ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Чăваш кĕнеке издательстви конкурса хутшăнма чĕнет

Категория: Главные новости Просмотров: 409

konkursХаклă вулаканăмăрсем! Эсир кĕнеке вулама юрататăр-и; Эппин, сире Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинче çиччĕмĕш хут иртекен конкурса хутшăнма чĕнет. Кăçал вăл авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен пырĕ. «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса Чăваш кĕнеке издательствинче тухса тăракан кĕнекесемпе тăтăшах интересленекен, вĕсене юратса вулакан 6—22 çулсенчи ачасемпе яш-кĕрĕм хутшăнма пултарать.

Кăçал конкурс тăватă номинаципе иртет:

«Юратнă кĕнеке пирки çырнă чи лайăх хайлав». Ку номинацие хутшăнакансен Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кĕнекене вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла тĕпе хурса хайлав хатĕрлемелле, ятне памалла: вăл е ку кĕнеке сире мĕнпе тыткăнларĕ, мĕншĕн шăпах çак хайлава суйласа илтĕр т.ыт.те. Ĕç калăпăшĕ – 1-3 страница. Ĕçсене чăвашла та, вырăсла та хатĕрлеме пултаратăр, вĕсене fed-ol@mailĕru электронлă адреспа та йышăнатпăр.

«Юратнă кĕнекери чи интереслĕ самант» темăпа хатĕрленĕ ÿкерчĕк». Ку номинаципе хутшăнакансен кĕнекери чи кăмăла кайнă сыпăка ÿкерсе памалла. Пĕр-пĕр сăнар портретне çеç калăпланă тата кĕнекесенчен ÿкерсе илнĕ ĕçсене жюри членĕсем пăхса тухмаççĕ, хак памаççĕ.

«Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке» номинацире ачан хăй шухăшласа кăларнă хайлава кĕнеке пек хатĕрлесе памалла. Çак ĕçе калăплакансем тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе, фломастерсемпе, илемлĕ хутсемпе усă курма пултараççĕ. Текста алпа çырмалла, Интернетран тупса çыпăçтарнă ÿкерчĕксем пулмалла мар. Ку номинацире ача аллин ĕçĕ тĕпре.

«Эпĕ Чăваш кĕнеке издательствин кĕнекине суйлатăп». Ку номинацире чи килĕшнĕ кĕнеке çинчен рекламăланă евĕр каласа памалла. Ăна слайд, кĕске видео, ÿкерчĕк (плакат), презентаци е текст евĕр хатĕрлемелле. Кĕске видео ÿкерекенсем хăйсен ĕçĕсене пирĕн «ВКонтакте» страницине https,ŸŸvkĕcomŸid391792345 адреспа ярса памалла.

Тепĕр хут аса илтерсе хăварам: кирек хăш номинацире хутшăнакан ĕçе те ача хăй пурнăçламалла, аслисем хатĕрлесе панă ĕçсене жюри членĕсем шута илмеççĕ. Конкурсра хутшăнма Чăваш кĕнеке издательстви кăларăмĕсемпе çеç усă курмалла. Уйрăм хут çине:

- номинаци ятне,

- ячĕпе хушаматне,

- миçе çултине,

- хăш шкулта вĕреннине (чăвашла та вырăсла та тулли те тĕрĕс),

- килти адресне

- конкурса хутшăнма хавхалатараканăн (ертÿçĕн) хушаматне, ятне, ашшĕ ятне туллин, телефон номерне,

- суйласа илнĕ кĕнекен ятне, авторне, хăш çулта тухнине палăртмалла.

Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, Чăваш кĕнеке издательстви, 820 пÿлĕм, «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс. Конкурсăн тулли йĕркипе (Положени) тата конкурса хутшăнакансен списокĕпе Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче wwwĕchuvbookĕru адреспа «Конкурссем, акцисем» пайра паллашма пулать.

«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса йĕркелесе пыракан

Ольга ФЕДОРОВА редактор.

Тĕплĕнрех (8352) 57-16-63 телефонпа ыйтса пĕлме пулать.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости