ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Пурнăç - хурăн çырли уçланки-ши е тĕлсĕр-палсăр аташу.

Категория: Главные новости Просмотров: 60

 

 

 

 

Урамра хĕртсе хĕвел пăхать. Чечек-курăк шăрши сăмсана кăтăклать. Кассăн-кассăн килекен çил варкăшĕ йывăç турачĕсене хускатать, чуна уçăлтарать... Мĕн тери ырă та илемлĕ çу вăхăчĕ! Кĕçех ак çырла пиçсе çитĕ. Унччен вара Василий Эктелĕн «Хурăн çырли уçланки» кĕнекине вуласа тухма та юрать. Вăл çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Кăларăма пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ - Б.Б. Чиндыков, ÿнерçи - А.И. Алексеев. Тиражĕ - 1000 экземпляр.

Тăван литературăна кăмăллакансем Василий Эктелĕн (1950-2005) ятне илтнех. Пултаруллă çыравçă тĕрлĕ жанра алла илнĕ: Василий Петрович - туйăмлă сăвăç та, тарăн публицист та, хĕрÿ литература критикĕ те, ача-пăча çыравçи те, художниксем пирки чылай статья çырнă сумлă художество критикĕ те. «Çакăнпа пĕрлех вăл тата - илемлĕ проза ăсти, темиçе роман, повесть, чылай калав авторĕ. Ытти прозаиксенчен вăл чăн малтанах юрату ăнтăлăвĕ, юратакан е юратушăн çунакан чĕресен асапĕпе киленĕçĕ çинчен ĕненмелле те уççăн çырса кăтартнипе уйрăлса тăрать», - тесе паллаштарать авторпа кĕнеке аннотацийĕ.

Кăларăма сакăр калавпа («Рак хуранĕн юрри», «Вырăс хĕрачисемпе туркмен ачи», «Хурăн çырли уçланки», «Чĕнмен хăна» т.ыт.те) икĕ повесть («Лили», «Юрату урокĕсем») кĕнĕ. «Çак хайлавсем пуçласа кун çути курнăранпа çирĕм-вăтăр çул иртнĕ пулин те, вĕсем паян та нимĕн чухлĕ те кивелмен», - тесе палăртать Б.Б. Чиндыков «Кĕнеке авторĕ çинчен» статьяра. Вĕсем мĕншĕн кивелменнин сăлтавĕ ансат: писатель ĕмĕрхи ыйтусене хускатать. Юратупа курайманлăх, кĕвĕçÿпе каçару, тасалăхпа нĕрсĕрлĕх, ырăпа усал тата ытти тема этеме яланах шухăшлаттарнă, тавлаштарнă. Василий Эктел произведенийĕсенче сăнланнă ĕçсем те вулакана хумхантарма пăрахмаççĕ, пурнăçа тĕрлĕ енлĕн кăтартаççĕ.

«Хурăн çырли уçланки» калаври вун пиллĕкри Радик тăххăрмĕш класа çуллахи каникултан йăлтах улшăнса таврăнать. Мĕне пула. Тен, кама. Çамрăк çын вĕри, хĕрÿ, ĕмĕчĕсем хăюллă. Юн вĕрени тем патне те илсе çитерме пултарать. Йăнăш утăм тăвасси питĕ ансат.

Радик темле тĕмсĕлÿ-ăнтăлупа пурăнать. Çуллахи лагерьте кухньăра пулăшаканра тăрăшаканскер Ритăпа Эльвирăна куç илми сăнать. Анчах ял ачишĕн район центрĕн пикисем çут çăлтăрпа танах: вĕсемпе пырса калаçма вăтанать каччă. Пĕр килпетсĕр пулăм унăн кăмăл-туйăмне тĕпрен улăштарать, уншăн пысăк чăнлăх уçăлать: «Хăйĕнчен темĕскер хакли, çывăххи яланлăхах уйрăлнине сисрĕ Радик ачаш чунĕпе. Унччен тата çакна тĕшмĕртейменскер тантăшсенчен шăп кăна Эльвирăна ытларах кăмăлланине те тинех уйăрса илчĕ. Аппăшĕ пек, унтан та ытларах упрĕччĕ вăл ăна, эх, çук ĕнтĕ, кая юлчĕ халь, темле сĕмсĕр вараланчăк аллипе татса илчĕ çав çеçкене».

Каччăн чун ыратăвне «сиплекен» хăвăртах тупăнать. Пĕтĕм тĕнче хурăн çырли уçланкинчен пуçланнăн туйăнать Радика, çумĕнче – чи илемлĕ хĕр, хĕвел пайăрки, ирхи сывлăм ялтăравĕ. Чăн-чăн юратăва тĕл пулчĕ-ши яш, е вăхăтлăх йăпану, иртĕхÿ çеç ку. Хайлава вуламасăр пĕлеймĕн.

«Аташуллă каç» калаври Саша авланнине пăхмасăрах туйăмсен авăрне пуçĕпех чăмать. Пуйăсри кĕтмен тĕлпулу унăн ăс-пуçне йăлт арпаштарса ярать. Вăхăтлăх киленĕç кÿнĕ пикене «тин килнĕ те пăчланнă телей» вырăнне хурать çамрăк арçын, ăна тепĕр пуйăса ларса хăвалама та хатĕр. «Ах, пурнăç, пурнăç... Формулăран та кăткăсрах иккен эсĕ. Формулăн тупсăмĕ пур, эсĕ вара - вĕçĕ-хĕррисĕр, ăнланусăр, шеллевсĕр», - çырать Василий Эктел. Вăлах: «Мĕн тери тăрлавсăр эпир çак хитре те хаяр тĕнчере!» - тесе пĕтĕмлетет.

«Лили» повесть йывăр çемьере çитĕнекен çамрăк хĕр кун-çулĕпе паллаштарать. Лилин ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă. Амăшĕ ĕçке ярăннă, çĕнĕ арçынсем тупăнсах тăраççĕ унăн. Вун пиллĕкри хĕр тепĕр чухне тăраниччен апат та çиеймест, мĕншĕн тесен укçа çук. Лили çинчен вулакансене дядя Гена текен сăнар пĕрремĕш сăпатран каласа парать. Вăл хăйне евĕр философ пек тухса тăрать пирĕн ума, тăтăшах тарăн шухăша путать.

Сăмахран: «Телей - кашни тусан пĕрчинче, кăпшанкă пурнăçĕнче, чечек сывлăмĕнче, çулçă чĕтревĕнче. Нимĕн те вăхăт паллисĕр, сисĕмсĕр иртмест - пурте телей ытамĕнче. Анчах эпир ăна ăнланмастпăр, çут тĕнче тивлечĕпе савăнма пĕлместпĕр, пирĕн пуçра темле арăш-пирĕш, шăнăçусăр, çураçусăр шухăшсем - вĕсем раскал çутипе чĕрĕлмеççĕ, ытларах чухне çитмен пурнăç, тĕлсĕр-палсăр кунсем çуратаççĕ вĕсене». Лилине тасалăхпа черченлĕх символĕ пек йышăнать Гена. Ăна таврари ирсĕрлĕхпе чыссăрлăхран хăтарасшăн, упраса хăварасшăн. Анчах çакна пурнăçлама пултарайĕ-ши вăл.

Калуçăн сăмахĕсенче тĕп шухăш пытаннăн туйăнать: «Çакăн пек пурнăçа курма, унпа килĕшсе тăма çуралнă-ши эпĕ. Анчах ăна никам та, нихçан та килсе улăштарса параймĕ. Хамăр çапла йăнăш йĕркелетпĕр ăна - хамăрăнах тÿрлетмелле». Сăнарсем харпăр хăй йăнăшне курма, айăпа йышăнма пултараççĕ пулсан шанăç пур-ха. Вĕсем «çак йĕркесĕр, шайлашуран тухса ÿппĕн-теппĕн çаврăнса ÿкнĕ пурнăçа» сыпăнтарса яма, юсама хал çитерессе шанас килет.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

 

 

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Июнь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Яндекс. Новости