ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Йăла каяшĕ пиркиех

Категория: Главные новости Просмотров: 120

Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Республикинче йăла каяшне пухса тир­пейлессин çĕнĕ системипе усă курма пуçларĕç. Коммуналлă хытă каяша пухса тирпейле­ме республикăра регион операторне çирĕплетнĕ. Ку вăл – МВК «Экоцентр» ООО, Çĕнĕлĕх пурнăçа кĕнĕ тапхăрта, яланхи пекех, çынсене хумхантаракан ыйту сахал мар. Çавна шута илсе Чăваш Республикин Строительство министерстви вулакансем ытларах чух­не хускатакан ыйтусем çине хуравсем хатĕрленĕ. Вĕсемпе хамăрăн вулакансене те пал­лаштарасшăн.

– Квитанцисем иккĕ пулни пирки ыйту нумай. Калăпăр, çын пропискăра пĕр вырăнта тăрать, пурăнасса вара пачах тепĕр вырăнта пурăнатьĕ, унăн хар­пăрлăхĕнче пурăнмалли çурт-йĕр иккĕ, хулара – хваттер, ялта – уйрăм çурт. Яла вара çу кунĕсенче кăна кайкаласа килет.

– Каяшшăн тÿлессине çирĕп палăртнă. Енчен те çын хваттерте пропискăра тăрать пулсан, счета пропискăна кура ярса параççĕ. Харпăрлăхра вара хваттерсĕр пуçне пурăн­малли çурт татах пур, анчах та унта никам та пропискăра тăмасть пулсан, счета хар­пăрçăсен шутне кура ярса параççĕ. Гражда­нин хăй чăннипе ăçта пурăнать, каяшшăн та çавăнта тÿлеме тивĕç. Енчен те çын пропи­скăра хваттерте тăрать, анчах та унта пурăн­масть пулсан, унăн регион операторĕ патне заявленипе тухмалла пулатьĕ Ăна каяшшăн тÿлемелли суммăна çĕнĕрен шутласа пама тивĕç. Çын чăннипе пропискăра кăтартнă вы­рăнта пурăнманнине вара кашни 6 уйăхрах çĕнĕрен документсем илсе çирĕплетес пу­лать. Пĕр çыннăн икĕ тÿлев пулмалла мар.

Çын конкретлă адреспа пурăнни е пурăн­манни пирки ял тăрăх администрацийĕнче е ертсе пыракан компанире справка илмел­ле пулать, ку документпа «Экоцентр» ООО регион операторĕн офисне пыма тивет. Адресĕ, Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 19-мĕш çурт, 11-мĕш корпус, 2-мĕш пÿлĕм. Телефонсем, 59-00-12, 70-92-27, факс 62-33-77, Документсене электрон адреспа та ярса пама пулать (Этот адрес электронной почты защищён от спам-ботов. У вас должен быть включен JavaScript для просмотра.). Теле­фонпа шăнкăравласа тухма май çукки пирки калаççĕ. Чăннипех те шăнкăрав питĕ нумай. Çавна май шăнкăрав йышăнакан оператор­сен йышне ÿстерĕç.

Сăмах май, республикăри ытларах район­та регион операторĕн уполномоченнăй пред­ставителĕсем пур. Ытларах çĕрте вĕсем рай­он администрацийĕн çуртĕнче. Граждансем унта шăнкăравлама кăна мар, хăйсем пыма, хăйсене интереслентерекен ыйту çине хурав илме пултараççĕ. Çывăх вăхăтрах регион операторĕн сайтĕнче (https://mvkecocenter.ru) пур представителĕн адресĕпе телефонне те тупма май пулĕ. Регон операторĕ пĕлтернĕ тăрăх, çынсен пени пирки шикленме кирлĕ мар, куçăм тапхăрĕнче – 3 уйăхран тытăнса 6 уйăх таран – пени шутласа памĕç.

– Çынсем час-часах çапла каланине ил­тме пулать, «Пирĕн патра каяш пухма кон­тейнерсем çук, квитанци вара ярса пачĕç ĕнтĕ».

– Йăлари хытă каяша пухма контейнер площадкисем йĕркелесси – вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тивĕçĕ. Çакна РФ Пра­вительствин 2018 çулхи августăн 31-мĕшĕнчи 1039-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе пăхса хунă. Халĕ, куçăм тапхăрĕнче, контейнерсем вы­рнаçтарса çитереймен пирки, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене каяша михĕсене пухассине йĕр­келеме сĕннĕ.

Хăш-пĕр ялта халĕ каяш пухмалли вырăн­сене палăртаççĕ тата йĕркелеççĕ. Каяша ял тăрăхĕсен территорийĕсенчен тиесе тух­малли графика çирĕплетеççĕ. Çапла вара çынсем йăла каяшне миххе пухса палăртнă уйрăм вырăна кайса хураççĕ. Графикпа пăх­нă кун автомашина килет те каяш миххи­сене тиесе каять. Енчен те ялта контейнер площадки тата контейнер çук пулсан, каяша михĕсемпе тиесе ăсатассине пăхса хунă. Ка­яша тиесе кайнă пулсан, услугăпа тивĕçтер­нĕ шутланать.

Контейнер площадкисем пирки калас пул­сан, ку ыйтăва çитес çул туллин татса пама май килĕ. Хальхи вăхăтра пур районта та кон­тейнерсем мĕн чухлĕ кирлĕ пулассине, вĕсе­не вырнаçтармалли вырăнсене уçăмлатаççĕ. Çавна валли регион бюджетĕнчен тата хушса финанслассин шучĕпе вырăнти бюджетран укçа-тенкĕ уйăрассин ыйтăвне правитель­ство шайĕнче пăхса тухма палăртаççĕ.

Тĕпчев çавна кăтартса парать. Каяш турт­таракан ятарлă автомашинăсем (регион опе­раторĕ явăçтарнă организацисен техники) хăш-пĕр ял тăрăхĕсен территорийĕсенчен каяша тиесе тухман. Енчен те ку е вăл уйăхра территорирен каяша тиесе тухман пулсан, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ акт çырма тивĕç. Тÿлев сум­мине çапла майпа çĕнĕрен шутласа парĕç. Ку услугăшăн тÿленисен те пăшăрханма кир­лĕ мар, акта кура тепĕр уйăхра тÿлев сумми­не çĕнĕрен палăртĕç.

– Çапла калакансем пур, «Ялта каяш нумай пухăнмасть. Апат-çимĕç каяшне выльăха тăрантарма усă куратпăр е тис­лĕк купи çине ăсататпăр, кивĕ хут тавраш­не тата е хăрăк-марăка – кăмакана. Пла­стик кăна юлать. Вăл вара уйăх хушшинче пĕр михĕ епле пухăнтăр?»

– Коммуналлă хытă каяш пухăнассин нормативне Чăваш Ен Строительство мини­стерствин хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Расчет тунă чухне Раççей Строительство министерствин сĕнĕвĕсене шута илнĕ, çынсем пурăнакан тăватă вырăнта (Шупашкар, Çĕнĕ Шупаш­кар, Çĕрпÿ тата Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕ) шутлав ирттернĕ. Расчет тунă чухне çынсем пурăнакан вырăнсенче, вăл шутра ялсенче те, çулталăк хушшинче каяш мĕн чухлĕ пухăннине шута илнĕ. Чăннипех те ял çыннисем каяшăн пĕр пайне хăйсемех утилизацилеççĕ. Анчах та регион операторĕ ĕçе тытăннă вырăнсенче вара,тĕлĕнмелле пулин те, каяш пухăнасси темиçешер хут та ÿссе кайнă. Апла пулсан хальхи вăхăтра ял­сенче те каяш пур. Йĕри-тавра тинкеререх пăхăр-ха, вăрман тăрăхĕсене, çырмасене пĕтĕмпех çÿп-çаппа тата йăла каяшĕпе тул­тарса лартнă вĕт-ха. Тепĕр чухне тата каяша, вăл шутра пластик каяшне те, çунтаракан­сем те çук мар. Ку вара экологие сиен кÿни пулать. Апла пулсан ял çыннисем те малаш­не каяша ытларах централизациленĕ май­па ăсатĕç. Енчен та халĕ çын мĕн те пулин хăех утилизацилет пулсан, малашне апла тума кирлĕ те пулмĕ. Çитменнине пурăна киле каяша уйăрса пухмалла та пулĕ. Регион операторĕн задачи – коммуналлă йăла ка­яшне турттарса тăрассине Чăваш Республи­кин пĕтĕм территорийĕнче, вăл шутра 1740 ял-хула территорийĕнчен турттарса тăрасси­не йĕркелесси, Чăваш Республикинче вара каяш пухăнассин нормативĕ Атăл тăрăхĕнчи федераци округĕнчи регионсем хушшинче чи пĕчĕкки. Çынсем хулара е ялта пурăн­нине пăхмасăр пурин валли те пĕр пек ус­лови туса парас тесе пĕрлехи норматива çулталăкне пĕр çын пуçне 2,02 кубла метр тесе палăртнă. Ку вăл çулталăкне 215,84 килограмм е пĕр куна 600 грама яхăн. Апла пулсан уйăхне пĕр çын пуçне 74 тенкĕ те 44 пус тÿлемелле.

В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

Алексей МАТРОСОВ,

район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство тата обще­ство инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕ:

– «Экоцентр» ООО регион операторĕн представителĕ пирĕн районта та пулать. Вăл ĕçлеме тытăнсан представитель ăçта вырнаçни, унпа çыхăнмалли телефон номерĕ пирки вулакансене çийĕнчех пĕлтерĕпĕр. Харпăр хăйне интереслентере­кен ыйтупа ун патне кашнинех пыма май пулĕ.

Пирĕн районта ялсенчен каяш тиесе тухассипе «Экоцентр» ООО услугипе «Мор­гаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ тивĕçте­рет. Ял тăрăхĕсенчен каяш турттарса тăма ятарлă график туса хатĕрленĕ. Аяларах вулакансене унпа паллаштаратпăр.

Сăмах май, шăматкунпа вырсарникун «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ ялсенчен йăла каяшне тиесе тухмасть.

 

ГРАФИК ВЫВОЗА ТВЕРДЫХ КОММУНАЛЬНЫХ ОТХОДОВ ПО СЕЛЬСКИМ ПОСЕЛЕНИЯМ МОРГАУШСКОГО РАЙОНА

 

Дни недели

Наименование

сельских  поселений

Понедельник

Вторник

Среда

Четверг

Пятница

Сятракасинское, Ильинское

1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца

 

 

 

 

Александровское, Чуманкасинское

 

1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца

 

 

 

Москакасинское, Шатьмапосинское

 

 

1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца

 

 

Юнгинское

 

 

 

1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца

 

Хорнойское

 

 

 

 

1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца

Орининское

2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца

 

 

 

 

Тораевское, Ярославское

 

2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца

 

 

 

Кадикасинское

 

 

2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца

 

 

Ярабайкасинское Большесундырское

 

 

 

2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца

 

Моргаушское

 

 

 

 

2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца

Юськасинское

 

 

 

 

2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца

 

 

 

 

ГРАФИК ВЫВОЗА ТВЕРДЫХ КОММУНАЛЬНЫХ ОТХОДОВ ПО СЕЛЬСКИМ ПОСЕЛЕНИЯМ МОРГАУШСКОГО РАЙОНА

Дни недели

Наименование

сельских  поселений

Понедельник

Вторник

Среда

Четверг

Пятница

Сятракасинское, Ильинское

1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца

 

 

 

 

Александровское, Чуманкасинское

 

1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца

 

 

 

Москакасинское, Шатьмапосинское

 

 

1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца

 

 

Юнгинское

 

 

 

1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца

 

Хорнойское

 

 

 

 

1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца

Орининское

2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца

 

 

 

 

Тораевское, Ярославское

 

2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца

 

 

 

Кадикасинское

 

 

2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца

 

 

Ярабайкасинское Большесундырское

 

 

 

2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца

 

Моргаушское

 

 

 

 

2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца

Юськасинское

 

 

 

 

2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца

 

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости