ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Чăваш çынни - пурте строитель

Категория: Главные новости Просмотров: 446

13 августра  эпир Строитель кунне паллă тăватпăр. Чăннипех те пĕлтерĕшлĕ пысăк уяв. Хăйсен пĕтĕм пурнăçне çак çăмăлах мар, анчах та пархатарлă та кирлĕ ĕçпе çыхăнтарнă çынсем яланах ырă сăмаха тивĕç. Тĕрĕссипе пирĕнте кашнийĕнчех кăштах та пулин строитель туйăмĕ пурах. Уйрăмах чăваш çынни, ял ĕçченĕ хăйне строительство ĕçĕпе çыхăнтармасăр пултараймасть. Ытларах чухне ял çынни пурăнмалли çурт-йĕрне те, ытти хуралтине те хăйĕн аллипе, тăван-пĕлĕшĕ пулăшнипе, нимелле тăрăшнипе çĕклет вĕт-ха. Апла пулсан кашниех пĕр-пĕрне çак кунпа саламлама пултарать пулĕ.

Çитсе килекен Строитель кунĕ умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Владимир НИКИТИНПА тĕл пултăм, паян пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăракан пурăнмалли çурт-йĕр тата çул-йĕр строительстви пирки каласа пама ыйтрăм:

- Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине илес пулсан, районта çуллен тĕрлĕ объектсем сахал мар хута каяççĕ. Район центрне пăхăр-ха. Палламалла мар çĕнелсе улшăнчĕ вăл юлашки çулсенче. Парковая урамра çĕнĕ микрорайон ÿссе ларчĕ. Ытларах унта çамрăк çемьесем хваттерлĕ пулчĕç. Халĕ вара ку урамри «Пятерочка» магазинпа юнашар татах тепĕр объектра ĕçсем пыраççĕ: чикĕллĕ яваплăхлă «Виком» строительство компанийĕ» общество строителĕсем 24 хваттерлĕ 3 хутлă пурăнмалли çурт çĕклеме тытăнчĕç. Хваттерсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 976,2 тăваткал метр. Объекта 2018 çулхи сентябрь уйăхĕнче хута яма палăртаççĕ. Ялсенче харпăр хăйĕн çурт-йĕрне çĕклекенсем те сахал мар.

Апла пулин те юлашки çулсенче пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси чакни палăрать. Кунта объективлă тата субъективлă сăлтавсем те пурах ĕнтĕ. Акă 2012 - 2013 çулсенче районĕпе çулсерен вăтамран 29 пин тăваткал метр ытла çурт-йĕр хута яраттăмăр. 2015 çулта вара ку кăтарту 27,5 пин тăваткал метрпа, иртнĕ çул 15,8 пин тăваткал метрпа кăна танлашрĕ. Çакă ытларах енчен хăрпăр хăй çурт-йĕр тăвасси пĕчĕкленнипе те çыхăннă.

Çурт-йĕр стрительствин калăпăшĕ чакнине пăхмасăрах, çамрăк çемьесене, ялта ĕçлесе пурăнакан специалистсене, тăлăхсемпе нумай ачаллă çемьесене хваттерсемпе тата пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине, харпăр хăйĕн пурăнмалли çуртне тума пулăшассине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ку тĕлĕшпе Раççей шайĕнчи тата республикăри программăсене пурне те хутшăнатпăр.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвне илме тивĕçлисен шутне 312 çынна кĕртнĕ. 2017 çулта пулăшу шучĕпе 39 çемьене тĕрлĕ шайри бюджетран 32 млн та 700 пин тенкĕ ытла уйăрса пама палăртнă. Вăл шутран 25 çемьене федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕр» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн 15 млн та 200 пин тенкĕлĕх ытла пулăшупа тивĕçтермелле. Вырăнти бюджетран çав тĕллевпе уйăракан сумма 2 млн çурă тенкĕпе танлашать.

Май уйăхĕнче кăна 24 çамрăк çемьене пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма социаллă тÿлев илмелли свидетельствăпа тивĕçтертĕмĕр. Уйăрнă пĕтĕмĕшле сумма 13 млн та 700 пин тенкĕ ытла. Каялла тавăрса памалла мар кун пек 800 пин тенкĕне яхăн пулăшу мелне июль уйăхĕнче районти татах тепĕр çемье тивĕçрĕ.

Федерацин «Ял территорийĕсене 2014 - 2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта тăнăç аталантарасси» тĕллевлĕ программипе те пурăнмалли условисене лайăхлатакансем сахал мар. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн кăçал 8 çамрăк специалист тата тепĕр гражданин çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатаççĕ. Кун пеккисене 7 млн тенкĕне яхăн пулăшупа июнь уйăхĕнче тивĕçтертĕмĕр те ĕнтĕ.

Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă 3 ача валли 2 млн та 700 пин тенкĕ ытла уйăрса пурăнмалли çурт-йĕрĕн ятарлă фончĕн хваттерĕсене туянса панă. Кунсăр пуçне тăлăх ачан харпăрлăхĕнче шутланакан пурăнмалли çурт-йĕре юсама 522 пин тенкĕ уйăртăмăр.

Çул çитмен 5 е ытларах ачаллă çемьесем те хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Çав тĕллевпе районти 2 çемье валли кăçал 6 млн тенкĕне яхăн уйăрса çурт-йĕр туса пама палăртатпăр. Кунсăр пуçне Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнĕ çар çыннин тăлăх мăшăрне хваттер туянма 1 млн та 137 пин тенкĕ ытла уйăрса парса пулăшнă.

Çул-йĕр строительствин ыйтăвĕсем çине районта яланах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Хальхи вăхăтра рай он территорийĕнче пурте усă куракан вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем 213,9 километр шутланаççĕ. Вăл шутран 204,1 километр - чул сарса хытарнисем (ку шутра 179 километр асфальт сарнисем) тата 9,8 километр 50 çынран сахалрах пурăнакан 7 ял патне çитме нимĕн те сарман çулсем. Кунсăр пуçне ялсенчи çулсем 394,8 километр, вăл шутран чул сарнисем 102,4 километр.

Çул-йĕр хуçалăхĕпе çыхăннă ĕçсене кăçал пĕтĕмпе 56 млн та 476 пин тенкĕлĕх туса ирттерме палăртатпăр. Вăл шутран 34 млн та 338 пин тенкĕ республика тата 22 млн та 138 пин тенкĕ район уйăраççĕ. Çак вăхăта планпа пăхнă ĕçсене 20 млн тенкĕлĕх туса ирттерме ĕлкĕртĕмĕр.

Пурте усă куракан çулсене тытса тăма кăçал 15 млн тенкĕ ытла уйăратпăр. Ытларах пайĕ - 13 млн тенкĕ ытла - республика тÿпи. Ыттине район уйăрать. Çак вăхăта асфальт ваннă вырăнсене 6 пин ытла тăваткал метр юсаса тухнă.

Ялсенчи çулсене юсама тата тытса тăма кăçал 17 млн çурă тенкĕ уйăрнă. Республика тÿпи 3 млн та 788 пин тенкĕ пулсан, ытти 13 млн та 715 пин тенкине вырăнти бюджетран уйăрмалла пулать.

Районти вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан çулсене юсама кăçал 25 млн тенкĕне яхăн уйăрма палăртнă. 17 млн та 25 пин тенкине республика, ыттине район уйăраççĕ. Ку укçа-тенкĕпе «Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула», «Çĕньял Хуракасси - Шурча», «Волга - Ахмане» çулсем çинче юсав ĕçĕсем туса ирттеретпĕр.

Çавăн пекех Шупашкар агломерацийĕн транспорт инфраструктурине комплекслă аталантарассин программине пурнăçа кĕртнĕ май «Партнер-Холдинг» ООО Мăн «Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула» çула, «Строительно-монтажное управление» ООО «Волга - Вăрăмой» çула тĕпрен юсаççĕ, «Метал-Строй» ООО 6 шкул çывăхĕнчи çынсем çул урлă каçмалли вырăнсене хальхи хăрушсăрлăх хатĕрĕсемпе тивĕçтерет. Ĕçсене пĕтĕмĕшле 42 млн тенкĕлĕх ытла пурнăçламалла.

Кунсăр пуçне иртнĕ çултан куçнă объектсем те пур. Кăçалах вак чул сарса хытарнă çулсене Шурчари Мир тата Луговая урамсенче, Юнкăри Яргунеки урамĕнче, Кашмашри Яриков урамĕнче, «Муркаш - Турай - «Сура» - Уйкас Турай» çул çинче туса пĕтерес пулать. Çавăн пекех Кăпасри Нижняя урамра çул сарассипе 13 млн тенкĕлĕх ытла, Отарккăри Лесная, Садовая тата Афанасьев урамĕсенче - 22 млн тенкĕлĕх ытла ĕçсем пурнăçламалла.

Ĕçсем калăпăшлă. Апла пулин те хамăр мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçлас пулать. Мĕншĕн тесен строительство ĕçĕсене аталантарса пыни чи малтанах çынсен пурнăç условийĕсем лайăхланса пырассипе, кашниех хамăра хăтлăрах та меллĕрех туяссипе çыхăннă.

Май килнипе усă курса хăйсен пурнăçне строительство отраслĕпе çыхăнтарнă мĕнпур ĕçченсене професси уявĕпе чĕререн саламлатăп, ырлăх, сывлăх, ăнăçу сунатăп. Мĕн шухăшланисем яланах пурнăçа кĕрсе пыччăр. Çемйĕрсенче килĕшÿпе çураçу кăна пулччăр. Уяв ячĕпе сире пурсăра та!

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости