ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Хĕвел куллине парнелекен çĕнĕ кĕнеке пичетленчĕ

Категория: Главные новости Просмотров: 526

Тăван тавралăх илемне туйма, туслă пулма ачаранах вĕренмелле тенине тăтăшах илтетпĕр эпир. Çак шухăша çирĕплетме илемлĕ ÿкерчĕксемпе пуян кĕнеке ал айĕнче пулни питĕ аван. Тĕслĕх вырăнне акă Людмила Николаевăн кăларăмĕсене илсе пама пулать. Анчах сăмахĕ хальхинче унăн çĕнĕ кĕнеки пирки пулĕ.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Хĕвел кулли. Улыбнулось солнышко» сăвăсен пуххийĕ пичетленсе тухрĕ. Кĕнеке редакторĕ – О.Федорова, ÿнерçи – Н.Андреева, тиражĕ – 1000 экземпляр. Унта çыравçăн тĕрлĕ çулсенче хайланă тата çĕнĕ сăввисем кĕнĕ. Людмила Николаева пултарулăхне ачасем аван пĕлеççĕ. Тĕрлĕ çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче унăн сăввисем «Нарт-нарт кăвакал» (2003), «Пĕчĕк туссем» (2004) сборниксенче тата уйрăм кĕнекен тухнă: «Сывлăм ăçтан тупăнать.» (2005), «Кĕр парни» (2011).

Сăвăçăн çĕнĕ кĕнекине икĕ чĕлхепе - чăвашла тата вырăсла - хатĕрленĕ. Вырăсла Людмила Симонова куçарнă. Чăвашла та, вырăсла та вĕсем сăнарлă, тулли ÿкерчĕк пек уçăмлă, асра юлаççĕ, çавăнпа вĕсене вулама та, астуса юлма та çăмăл. Акă, сăмахран:

Хĕвел пăхрĕ йăл кулса,

Юлтăн-и, анне, курса.

Ячĕ вăл мана салам,

Çуррине сана парам. (Хĕвел кулли.)

Вырăсла:

Улыбнулось солнышко мило,

Свой привет мне оно подарило,

Я привет поделю пополам,

Половиночку маме отдам. (Улыбнулось солнышко.)

Кăларăм ÿкерчĕксемпе пуян. Кĕнекене уçса пынă май тĕрлĕ сăнарсемпе паллашатпăр: авă икĕ шăши вăрртăн тырă çинĕ вăхăтра кушакĕ – Ваçук – вĕсем патне йăпшăнса пырать («Кушак усси»). Малалла каяр. Ниепле те хĕллехи ыйха каяйман упа кĕркуннене хĕле çул пама тилмĕрет («Хĕле хисепле»). Сар хĕвел çаврăнăш салхуллăн пăхать тусĕсем çине. Мĕн пулнă-ши ăна. Ун пăшăрханăвне тепĕр кĕске сăвă ăнлантарса парĕ.

Сисĕнмесĕр кĕнекепе паллашрăмăр та, çапах унпа пĕрре те уйрăлас килмест. Эппин, айккине сирсе яма ан васкăр, чăвашла вуласан куçарăвне те хапăл тăвăр, вырăслипе малтан паллашсан чăвашлине те юратса вулăр. Вара тин икĕ чĕлхе пуянлăхне, вĕсем, тăванла мар пулин те, пĕр кĕнекере килĕштерсе пурăннине туйса илетĕр.

Ольга ФЕДОРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости