Хветĕр Агиверăн «Йĕпхÿри сасă» кĕнеки пичетленчĕ

Категория: Главные новости Просмотров: 360

Çак кунсенче чăваш прози çĕнĕ кăларăмпа пуянланчĕ, Чăваш кĕнеке издательствинче Хветĕр Агиверăн «Йĕпхÿри сасă» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Этем чун-чĕрине тĕпчекен хайлавсем пухăннă унта. Кĕнеке ячĕ «Йĕпхÿри сасă» калавпа пĕр килет. Пĕлтерĕшĕ тарăн унăн. Тĕп сăнар пурнăçĕнчи кĕтмен улшăнусем йĕпхÿ çанталăкра кĕркунне пулса иртеççĕ. «...Юпа уйăхĕн çурри. Ирĕлтерсе пăрахрĕ, лачакана куçрĕ, тухса кĕрейми туса хучĕ», — паллаштарать калаври çанталăкпа автор. Урамра çеç мар, тĕп сăнар Родион чĕринче те йĕпхÿ хуçаланать иккен. Çамрăк чухне юратнă хĕрне туртса илнĕ юлташне Кольăна чылай çул иртсен те инçетре кÿренсе пурăнать. Амăшĕн вилтăприйĕ çине çитсе курас тесе яла таврăнать Родион. Шăпах Коля вилнĕ кун килсе çитет вăл. Чунри канăçсăрлăх тата та ÿсет: «...Хăйпе калаçмаллаччĕ ман, эппин, ĕлкĕреймерĕм», — пăшăрханать вăл.

Апла пулин те çак йĕпхÿ çанталăк та телей кÿме пултарать иккен. Çырма урлă каçнă чух ăнсăртран: «...Тух унтан, каçă татăлса анма пултарать, шанчăклă мар», — тенине илтет арçын. Çав йĕпхÿри сасă унăн кăмăл-туйăмне, пурнăçне йăлт урăх, ырăлăх, енне çавăрса ярать. Ырă чĕреллĕ Варвара-Магдалина уншăн чăн-чăн çăлăнăç, ĕмĕр сÿнми пурнăç хунарĕ пулса тăрать.

Ольга ФЕДОРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

 

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости