ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Поздравление главы Моргаушского района И.В.Николаева и главы администрации Моргаушского района Р.Н.Тимофеева с Днем знаний

Категория: Главные новости Просмотров: 306

Хисеплĕ вĕрентекенсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем,

педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

Сире пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ -  пуриншĕн пысăк уяв. Çак кун пирĕн районта пурĕ 3376 ача парта хушшине ларать. Çав шутран 336-шĕ шкул алăкне пĕрремĕш хут уçать. Вĕсен пурнăçĕ малашне мĕнле пуласси ытларах сирĕнтен килет. Эсир çакна ăнланатăр. Çавăнпа та вĕсене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех воспитани ĕçне те пысăк тимлĕх уйăратăр. Вĕсем тĕрĕс çул суйласа илччĕр, пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр.

Районта вара çакна валли тивĕçлĕ условисем пулччăр тесе çулсеренех сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр. Кăçал вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме пурĕ вырăнти бюджетран 15 млн. тенкĕ укçа тăкакланă. Пĕтĕмĕшле район бюджечĕн ытларах пайĕ те çулсеренех  шăпах вĕрентÿ системине аталантарма каять. Иртнĕ çул çак сферăна 332,7 млн. тенкĕ уйăрнă пулсан, кăçал вара – 355,3 млн. тенкĕ.

Кăçал Ильинка шулĕн спортзалне тĕплĕн юсарăмăр. Тойкилтĕри санузелсене юсаса хăт кĕртрĕмĕр. Тата тепĕр 2 шкулта хутса ăшăтмалли санузелсем пулччăр тесе ятарлă пристрой тăвассипе тимлеççĕ. 3 ача садĕнче модуллĕ котельнăйсем тăвассипе ĕçсем пыраççĕ.

Сире пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн тав тăватпăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче те эсир ачасем анлă тавракурăмлă, чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр тесе çине тăрса ĕçлесси пирки пĕрре те иккĕленместпĕр. Сире  ăнăçусем сунатпăр çак ĕçре. Ачасем вара сире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарса тăччăр, сирĕн ĕçлес килнĕçемĕн ĕçлес килсе тăтăр, ĕçĕрсем те  ăнсах пыччăр.

Ачасене вара çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче лайăх вĕренме, шкулта, районта иртекен мероприятисене хастар хутшăнма, спортпа туслă пулма сунатпăр. Çитĕнсе çитсен, хăвăр килĕштернĕ профессие алла илсе, юратнă ĕçре вăй хумалла пултăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телей сунатпăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости