ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2019" массăллă стартсем Муркашра пысăк йышпа иртрĕç

Категория: Главные новости Просмотров: 153

лыжня 004

 

 Паян, февралĕн 9-мĕшĕнче, Муркаш районĕнче пурăнакансем В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулне "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2019" массăллă чупăва пухăнчĕç.

Яланхи пекех старта тĕрлĕ организаципе предприятисенче, учрежденисенче ĕçлекенсем, шкулта вĕренекенсем тухрĕç. Çак чупăва ача сачĕсене çÿрекенсем те, спорт ветеранĕсем те хаваспах хутшăнаççĕ.

Спорт уявне уçнă май, вĕсене пурне те район пуçлăхĕ И. Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев тата ыттисем те саламласа ăнăçлă стартпа çĕнтерÿ сунчĕç.

лыжня 012

 

Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи В. Петров та муркашсене саламлама çитрĕ. Чăваш Республики çĕршыв регионĕсен йĕркинче 21-мĕш регион ячĕпе тăнăран, стартсенчи чи кĕçĕн ачана вăл 21 тесе çырнă  номере парса чыслассине пĕлтерчĕ.

Ăмăртăвăн тĕп судйи - «Сывлăх» спорт шкулĕн директорĕ А. Куликов çанталăк нÿрĕ те çиллĕ пулнăран маларах палăртнă дистанцисене йĕркелÿçĕсем кĕскетме йышăннине пĕлтерчĕ.

 

лыжня 021

 

 

Яланхи пекех старта чи малтан ертÿçĕсем тухрĕç. Хыççăн вара вĕсен тĕслĕхĕпе ача сачĕсене çÿрекенсем те йĕлтĕр йĕрне парăнтарчĕç. Палăртса хăвармалла, чи кĕçĕннине, шантарнă парне нумай кĕттермерĕ - ăна финиш хыççăн çийĕнчех саламласа чысларĕç.

 

лыжня 018

 

Чупура малти вырăнсене тухнисем пурте медальпе диплома, асăнмалăх ятарлă калпака тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсем илемлĕ статуэткăллă та пулчĕç.

 

 

лыжня 007

 

Шкул ачисен старчĕсем пысăк йышпа иртрĕç. Вĕсен хушшинчи тупăшу та хĕрÿ пулчĕ. Сăмахран, 2005 - 2006 çулта çуралнă арçын ачасем кăна чупăва хутшăнма пурĕ 51-ен регистрациленнĕ.

Çанталăк условийĕсем йĕлтĕрçĕсемшĕн çăмăлах пулмарĕç пулин те, пур ача та йĕлтĕр йĕрĕ çинче чăтăмлăх кăтартрĕ.

Ачасем старта ăмăрту туйăмĕпе тухаççĕ пулсан, аслисем йĕлтĕр йĕрĕ çине  кăмăла хăпартма  тухнине калаççĕ. Спорт ветеранĕсем яланхи пекех маттур пулчĕç çак спорт уявĕнче. Вĕсене чысланă самант ачасемшĕн уйрăмах кăтартуллă пулса тăчĕ.

Спорт уявĕ сивве пăхмасăр хаваслă иртрĕ. Культура ĕçченĕсем илемлĕ юрăсем парнелерĕç, Муркаш райповĕ техĕмлĕ апат-çимĕç сĕнчĕ, йĕрке хуралçисем те хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçларĕç.

 

лыжня 086

 

«Йĕлтĕр йĕрĕ - 2019» массăллă чупупа районта йĕлтĕрçĕсен старчĕсем вĕçленмен-ха, умра ăмăрăтусем татах нумай.

 

Н. НИКОЛАЕВА.

"Ра==ей й.лт.р й.р. _ 2019" массёллё стартсем Муркашра пысёк йышпа иртр.=

 

 Паян: феврал.н 9-м.ш.нче: Муркаш район.нче пурёнакансем В? Егорова яч.лл. спорт шкулне "Ра==ей й.лт.р й.р. _ 2019" массёллё чупёва пухёнч.=?

Яланхи пекех старта т.рл. организаципе предприятисенче: учрежденисенче .=лекенсем: шкулта в.ренекенсем тухр.=? +ак чупёва ача сач.сене =\рекенсем те: спорт ветеран.сем те хаваспах хутшёна==.?

Спорт уявне у=нё май: в.сене пурне те район пу=лёх. И? Николаев: район администраций.н пу=лёх. Р? Тимофеев тата ыттисем те саламласа ёнё=лё стартпа =.нтер\ сунч.=?

Чёваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлё лару-тёру ыйтёв.семпе .=лекен патшалёх комитеч.н ерт\=и В? Петров та муркашсене саламлама =итр.? Чёваш Республики =.ршыв регион.сен й.ркинче 21-м.ш регион яч.пе тёнёран: стартсенчи чи к.=.н ачана вёл 21 тесе =ырнё  номере парса чыслассине п.лтерч.?

Ёмёртёвён т.п судйи _ «Сывлёх» спорт шкул.н директор. А? Куликов =анталёк н\р. те =илл. пулнёран маларах палёртнё дистанцисене й.ркел\=.сем к.скетме йышённине п.лтерч.?

Яланхи пекех старта чи малтан ерт\=.сем тухр.=? Хы==ён вара в.сен т.сл.х.пе ача сач.сене =\рекенсем те й.лт.р й.рне парёнтарч.=? Палёртса хёвармалла: чи к.=.ннине: шантарнё парне нумай к.ттермер. _ ёна финиш хы==ён =ий.нчех саламласа чыслар.=?

Чупура малти вырёнсене тухнисем пурте медальпе диплома: асёнмалёх ятарлё калпака тив.=р.=? +.нтер\=.сем илемл. статуэткёллё та пулч.=?

Шкул ачисен старч.сем пысёк йышпа иртр.=? В.сен хушшинчи тупёшу та х.р\ пулч.? Сёмахран: 2005 _ 2006 =улта =уралнё ар=ын ачасем кёна чупёва хутшёнма пур. 51-ен регистрациленн.?

+анталёк условий.сем й.лт.р=.семш.н =ёмёлах пулмар.= пулин те: пур ача та й.лт.р й.р. =инче чётёмлёх кётартр.?

Ачасем старта ёмёрту туйём.пе туха==. пулсан: аслисем й.лт.р й.р. =ине  кёмёла хёпартма  тухнине кала==.? Спорт ветеран.сем яланхи пекех маттур пулч.= =ак спорт уяв.нче? В.сене чысланё самант ачасемш.н уйрёмах кётартуллё пулса тёч.?

Спорт уяв. сивве пёхмасёр хаваслё иртр.? Культура .=чен.сем илемл. юрёсем парнелер.=: Муркаш райпов. тех.мл. апат-=им.= с.нч.: й.рке хурал=исем те хёйсен тив.=не т\р. кёмёлпа пурнё=лар.=?

«Й.лт.р й.р. _ 2019» массёллё чупупа районта й.лт.р=.сен старч.сем в.=ленмен-ха: умра ёмёрётусем татах нумай?

Н? НИКОЛАЕВА?

 

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости