ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днём Республики

Категория: Главные новости Просмотров: 389

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Республика кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп! 

Пиллӗхлӗ Чӑваш ҫӗрӗ пурӑнмашкӑн чӑннипех лайӑх вырӑн шутланать.

Ҫӗршывӑмӑр варринче вырнаҫнӑ нумай нациллӗ Чӑваш Ен тӗрлӗ халӑх тата культура представителӗсене пӗрлештернӗ, вӑл халӑхсем хушшинчи ҫураҫулӑхпа туслӑхӑн ырӑ тӗслӗхӗ пулса тӑчӗ.

Социаллӑ пурнӑҫпа политикӑри ҫирӗплӗх, республикӑра пурӑнакансен мал ӗмӗтлӗ ӑнтӑлӑвӗ, вӗсем хӑйсем ҫуралса ӳснӗ ҫӗре чунтан юратни Чӑваш Ене ӑнӑҫлӑ аталанмашкӑн, малалла шанчӑклӑн утӑмламашкӑн лайӑх майсем йӗркелеҫҫӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн 85 субъекчӗ хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑнса Чӑваш Республики кӑҫал Раҫҫей регионӗсенчи инвестици илӗртӳлӗхне палӑртакан наци рейтингӗн малти виҫӗ лидерӗн йышне кӗчӗ.

Ӗҫлӗ лайӑх хутлӑх пире экономикӑн чӑн секторне, вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарма, пысӑк технологиллӗ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май парать.

Чӑваш Енре этем капиталне сыхласа упрасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. Ҫавна май экологие лайӑхлатас, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӗве тата спорта аталантарас, халӑх йӑли-йӗркисене типтерлӗн сыхласа упрас тата культура ҫитӗнӗвӗсене ӳстерсе пырас, ҫамрӑк ӑрӑва ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипетӗн чӑн пуянлӑхӗсене ӑса хывма пулӑшас тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлетпӗр.

Чӑваш Республики паян сывлӑх сыхлав тытӑмӗн ӗҫ тухӑҫлӑхӗ тата экологи ӑнӑҫлӑхӗ енӗпе малта пыракан пилӗк регион шутне кӗрет. Чӑваш Ен «физкультура тата массӑллӑ спорт» ҫул-йӗрпе ҫӗршывра пӗрремӗш вырӑнта тӑрать.

Республикӑра пурӑнма хӑтлӑ майсем йӗркеленӗ. Хуласемпе ялсем ҫӗнелсе улшӑнаҫҫӗ, социаллӑ пурнӑҫ инфратытӑмӗ лайӑх аталанать.

Кунта пурӑнакан ҫынсем тӑван ҫӗре чунтан юратни, вӗсем телейлӗ пулма тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма ӑнтӑлни Чӑваш Ене малалла йӗркеллӗн аталанса пымашкӑн пулӑшасса шанса тӑратӑп!

Чӑваш Ен – уҫӑ регион!

Сире ҫирӗп сывлӑх, телейпе юрату тата ырлӑх сунатӑп! 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                            Михаил Игнатьев

Дорогие соотечественники!

От всей души поздравляю вас с Днём Республики!

Благословенная чувашская земля по праву считается прекраснейшим местом для жизни.

Расположенная в самом сердце страны многонациональная Чувашия объединила представителей разных народов и культур, стала примером межэтнического согласия и дружбы.

Социально-политическая стабильность, созидательная устремлённость жителей республики, их любовь к родному краю являются залогом успешного развития Чувашии, её уверенного движения вперёд.

В этом году Чувашская Республика вошла в тройку лидеров Национального рейтинга состояния инвестиционного климата в регионах России, заняв в нём второе место среди 85 субъектов Российской Федерации.

Благоприятная деловая среда позволяет нам стимулировать развитие реального сектора экономики, малого и среднего предпринимательства, создавать новые высокотехнологичные рабочие места.

В Чувашии огромное внимание уделяется сбережению человеческого капитала. Многое делается для улучшения экологии, развития здравоохранения, образования и спорта, сохранения народных традиций и приумножения достижений культуры, приобщения молодого поколения к подлинным духовно-нравственным ценностям.

Сегодня Чувашская Республика в пятёрке лидеров по эффективности работы системы здравоохранения и экологическому благополучию. Чувашия занимает первое место в стране по направлению «физическая культура и массовый спорт».

В республике создана комфортная среда для жизни. Благоустраиваются города и сёла, развивается социальная инфраструктура.

Убеждён, что любовь жителей республики к родной земле, их стремление к благополучию и гражданскому миру обеспечит дальнейшее поступательное развитие и процветание Чувашии!

Чувашия — открытый регион!

От всей души желаю вам здоровья, счастья, любви и добра!

Глава Чувашской Республики                                     Михаил Игнатьев

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости