ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

ТИВĔÇЛИПЕХ МУХТАНАТĂП

Категория: Главные новости Просмотров: 260

Çак кунсенче Тăван çĕршывăмăр историйĕнче татах та тепĕр питĕ паллă тата нихăçан манăçми пулăм çырăнчĕ: майăн 15 – мĕшĕнче Крымăн питĕ пысăк та вăрăм кĕперне ĕçе кĕртрĕç. Ăна уçма Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин та хутшăнчĕ. Керчь проливĕ урлă питех те пысăк кĕпер туни калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса, проект тăвакансене, ученăйсемпе конструкторсене, инженерсемпе строительсене чун-чĕререн ăшшăн саламласа тав турĕ.

   Ку кĕпере тăвас ĕçре анлă çĕршывăмăрăн пур кĕтесĕсенчи строительсем те кар! тăрса вăй хунă. Пĕр тĕллевпе тăрăшнипе кĕпере кĕске вăхăтра – икĕ çул ытларах хушшинче - ĕçе кĕртме май панă. Палăртма кăмăллă: çак пархатарлă ĕçе Раççейри ытти строительсемпе пĕрле пирĕн Чăваш республикинчи хастарсем те хутшăннă. Тавах вĕсене те!

Пирĕн Президент В. Путин Тăван çĕршывăмăр ырă малашлăхĕшĕн, экономика хăватне тĕрĕс-тĕкел аталантарассишĕн, халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшни кăмăла çĕклет, савăнтарать.

   Пĕрлĕхре – вăй, ăнăçу! Малашне те çапла пултăрччĕ.

   Владимир Путин Президентăн ĕçне-хĕлне ырласа, ăна ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунас килет.

                                                                                     А. ШАРИКОВ.

Тереç ялĕ.

    

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости