ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Муркашсем Аслă Çĕнтерÿ уявне паллă тăваççĕ

Категория: Главные новости Просмотров: 130

Полк

 

Çанталăкĕ те халăхпа пĕрле савăнать тейĕн, пысăк хавхаланупа кĕтсе илчĕç муркашсем Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 74 çул çитнине. Кашни çынра çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм палăрчĕ.

Уяв кунĕ çитиччен вырăнсенче хатĕрленÿ ĕçĕсем туса ирттерчĕç, палăксене тата вĕсем тавра хăтлăх кĕртрĕç. Предприяти- организацисемпе учрежденисем Аслă Çĕнтерĕве халалланă тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттерчĕç. Ку тĕлĕшпе яваплă ĕçченсем ветерансен пурнăç условийĕсемпе паллашрĕç.

Çĕнтерÿ уявне халалланă митинг кашни ял тăрăхĕнче иртрĕ. Вĕсене ытларах майăн 8-мĕшĕнче йĕркелерĕç. Районти Çĕнтерÿ уявĕн пĕрлехи митингĕ майăн 9-мĕшĕнче пулчĕ.

 

DSC09591

 

Уяв программипе килĕшÿллĕн районта пурăнакансем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, шкул ачисем, ветерансем «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, уяв митингне хутшăнакан колонна Октябре 50 çул урамри юсавпа техника предприятийĕ умĕнчен тĕп лапама хăпарчĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçа Муркаш районĕнчен 9845 çын тухса кайнă. Вăл шутран 5491 çын вăрçă хирĕнче выртса юлнă, вĕсем Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуçĕсене хунă.   Паян районта вăрçа хутшăннă 12 ветеран пурăнать. Çăмăл килмен Аслă Çĕнтерÿ, тылра та, вăрçă хирĕнче совет çынни хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă, çавăнпа çывхартнă та кĕтнĕ куна.

Çамрăк армеецсемпе шкул çулне çитмен ачасен уяв кунне халалланă парада Чăваш Республикин Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков йĕркелерĕ.

 

Президиум

 

Уяв митингне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕ, пухăннисене уявпа саламларĕ.

- Эпир, мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнакансем, сирĕн хăюлăхпа паттăрлăх умĕнче çĕре çити пуç таятпăр, - терĕ Ростислав Тимофеев вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене уявпа саламласа тав тунă май.

Çĕршыв хăйĕн паттăрĕсене манмасть. Çакна вăрçă ветеранĕсене тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтерни çирĕплетет. Паянхи яш-кĕрĕм çĕнтерĕве çывхартма хутшăннисен ĕçне малалла тăсать.

 

DSC09600

 

Уява республика шайĕнчи хăнасем те хутшăнчĕç. Митинга хутшăнакансене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Александр Федотов саламларĕ. Ентешсене тав турĕ, çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунчĕ. Районта пурăнакансене Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен министр Вениамин Петров саламларĕ, фронтри паттăрлăхшăн, тылри хастарлăхшăн тав турĕ.

Уява килнисене çавăн пекех Чăваш Республикин   Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков, ветерансен районти канашĕн ертÿçи Николай Любимов саламларĕç, мирлĕ пурнăçа малашне те сыхласа, упраса пурăнма ăнăçу сунчĕç.

 

DSC09610

 

Аслă Çĕнтерÿ уявне халалласа тата СССР спорт маçтăрне Владимир Шалтыкова асăнса майăн 9-мĕшĕнче чупу ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Çавна май уяв саламĕсем хыççăн велосипедистсем Муркаш - Уйкас Янасал - маршрутпа старта тухрĕç. Çак кун тепĕр старт та пулчĕ. Çамрăк автомобилистсем чупăва тухрĕç.  

 

DSC09598

 

Вăрçăра вилнисене, вăрçă суранĕсене пула пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă хыççăн литмонтаж иртрĕ. Ветерансене, тыл ĕçченĕсене Çĕнтерÿ уявĕпе ачасем чĕрĕ чечексем тата хăйсем ăсталанă парнесем парса саламларĕç.

 

DSC09617

 

 

 

DSC09625

 

Çакăн хыççăн районти шкулсенчи çамрăк армеецсен уйрăмĕсен парачĕ пулчĕ. Ĕç коллективĕсем, уйрăм çынсем, ветерансем Муркашри Çĕнтерÿ паркĕнчи Аслă Отечественннăй вăрăçра пуç хунă çар çыннисене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексемпе кăшăлĕсем хучĕç.

 

DSC09638

 

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ аслисене кăна мар, ачасене те пухрĕ. Вĕсене вылямпа, савăнма аттракционсем ĕçлерĕç. Кăмăл тăвакансем салтак пăтти çисе пăхма пултарчĕç.

Тĕп лапамри «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнчи сцена çинче чылайчччен юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Кунта   гала-концерт иртрĕ. Унта Аслă Çĕнтерĕве халалланă «Эпĕ астăватăп! Эпĕ мухтанатăп!» фестивль çĕнтерÿçисем хутшăнчĕç.

        

 

 

Р.  Макарова.

Сăн ÿкерчĕкĕсем:   Р.  Макарован,   А. Беловăн,   В. Шапошниковăн,    И. Каргинăн.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости