ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Ачасене аталантарма ашшĕ-амăшне те пулăшу кÿретпĕр

Категория: Главные новости Просмотров: 35

«Вĕренÿ» наци проекчĕ шайĕнче республикăра пурнăçа кĕртме пăхнă сакăр регион проектĕнчен пĕри – «Поддержка семей, имеющих детей». Асăннă проект районта мĕнле пурнăçа кĕресси пирки район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя ДИПЛОМАТОВА каласа пама кăмăл турĕ:

– Ачасене вĕрентессинче тата воспитани парассинче ашшĕ-амăшĕн компетентлăхне ÿстерме майсем туса парассин проблемине ытларах шутпа «Поддержка семей, имеющих детей» регион проектне пурнăçа кĕртнĕ май татса пама пăхнă. Çавăн пекех çакă виçĕ çула çитмен ачасене аталантарма ашшĕ-амăшне, ачана усрава хăйсен çемйине йышăнас текенсене психологипе педагогика, методикăпа консультаци пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе те пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин хушăвĕпе республикăра 31 консультаци пункчĕ йĕркеленĕ. Маларах асăннă услугăсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ĕçсене Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин ачасен вĕренÿ тата комплекслă аталану центрĕ туса пырать. Центр специалисчĕсем вырăнсене тухса та консультацисем йĕркелеме палăртаççĕ.


Кун пек мероприяти центр специалисчĕсем хутшăннипе кăçалхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче Муркаш шкулĕнче иртрĕ. Ачаллă çемьесем, çавăн пекех хăйсен çемйине ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачана йышăнас шухăшлисем çав кун психологи, педагогика, методика ыйтăвĕсемпе консультаци пулăшăвĕ илме пултарчĕç. Çакă вăл ачасен ашшĕ-амăшĕн компетентлăхне ÿстерессипе çыхăннă.
Кунсăр пуçне эпир хамăр районта та консультаци пункчĕсене иккĕ йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри Муркашри «Путене» ача садĕнче, тепри Отарккăри «Малыш» ача садĕнче вырнаçнă. Çавăн пекех вĕренÿ пайĕн тытăмĕнче «Доверие» диагностикăпа консультаци центрĕ ĕçлет. Ăна пирĕн компетентлă специалистсемпе комплектлас пулать. Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачана хăйсен çемйине йышăнас текенсене район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕ те кирлĕ пулăшупа тивĕçтерет.


Умра çакăн пек задача тăрать: 2024 çул тĕлне ачасен ашшĕ-амăшне тата вĕсен саккунлă представителĕсене психологипе педагогика, методикăпа консультаци пулăшăвĕ парассин хисепне 7 пин те 500-е çитермелле. Кунпа пĕрлех граждансен 85 процентĕнчен кая мар тивĕçтернĕ услуга пахалăхĕпе кăмăллă пулмалла.
Тивĕçтерекен услугăсен пахалăхĕ вара чи малтанах педагог компетентлăхĕнчен килет. Апла пулсан вĕренÿ системин ĕçченĕсене тăтăш вĕрентессине йĕркелес пулать. Вĕренÿ организацийĕнче ачасен ашшĕ-амăшĕн тата вĕсен саккунлă представителĕсен ыйтăвĕсене регистрацилеме журнал пулмалла. Ун тăрăх тивĕçтернĕ услугăсен мониторингне ирттермелле тата услугăсен пахалăх шайне палăртмалла.


Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 21 шкултан 14-шĕ пĕчĕк комплектлă шутланать. Организацисен бюджечĕ штатлă ĕçченсен шутне вĕçĕмсĕр ÿстерсе пыма май памасть. Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне пурнăçа кĕртме 3 учрежденире педагог-психологăн, 11-шĕнче социаллă педагогăн, 1 шкулта учитель-логопедăн штачĕсене йĕркеленĕ. 13 ача садĕнчен 3-шĕнче учитель-логопедсем ĕçленĕ. Логопед пулăшăвĕ кирлĕ ачасен шучĕ ÿссе пынине шута илсе, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 11 шкулта тата 7 ача садĕнче учитель-логопед штачĕсене йĕркелерĕмĕр.
Ачаллă çемьесене пулăшасси пирки калаçатпăр пулсан, вĕренÿ организацийĕсен услугисемпе пурте усă курма пултармалла. Районта шкулчченхи вĕренÿпе тивĕçтерме 13 ача сачĕ пур тата 13 шкулта шкул çулне çитменнисен ушкăнĕсене 19 йĕркеленĕ. 2019 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне шкул çулне çитмен 2387 ача шутланнă. Вăл шутран 1557 ачана шкулчченхи вĕренĕве явăçтарнă. Ача садĕнче вырăн илме электрон черетре 292 ача шутланать. Žсĕм шайĕпе пăхас пулсан, 1 çула çитменнисем – 73; 1 – 1,5 çулхисем – 58; 1,5 – 2 çулхисем – 96; 2 – 3 çулхисем – 65.
«Колокольчик» ача сачĕн строительство конструкцийĕсем хăрушсăрлăх требованийĕсене тивĕçтерменнине пула ăна кăçал вăхăтлăх хупма тиврĕ. Çавна май шкул çулне çитменнисен хушма тепĕр ушкăнне Москакасси шкулĕнче уçрăмăр, «Золушка» ача садĕнче пĕр ушкăн уçрăмăр тата тепĕр ушкăн уçма юсав ĕçĕсене ирттеретпĕр. Çавăн пекех ирĕклĕ вырăнсем пулсан ытти ача сачĕсенче те ушкăнсене комплектлатпăр.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсене пурне те квалификациллĕ педагогика кадрĕсемпе комплектларăмăр. Сывлăх тĕлĕшпе кăлтăк пур ачасем уйрăм тимлĕхе тивĕç. Вĕсене те тивĕçлĕ воспитани илме майсем туса парас пулать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче 11 инвалид ача тата сывлăхĕ енĕпе чикĕленĕ 12 ача воспитани илчĕ.


Вăхăт ыйтнине тивĕçтерсе, халĕ шкулчченхи вĕренÿ системинче ачасене воспитани памалли тата аталантармалли çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пырас задача тăрать. Çав вăхăтрах тăван чĕлхене, чăваш халăхĕн культурипе йăли-йĕркине сыхласа хăварасси ачасене чăн-чăн патриотсем туса ÿстерме ыйтать.
Хальхи вăхăтра районта республика стажер площадкисене йĕркеленĕ шкулсемпе ача сачĕсем сахал мар. Вĕсемех регион проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе пилот площадкисем пулса тăраççĕ. Республика вĕренÿ министрĕ Сергей Кудряшов педагогика ĕçченĕсен республика конференцийĕнче палăртнă тăрăх, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен ĕç пахалăхне палăртма малашне ЕСЕRS хаклавĕпе усă курма пуçăнаççĕ.
Тĕп тата хушма вĕренÿ программисене алла илессипе ашшĕ-амăшĕн яваплăхне те ÿстерме палăртнă. Хальхи вăхăтра ачасен интеллект, пултарулăх енĕсене аталантарса пыни пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Апла пулсан шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен ертÿçисен бюджет шучĕпе кăна мар, бюджетпа çыхăнман çăлкуçсемпе усă курса та тивĕçтерекен услугăсен тĕсĕсене ÿстерессипе ĕçлеме тивет.


Ачасен шкулчченхи тата пуçламăш шкул ÿсĕмĕсен çыхăнăвĕ пирки те манма юрамасть. Акă республикăри психо-медико-педагогика комиссийĕн ларăвне пирĕн районта ирттернĕ май, шкул çулне çитмен ачасене пĕрремĕш класра вĕрентессипе уйрăм йышăну тунăччĕ. Комисси ирттернĕ май, хăш-пĕр ачасене шкула маларах яма ирĕк памарĕç. Вĕсенчен хăшĕсен 5 – 6 çулхи ача пĕлме тивĕç уйрăм пĕлÿ шайĕ çитмест, психологи енĕпе те хатĕрлесе çитермен. Çавăнпа та воспитательсен шкулчченхи вĕренĕвĕн федераци патшалăх стандарчĕсене пахалăхлă пурнăçлама тăрăшмалла. Шкула кайма хатĕрленекен ача шкулти пуçламăш вĕренÿ программине алла илме хатĕр пултăр.


В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости