ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Лару-тăру йĕркеллех

Категория: Главные новости Просмотров: 521

Чăваш Енре юлашки кунсенче çанталăк çиллĕ тата çумăрлă тăрать. Улатăр, Пăрачкав, Йĕпреç, Канаш районĕсенче талăкне уйăх норми чухлĕ (58 - 80 мм) çумăр çунă. Кун пирки Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров каласа панă. Çил-тăвăла пула июлĕн 5-мĕшĕнче Канаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче çынсем электроэнергисĕр юлни пулнă. Инкек-синкеке çийĕнчех пĕтерме май килнĕ. ГКЧС çил вăйлă чухне çынсене электропередача линийĕсенчен, реклама щичĕсенчен тата çÿллĕ строительство техникинчен аяккарах пулма сĕнет.

Япăх çанталăк тăнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти мĕнпур службăсене кирек епле кăлтăка та вăхăтра сирсе яма хатĕр пулма хушнă. Никамăн та тимлĕхе çухатма юрамасть.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Геннадий ЛЮБИМОВ:

- Çак вăхăта район территорийĕнче лару-тăру йĕркеллех. Вăйлă çиле пула электролини сиенленнĕ, çынсем çутăсăр юлнă тĕслĕхсем пулман. Çурт-йĕр те сиенленмен. Апла пулин те çакă тимлĕхе çухатмалли пирки каламасть. Кирек епле инкек-синкеке пĕтерме хатĕр пулмалли çинчен районти пур службăсене те хыпарланă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, предприяти-организацисен ертÿçисен уйрăмах тимлĕ пулас пулать. Вырăнсенче гидротехника сооруженийĕсене, плотинăсене пăхсах тăмалла. Вăйлă çумăрсене пула вĕсем татса каяс хăрушлăх çук мар.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости