ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Телей вăрттăнлăхне уçса паракан кĕнеке

Категория: Главные новости Просмотров: 17

Ордем Гали-Десять Аниных секретовКирек камăн та хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур. Вăрттăнлăх вара тĕрлĕрен пулать: хавасли, чейи, тĕлĕнмелли, хушăран хăрушши те! Хальхинче Аньăн вăрттăнлăхĕсемпе паллашар. Пĕтĕмпе вĕсем вуннă унăн. Çак вăрттăнлăхсем ăна телейлĕ пулма пулăшаççĕ. Кам-ши вăл Аня;

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Ордем Гали çырнă «Десять Аниных секретов. Аньăн вунă вăрттăнлăхĕ» кăларăмĕ кун çути курчĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Иван Алексеев, тиражĕ – 1000 экземпляр. Кĕнекене чăвашла тата вырăсла хатĕрленĕ. Чăвашла Ольга Васильева куçарнă. Аня – çак кĕнекери тĕп сăнар, вăл пĕрремĕш класра вĕренет. Кулленех тĕл пулакан ÿкерчĕксем тĕрлĕ шухăш çуратаççĕ унра. Çав шухăшсене Аня вăрттăнлăх тет.

Кăларăм шăпах хĕрача палăртнă вунă вăрттăнлăхпа паллаштарать. Вĕсем ансат, çав вăхăтрах тарăн пĕлтерĕшлĕ. Телейлĕ пулас тесен мĕн тумалла-ха; Йăл кулмалла, пĕр-пĕринпе туслă, савăнăçлă пулмалла, сывлăха упрамалла... Кашни вăрттăнлăх хыççăн кĕнекере автор ăнлантарăвĕ пур. Унта Ордем Гали тĕп сăнар мĕнле майпа çак шухăш патне пырса тухнине каласа парать: «Чечексем лайăх ÿсчĕр тесен мĕн тумалла; Шăвармалла-и; Паллах. Ку çеç те мар. Вĕсене юратмалла. Юратни, хăйсемпе çепĕç пулни пурне те килĕшет. Ачасене чунтан, кăмăлтан пăхсан вĕсем çирĕп те сывлăхлă ÿсеççĕ...» – тесе палăртать вăл виççĕмĕш вăрттăнлăх хыççăн.

Кĕнекене ачасем аслисемпе вуласан, çак вăрттăнлăхсене пĕрле сÿтсе явсан вĕсем вулакан чĕрине кĕрсе вырнаçĕç, ачасене телейлĕ пулма хавхалантарĕç.

 

Любовь ЛЕВАЦКАЯ.  

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости