ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Хушма вĕренÿ – сертификатпа

Категория: Главные новости Просмотров: 57

Чăваш Республикинче çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен тытăнса ачасен хушма вĕренĕвĕн регион системине аталантарса тĕллевлĕ ĕçне пурнăçа кĕртессин шайĕнче персонифицированнăй финансласси çине куçса пыраççĕ. Хушма вĕренĕвĕн навигаторĕпе учрежденисем иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Сертификатпа 5 çултан пуçласа 18 çулчченхи ачасем усă курма пултараççĕ. Çак ĕçе йĕркелессине РФ Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕнче тата «Образование» наци проекчĕн «Успех каждого ребенка» федераци проекчĕн паспортĕнче палăртнă. Вĕсенче шăпах та çÿлерех асăннă ÿсĕмри ачасене хушма вĕренĕве 80 процент чухлĕ явăçтарма тĕллев лартнă.
Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, районта çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çак ÿсĕмри ачасене хушма вĕренÿ процесне явăçтарассин шайĕ 77 процентран кая пулмалла мар, районта пĕтĕмпе 968 ача персонифицированнăй сертификатлă пулĕ. Енчен те ашшĕ-амăшĕ навигаторта регистрациленме ĕлкĕреймен пулсан, ача малтанхи пекех кăмăл тунă тÿлевлĕ е тÿлевсĕр кружоксемпе секцисене çÿреме пултарĕ.


Навигатора лицензиллĕ учрежденисен программисене кăна кĕртнĕ. Пирĕн районта хушма вĕренĕвĕн лицензиллĕ тăватă учрежденийĕ ĕçлет: ачасен Ф. Васильев ячĕллĕ искусство шкулĕ, çамрăк техниксен станцийĕ, ачасен пултарулăх çурчĕ тата «Сывлăх» спорт шкулĕ. Çамрăк техниксен станцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, асăннă учреждени валли сертификата ытларах уйăрнă, вĕсем урлă 383 ача сертификатлă пулĕ.
Асăннă учреждени ĕçченĕсем çĕнĕ мел вăя кĕртессипе тĕплĕн паллаштарчĕç. Кашни ача çемье тупăшне пăхмасăрах хăй кăмăллакан кружоксемпе секцисене çÿреме пултарĕ, пĕлÿ памалли укçа-тенкĕне патшалăх уйăрса парĕ. Хушма вĕренÿ хăш ведомствăпа (вĕренÿ, спорт, культура тата ытти) çыхăннине пăхмасăр программăсен пĕрлехи базине йĕркеленĕ. Сертификатпа финансласси çавăн пекех хушма вĕренÿри мĕнпур кăтартăва онлайн мелпе курса, пĕлсе тата тĕрĕслесе тăрассипе те çыхăннă.


Ашшĕ-амăшĕн «Навигатор дополнительного образования» (https://p21.навигатор.дети) сайтри каталогра кружока, секцие суйласа илмелле те регистрациленмелле. Çакăн хыççăн ача ячĕпе «не подтвержден» статуслă электронлă сертификат тухать. Сертификата ашшĕ-амăшĕн ача кружока çÿрекен учреждение паспортпа тата ачан докуменчĕпе кайса çирĕплетмелле, килĕшÿ тумалла. Енчен те сертификата тĕрлĕ сăлтава пула ашшĕ-амăшĕ регистрацилеймест пулсан та учреждение каймалла. Кружока çÿрекен ачан сертификат пуррипе çуккине учреждени электрон мелĕпе тĕрĕслет. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ август уйăхĕнче регистрациленме тытăннă. Пĕр ачана пĕр сертификат параççĕ. Сертификатра мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ юлнине регистрациленнĕ сайтра пăхмалла, вăл харпăр хăйĕн кабинетĕнче упранать. Ку вăл ачана алла илмелли укçа мар.


Енчен те ачан вăл е ку района куçса каймалла пулсан, вăл унччен усă курнă сертификата хăварать, çĕнĕ вырăнта урăххине илет. Кашни районта сертификат номиналĕ тĕрлĕрен. Муркаш районĕнче çак çул вĕçленичченхи – декабрьчченхи хак 3 пин те 600 тенкĕпе танлашать. Ку виçе учреждени ача вĕренĕвĕ валли мĕн чухлĕ тăкакланнипе, коммуналлă тÿлевсемпе тата ыттипе çыхăннă. Ача кружока çÿренипе кашни уйăхра сертификат çинчи укçа катăлса пырать. Электрон çырăну ача 18 çула çитичченех юлать. Çемьери пĕр ачан сертификачĕпе тепри усă кураймасть. Енчен те тĕрлĕ сăлтава пула ача кружока çÿреме пăрахать пулсан, ашшĕ-амăшĕ учреждение кайса заявлени çырать.
Кружок е секци уйрăм çыннăн та пулма пултарать. Патшалăх вĕсенче те хушма пĕлÿ илме май туса парать, енчен те уйрăм çын ятарлă лицензи илнĕ тата порталта регистрациленнĕ пулсан. Патшалăхăн тĕп условийĕ – алăра лицензи пулни, çавăн пекех программа пахалăхне хакланин процедури витĕр тухни.


Р. ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости