ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

Пĕрлехи информаци кунĕ: ял çынни пурнăç условийĕсене лайăхлатасшăн

Категория: Главные новости Просмотров: 69

Юнкун Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çавна май Муркаш районĕнче Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн  пулчĕ. Информаци ушкăнĕ  район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа тата район администрацийĕн пай ертÿçисемпе тĕл пулса кулленхи лару-тăрăва сÿтсе явнă хыççăн ял тăрăхĕсене çула тухрĕ.
Вениамин Петров, Ростислав Тимофеев тата «Россельхоцентрăн» Чăваш Енри филиалĕн Муркашри уйрăмĕн ертÿçи Александр Павлов Хорнуй ял тăрăхĕнче пулчĕç.
Черетлĕ информаци кунĕн тĕп темисемпе калаçу ирттерме ушкăн чи малтанах «Путь Ильича» агрофирмăна çитрĕ. Хыççăнхи тĕл пулусем Тойкилтĕ тĕп шкулĕнче, Тойкилтĕри тата Хорнуйĕнчи ял клубĕсенче иртрĕç.
Агрофирмăра шăпах тулă акатчĕç. Хуçалăх ертÿçи Роман Кульков тата  тĕп агроном Инна Егорова каланă тăрăх, механизаторсем сменăпа ĕçлеççĕ. Çĕр пулса çитнине кура хальлĕхе тырра 400 гектар акнă, акмалли тата 300 гектара майлă юлать.
Ростислав Тимофеев информаци кунĕнчи тĕл пулусенче палăртнă тăрăх, районта çав кун тĕлне ака ĕçĕсем 5-6 хуçалăхра вĕçленмен. Хăшĕсем куккурус акма тухнă, пахча çимĕç акаççĕ, лартаççĕ. Палăртса хăвармалла, çĕр улми кăçал районта пĕчĕкрех лаптăк йышăнĕ _ 200 гектара майлă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çуллахи вăхăтра ачасемпе çамрăксен канăвне йĕркелесси çинче чарăнса тăчĕ. Кăçал районти кашни шкул çумĕнчех лагерьсем ĕçлессине аса илтерчĕ. Тойкилтĕ шкулĕнче те 38 ачаран акă 30-шĕ лагерьсене çÿрĕ.
Çак шкулта ача сахалли вырăнти халăха пăшăрхантарни палăрать. Шкула хупмаççĕ пулĕ те, текенсем те пулчĕç. Шкул директорĕ Людмила Иванова каланă тăрăх, çитес вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш класа малтанласа шутланипе 6 ача килмелле. Çав вăхăтрах шкулчченхи ушкăна, унта халĕ çÿрекенсенче пĕр ушкăнĕ юлнисĕр пуçне, килекен пачах та пулмĕ. Çавăн пысăкăш çуртра ача сахалланса пыни, паллах, çивĕч ыйту пулса юлать.
Информаци кунĕнче Вениамин Петров Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Республика бюджечĕ социаллă енлĕ пулнине палăртса, республика ертÿлĕхĕ хăй çине илнĕ социаллă обязательствăсене пĕтĕмпех пурнăçланине каларĕ.
Пушар хăрушсăрăлăхĕ, шыв çинчи тата çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх пирки сăмах пуçарнă май, министр республикăра пулса иртнĕ синкерлĕ фактсене те илсе кăтартрĕ. Ав нумаях пулмасть Елчĕк районĕнче 6 çулти ача шывра путса вилнĕ, çăлма май килмен. Çĕнĕ Шупашкарта хваттерте тухнă пушарта икĕ пĕчĕк ача сĕрĕмпе чыхланса вилнĕ. Типĕ курăк çунтарнă чухне темиçешер пÿрт çунса кĕллени те, вилнисем те пулнă. Чĕрене çÿçентерекен самантсем сахал мар. Мунчара пушар тухни те республкăра час-часах пулакан тĕслĕх. «Республикăра майăн 14-мĕшĕ тĕлне 773 пушар пулнă. Вĕсенче 33 çын вилнĕ. Пушарта вилнисенчен ытларахăшĕ ÿсĕр пулнă. Çавăнпа та хамăра хамăрăн упрама вĕренмелле. Вут-çулăмпа, электроприборсемпе асăрхануллă пулмалла, мунча кăмакин мăрйине пăхса тăмалла. Кÿршĕре мĕнле пурăннипе те кăсăкланмалла, пÿрт-çурта страхламалла»,  - асăрхаттарчĕ Вениамин Петров.
Информаци кунĕнче ял çыннисен ертÿçĕсем патне нумай чухне ыйту пур. Хорнуй ял тăрăхĕнчи тĕл пулусенче те çаплах пулчĕ. Ял çыннисене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси, ача-пăча валли площадка йĕркелесси,  çÿп-çап турттарса тухасси, тĕрĕсрех каласан, пĕр çын пуçне тивекен норматив, арендăри 60 сотка çĕрсене саккунпа килĕшÿллĕн регистрацилесси тата ытти те кăсăклантарать.
Вырăнта татса памалли ыйтусене Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Манефа Колесникова хуравларĕ. Ялта ырă улшăнусене хăвăртрах тума хальхи вăхăтра пуçарулăх бюджечĕн программи ытларах пулăшу кÿнине палăртрĕ. Çак программăпа кăçал та ялсенче çĕнĕлĕхсем пулмалла _ Хорнуйĕнче акă вак чул сарса çул тума тытăннă та ĕнтĕ.
Тепĕр ыйтăва вара - Хорнуйĕнче çĕнĕ ФАП тăвас ыйтăва Вениамин Петров республика шайĕнче çĕклессине шантарчĕ.


Н. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс. Новости