«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту Чăваш Енре нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртет

Категория: Главные новости Просмотров: 199

Йăлана кĕнĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту - хĕллехи сывлăх уявĕ теме те пулать. Йĕлтĕр спортне кăмăллакансем пĕрремĕш хут çавăн пек пысăк йышпа 38 çул каялла, 1982 çулта старта тухнă.    

Чăваш Енре çакăн пек массăллă спорт ăмăртăвне 2005 çултанпа ирттереççĕ. Иртнĕ çул Раççейĕпе илсен, унта пĕр миллион çурă çын хутшăннă пулсан, Чăваш Енрен 65 пин çын старта тухнă.

Халăх йышлăн хутшăнакан спорт уявне çулсеренех нарăс уйăхĕн иккĕмĕш шăматкунĕнче ирттереççĕ. Кăçал юр сахал çунă пирки нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче тума килĕшнĕ. Спорт уявĕ, йĕлтĕр йĕрĕ савăк туйăмсем парнелетĕр, кăмăла çĕклетĕр, ырă аса илÿсем çеç хăвартăр, сывă пурнăç йĕркине тытса пынин уссине, пархатарне туйса илме май патăр тесен çак ăмăртусене хутшăнас текенсене тухтăрсем хăш-пĕр йĕркене çирĕп пăхăнма сĕнеççĕ, старта тухма организма тĕрĕс хатĕрлемелле теççĕ.

Çавна май эпир йĕлтĕр спорчĕ организма мĕнлерех усă куни çинчен тата «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва еплерех хатĕрленмелли пирки   Республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн пай пуçлăхĕпе Антонина Михайловна Табардакпа калаçрăмăр.

- Антонина Михайловна, чи малтанах йĕлтĕр спорчĕ этем организмне мĕнлерех витĕм кунине тĕпленрех каласа парăр-ха.

Спортпа туслă пулни, утни, чупни, тĕрлĕ хускану туни организма паха витĕм, пысăк усă пани пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Пурнăçĕнче физкультурăпа спорт пысăк вырăн йышăнакан çынсен сывлахĕ çирĕпрех, кулленхи занятисем чылай чир-чĕр хăрушлăхне чакараççĕ.

Йĕлтĕрпе ярăннă чух вара кĕлеткене çирĕп, шайлашуллă тытас тесе алăпа та, урапа та ĕçлеме тивет. Пĕтĕм мышцăсем çак ĕçе хутшăнаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ, йĕлтĕр спорчĕ çыннăн кĕлеткине хитре те илемлĕ пулма ытларах пулăшать теççĕ. Йĕлтĕрпе ярăнни иммунитета çирĕплетет, ытлашши килограмсенчен, калорисенчен хăтăлма май парать. Пĕр сехет йĕлтĕрпе ярăнни 1000 калори пĕтерет.

Урамри, уçă сывлăшри занятисем организма пиçĕхтернĕ евĕрех, сывлăха çирĕплетме май параççĕ. Физкультура пулăшнипе çирĕпленнĕ организм ытлашши сивве, урамра çанталăк улшăнса тăнине - ăшăтнине, сивĕтнине — тусĕмлĕрех тата кун пек çынсем респираторлă чирсене те çăмăллăнрах ирттерсе яраççĕ. Ытти спортсем пекех йĕлтĕрпе ярăнни организма савăнăç гормонне ытларах кăларма пулăшать, çапла майпа кăмăл-туйăма çĕклеме, йывăр шухăшсене сирме, хуйхă - суйхăпа кĕрешме май парать.

Йĕлтĕрпе ярăннă чух хусканусем тикĕс, кал-кал пынăран сыпăсем çине лекекен тиев те виçеллĕ, сиен кÿмест. Хускану чухне шăмă сыпписене вылянма пулăшакан шĕвек ытларах тухать, тата сыпă çумĕнчи мышцăсенчи юн çаврăнăшĕнчен кирлĕ япаласем илсе сыпăсем çирĕпленеççĕ, лайăхланаççĕ.

Йĕлтĕрпе ярăнни тата юн çаврăнăшне те питĕ ырă витĕм кÿрет. Йĕлтĕрпе пынă чух чĕре вăйлăрах тата час-часрах тапать, юн тымарĕсем сарăлаççĕ, çавна май юн çаврăнăшĕ лайăхланать. Çын тăтăшрах, тарăнрах сывласа илет, юна кислород нумайрах лексе пĕтĕм организма çителĕклĕ пырать. Çакă вара, япаласен ылмашăвне вăйлатса çыннăн ÿт – кĕлеткинчен шлаксене, сиенлĕ япаласене вăйлăрах кăларма пулашать.

-Ăмăртăва кирек кам та, ватти-вĕтти те хутшăнма пултарать-и?

 

Ăмăртăва - ватти те, вĕтти те хутшăнма пултарать. Пĕлтĕр унта хутшăннă чи ватă çын - Хусан хулинчи 93 çулти пенсионер пулнă. Пирĕн Чăваш Республикипе илсен, чи асли 89 çулти Пимен Иванович Петров тата 87 çулти Вера Афанасьевна Орлова пулнă.

Сывлăх енчен кăна чару пулма пултарать. Пĕр-пĕр чирпе аптракансен, ал-урине амантнă е вирус инфекципе чирлекенсен, малтанхи кун эрех ĕçнĕ е апатпа наркăмăшланнă пулсан, ăмăртусене хутшăнмалла мар.

   Çын хăйне япăхрах, хавшакрах туять пулсан е мыщцăсем, сыпăсем, пуç ыратнине сиссен, пĕшкĕнме йывăртарах чухне те йĕлтĕр ăмăртăвне тухма тăхтаса тăмалла.

Гипертони чирĕпе, астмăпа аптракансен, ача кĕтекен хĕрарăмсен паллах, ăмăртăва хутшăнма юрамасть.

- Шел те, йĕлтĕрпе ярăннă чух тимлĕхе çухатса ÿксе аманакансем те тĕл пулаççĕ, Антонина Михайловна, çакăн пек йывăрлăхсем, инкек сиксе ан тухтăр тесен мĕн асра тытмалла-ха?

- Ăмăртусем ырă асаилÿсем хăварччăр, савăнăç кăна кÿччĕр тесен тата шăнса пăсăлас, ÿксе аманасран сыхланас тесен, ăмăртусене маларах хатĕрленме пуçламалла. Кашнин хăй вăй-халне тĕрĕс хакламалла, хăш-пĕр йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Темле пулсан та ăмăртăва пĕр хатĕрленмесĕр тухмалла мар. Ятарлă тренировкăсене сиктермесĕр кÿллен тухмалла. Çапла майпа вăй-хăват хутшăнать, тÿсĕмлĕх, чăтăмлăх ÿсет. Занятисене çÿреме пăрахсан вăй-хăвата, тÿсĕмлĕхе йăлтах çухатма пулать.

- Ăмăртусем пуçланиччен 1-2 кун юлсан та тренировкăсене тухмалла-и?

- Ăмăртусем умĕн тренировкă вăхăтне, тиевне чакармалла, тепĕр кун старта тухмалла пулсан, ăна ирттермесен те юрать. Ытларах канма, ăмăртăва хутшăнмалли спорт инвентарьне лайăх хатĕрлемелле, çи-пуçа пĕлсе суйламалла.

Йĕлтĕрçĕн кирек мĕнле çанталăкра та - сивĕрен, çилтен хÿтĕлеме пултаракан, çав вăхăтрах çăмăл та меллĕ тум суйламалла. Хăшĕ-пĕри питĕ ăшă тăхăнать. Ку тĕрĕс мар. Ытлашши тум хускалма чăрмантарать, çын вĕриленсе каять, тарлать, тум нÿрелнипе ăшă тытми пулать. Ăмăртусем валли çăмăл, ăшă тытакан ятарлă йĕлтĕр костюмĕ туянсан аван. Ун пекки çук пулсан çăм свитер, аялтан пир - авăр пусмаран çĕленĕ кĕпе тата пусмаран хатĕрленĕ çăтă вăрăм йĕм тăхăнни аван пулĕ.

Пуçа, хăлхасене çăтă хуплакан çăм калпак, алăсене - çил яман пусмаран çĕленĕ икĕ сийлĕ алсиш тăхăнмалла.

Йĕлтĕр пушмакне суйланă чух вара уйрăмах тимлĕ пулмалла.   Тĕрĕс мар суйласа илнине тăхăнсан, йĕлтĕр йĕрĕ çинче аманма пулать. Вăл йывăр е тăвăр пулсан чупма кансĕрлет, çавăнпа виçеллине, ура тупанне хĕсменнине илмелле. Унсăрăн юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе тăм илме е ÿте шăйăрттарма пултарать. Пушмака икĕ мăшăр нускипе - пир-авăр тата çăм çиппинчен çыхнине тăхăнмалла.

Ăмăртусем пуçланиччен 2-3 кун юлсан чĕре таппи ÿсесрен, ытти чĕре чирĕ аптратасран эрех-сăра, энергетика шĕвекĕсем, кофе ĕçмелле мар. Тепĕр кун ăмăртăва хутшăнмалла пулсан чĕрĕ пахча çимĕç, улма-çырла çимесен аванрах, газ хушнă шевексем те ĕçме тăхтамалла. Каçхине кĕске кросс чупма юрать тата паллах тăраниччен, çителĕклĕ çывăрмалла.

- Ирхине ăмартăва хутшăниччен апатланмалла-и?

- Паллах, ăмăртăва тухичччен пĕр сехет çурă маларах апат çимелле. Калăпăр, пăтă, çăмарта, пĕр стакан чей. Пăрăçлă, çуллă, тăварлă апат çиме юраманнине асра тытмалла. Раççей йĕлтĕр йĕрĕ   ăмăртăва хутшăнакансене вěри чей ěçтереççě. Анчах сивě сывлăшра ку çителěксěр, çавăнпа ирхине килтен лайăх çисе тухма сěнетпĕр. Тутă çын час шăнмасть.

- Старта тухиччен, чупса кайиччен шăм-шака çемçетмелли хăнăхтарусем тумалла-и?

- Паллах, старта тăриччен хусканусем туса мышцăсене çемçетмелле, чĕрене, сыпăсене йывăрлăха хатĕрлемелле. Ал-урана сулкаламалли, пĕшкĕнсе лармалли, сывлав хăнăхтарăвĕсем тумалла. Паллах, халран кайииччен мар, унсăрăн йĕлтĕр çине тăма та вăй юлмĕ. Амăртусем умĕн шăм-шака çемçетмелли хăнăхтарусене 10-15 минутран ытла тумалла мар.

Старта тăрсан лăпланмалла, тимлĕхе ÿстермелле. Пĕрремĕш хут ăмăртăва хутшăнакансен хăйсен вăйне тĕрĕс хакламалла, сывлăха сиен кÿресрен асăрханмалла. Хăвăрт чупса кайма тăрăшмалла мар. Йĕлтĕр йĕрĕ, трасса çинче хăвара йывăррине, вăй çитменнине, сывлама кансĕррине туйсан васкамалла мар е дистанцие кĕскетмелле.

Ăмăрту хыççăн вара пĕр вырăнта тăмалла мар. Пĕр 5-10 минут майĕпен ярăнкаласа çуремелле е уткаламалла.

- Антонина Михайловна, йĕлтĕрпе чупнă чух сывлăх тĕлĕшĕнчен мĕнле те пулин пăтăрмах сиксе тухрех пулсан мĕн тумалла-ха, камран пулăшу ыйтмалла?

- Хăрама кирлĕ мар, ăмăрту трасси çинче тухтăрсем пулаççĕ. Хăвăра япăх туйсан, мĕн те пулин сиксе тухсан, вĕсенчен кирлĕ сĕну- канаш, пулăшу ыйтма пулать. Финиш çумĕнче вара Республикăри медицина катастрофисен центрĕн васкавлă пулăшу памалли палаткине вырнаçтарĕç.

- «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва хутшăнма мĕнле регистрациленмелле-ха?

- Ăмăртăва хутшăнас текенсен, хăйсене пăхса тăракан тухтăрпа канашласа медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. 40 çулран иртнисен вара электрокардиограмма тутарсан лайăхрах. Тĕрĕсленĕ хыççăн ăмăртăва хутшăнма юранă пирки справка илмелле. Медицина справкине ăмăртăвăн мандат комиссине памалла.

Калаçăва вĕçленĕ май тепĕр хут çакна каласа хаварас килет - «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва хутшăнма кăмăл пулсан эпир панă сĕнÿсене пăхăнма тăрăшăр, пурне те ăнăçлă стартсем сунатпăр.

Тата çакна та каласа хăварас килет. Йĕлтĕрпе ярăнни организма усă кÿнине яланах асра тытмалла. Унпа туслашни сывлăха çирĕплетет, ĕçлес пултаруллăха ÿстереть, сывă пурнăçăн ĕмĕрне тăсать.

 

Антонина Михайловна Табардак, Республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн пай пуçлăхĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Февраль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости