ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Çыравçăсемпе çамрăк авторсен тĕлпулăвне васкăр

Категория: Главные новости Просмотров: 63

Чăваш литературине упраса хăварас тата малалла аталантарас тĕлĕшпе Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕ чылай тăрăшать,  тăтăшах тĕлпулусем, литература уявĕсем тата ытти мероприяти йĕркелет. Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче вăл çамрăк авторсене Наци библиотекине йыхравлать. Унта хальхи вăхăтри паллă çыравçăсемпе çамрăк çыравçăсен тĕлпулу-семинарĕ иртĕ. Сăмах ăстисен уявне Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствипе, Чăваш Республикин Наци библиотекипе пĕрле йĕркелеççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – пултаруллă çамрăк çыравçăсене тăван литературăна малалла аталантарма хавхалантарасси тата пулăшасси.
Тĕлпулăва паллă çыравçăсем хутшăнаççĕ, вĕсен шутĕнче Анатолий Кибече, Юрий Сементере, Улькка Эльмене тата ыттисене те палăртмалла. Ку е вăл жанрпа çырнă чух мĕне шута илмеллине, мĕнлерех хайлавпа вулакана интереслентермеллине тата ытти вăрттăнлăха уçса парĕç вĕсем, уява килнĕ авторсен ыйтăвĕсене те хуравлĕç. Мастер-классене тĕрлĕ ушкăнсенче ирттерме палăртнă: «Чăваш прози», «Чăваш поэзийĕ», «Чăваш драматургийĕ» тата «Вырăсла çыракансен ушкăнĕ».
Пур çамрăка та литература уявне йыхравлатпăр. Вăл Шупашкар хулинчи Ленин проспектĕнчи 15-мĕш çуртра, Чăваш Республикин Наци бибилиотекинче иртĕ. Мероприяти 13 сехетре пуçланать.

Ольга ВАСИЛЬЕВА,
Чăваш Республикин
Профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости