ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ»

Категория: Главные новости Просмотров: 324

Паян Муркашра «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупу иртет. Кăçалхипе вăл пирĕн çĕршывра 37-мĕш хут пулать.

Муркашра вара йĕлтĕрçĕсем çак старта 2009 çултанпа тухма тытăннă. Республикăри пур районта та «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва уйрăммăн ирттерме пуçлани ăнсăртран мар – çынсем йĕлтĕр спортне килĕштерме пуçланинче, чупу анлă сарăлма тытăннинче. Çавна май 2009 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче республикăра массăллă стартсене пурĕ 36 пин ытла çын хутшăннă. Пирĕн районта çав çул йĕлтĕрçĕсен чупăвĕ икĕ куна тăсăлнă – февралĕн 1415-мĕшĕсенче. Малтанхи кун муркашсем эстафетăра вăй виçнĕ пулсан, иккĕмĕш кун «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2009» стартра пурĕ 71 командăри 711 çын хутшăннă.

2010 çулта та çак массăллă стартсем анлă иртнĕ, мĕншĕн тесен ун чухне йĕлтĕрçĕсем Çăварни уявне, Юратакансен кунне тата Каçармалли куна пĕрле паллă тунă.

2011 (800-е яхăн çын хутшăннă), 2012 (500-е яхăн çын) тата 2013 (550 яхăн çын) çулсенче те йĕлтĕр йĕрĕ çине Муркашра чылаййăн тухнă. Пĕтĕм çĕршыври масстартпа пĕрлех районта çав кунсенче Социализмла Ĕç Геройне Е. Андреева асăнса йĕркеленĕ ăмăртусем те иртнĕ.

2014 çулта Муркашри «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва 700-е яхăн çын хутшăннă. Стартсене Сочири Олимп Вăййисене халаллани нумайăшĕн асран тухман пулĕ.

2015 çулта çак стартсене – 800 ытла, 2016 çулта 700 ытла çын хутшăнни паллă.

Район администрацийĕн сайтĕнчи тата райхаçатри информаци тăрăх, хыççăнхи икĕ çулта та шăп çавăн пек пысăк йышпа тухнине палăртнă. Апла пулсан ялсенче те паян йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма васкăр.

 

Н. НИКОЛАЕВА.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости