ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Арина Тихонова – пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики – 2017» конкурсăн "Ăс пике" номинаци çĕнтерÿçи

Категория: Главные новости Просмотров: 528

dsc08582Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики» конкурс Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе пирĕн республикăра çиччĕмĕш хут иртрĕ.

Çак конкурса Самара, Тюмень, Иркутск, Чулхула облаçĕсенчен, Санкт-Петербург хулинчен, Тутар, Пушкăрт тата Чăваш Республикин тĕрлĕ ял-хулинчен чи чипер хĕрсем килсе çитрĕç.

Пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики – 2017» конкурса Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тата Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев уçрĕç. Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен çула кĕскетсе килнĕ чăваш пикесене тата вĕсен ертÿçисене чунтан тав турĕç. Конкурс çулран çул сумлăланса, илемленсе пынине, унта хутшăнас кăмăллă, тивĕçлĕ хĕр-пикесем нумайлансах пынине палăртрĕç.

"Раççей чăваш пики – 2017" конкурса йĕркелекенсем хутшăнакан çирĕм пĕр пикен ăсталăхĕпе пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç.

Хĕрÿллĕ тупăшура тÿресем балсене шутласан "Раççей чăваш пики" ята Йĕпреç районĕнчи Шăрттан ялĕнчи Луиза Ильина çĕнсе илчĕ. Ăна Крымра канма 25 пин тенкĕ тăракан путевка пачĕç.

"Вице Раççей чăваш пики"  Комсомольски районĕнчи Арина Галкина пулчĕ, "Паха тĕрĕ" фирмăн 10 пинлĕх сертификатне тивĕçрĕ.

"Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике" ята Тутарстан тăрăхĕнчи Романова Василина, "Ăс пике" ята Муркаш районĕнчи Тихонова Арина, Канаш районĕнчи Матвеева Марина "Чи хÿхĕм пике", Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Соловьева Наталия "Чи çепĕç пике", Пушкăрт Республикинчи Стерлитамакри Федорова Анастасия "Куракансем килĕштернĕ пике" ятсене тивĕçрĕç.

Унсăр пуçне килес çул Крымра иртекен "Чăваш Ен культура кунĕсене" хутшăнма сертификатсене Чулхула хулинчен килнĕ Ермолаева Оксана, Иркутск облаçĕнчи Маркова Мария, Шупашкар пики Ягунова Инна çĕнсе илчĕç.

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости