ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем образования Моргаушского района

Категория: Главные новости Просмотров: 157

 

 

Хаклă ентешĕмĕрсем!

2018 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче пирĕн районăмăр йĕркеленнĕренпе 74 çул çитет. Сире пурне те районăн çуралнă кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Эпир Муркаш районне йĕркелесе, ăна аталантарассишĕн ырми-канми вăй хунă ветерансене яланах асра тытатпăр, вĕсен умĕнче пуçа таятпăр.

Муркаш районĕ яланах малтисен ретĕнче пулнă. Унăн пултаруллă та ĕçчен çыннисем нихăçан та нимĕнле йывăрлăха та парăнман. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче ытти халăх çыннисемпе тăван çĕршыва хÿтĕленĕ, кунне-çĕрне пĕлмесĕр тылра ĕçленĕ. Çĕнтерÿ хыççăн халăх хуçалăхне ура çине тăратассишĕн хăйсенчен килнине йăлтах тунă.

 Паян вара пирĕн тивĕçĕмĕр – аслă ăру çыннисем пуçланă ĕçе малалла тăсасси. Район кунран-кун вăйланса, çирĕпленсе пытăр тесе  тăрăшмалла. Çапла тăватпăр та.

Пирĕн районăмăр паян та республикăра ырă ятлисен шутĕнче.  Раççей, республика шайĕнче иртекен тĕрлĕрен конкурссенче малти вырăнсене йышăнатпăр. Иртнĕ çул та обществăлла финанссене йĕркелесе пырассипе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра 2 вырăн йышăнма пултартăмăр. Района инвестици илсе килессипе республикăра иртнĕ конкурсра та 2 вырăна тухрăмăр: 9 млн. тенкĕ премие тивĕçрĕ район. Çавăн пекех «Бизнес Успех» ятпа иртекен Наци премийĕн регионти тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе уйрăм номинаци çĕнтерÿçи пулса тăтăмăр. Районти 9 ял хуçалăх предприятийĕ республикăри чи лайăх 100 ял хуçалăх предприятийĕсен йышне кĕчĕ. Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне-2017» конкурсра та район бронза медаль çĕнсе илчĕ.

Çулсеренех районта ял çыннисен пурнăç шайĕ лайăхлантăр тесе тăрăшатпăр. Социаллă сфера объекчĕсем, çулсем тăватпăр, юсатпăр. Иртнĕ çул 3 клуб, Ильинка шкулĕн спортзалне  юсарăмăр, 2 ача садĕнче уйрăм котельнăйсем, 1 ФАП турăмăр. 6 ялта çул туса пĕтертĕмĕр. Çулсем юсассипе федераци  программине кĕме пултартăмăр. Районти 39 çемье хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатрĕ.

Районти кашни отрасль паян йĕркеллĕ аталанса пырать. Ку вăл йăлтах, хаклă çыннăмăрсем, эсир тăрăшса ĕçлени çинчен калать. Халиччен мĕн тунинче кашни ĕç коллективĕн, кашни çыннăн тÿпи пур. Тавах сире, тăван район аталанăвĕшĕн,  тăрăшса ĕçленĕшĕн.

Малашне те пĕрлех пĕр тĕллевпе килĕштерсе ĕçлесчĕ. Пĕрле çĕнĕ ÿсĕмсем тăвасчĕ.

Пурне те сире çирĕп сывлăх сунатпăр. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр. Килте яланах юратупа килĕшÿ, тулăх пурнăç пултăр. Хăвăрăн та, ачăрсен те пурнăç çулĕ уçăлсах пытăр. Пурне те уяв ячĕпе!

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости