ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Хĕрарăм шăпине уçса паракан кĕнеке

Категория: Главные новости Просмотров: 230

Елена Мустаева-Уй варринчеХĕрарăм - пурнăç чечекĕ, кил вучахĕн управçи. Унсăр кил-çуртăн илемĕ те, хăчĕ те çук. Пур çĕре те ĕлкĕрмелле, тем тĕрлĕ ĕç те тумалла унăн: пÿрт-çуртри, картишри тирпейлĕхпе тасалăхшăн тăрăшмалла, ачи-пăчине тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕн ăшталанмалла, упăшкине юрама пĕлмелле... Ахальтен мар ваттисем: «Хĕрарăм аллинче хĕрĕх тĕрлĕ ĕç вылянать», - тенĕ.

Ку калаçăва ăнсăртран пуçармарăмăр: çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче çĕнĕ кăларăм пичетленсе тухрĕ. Вулакансем патне Елена Мустаевăн «Уй варринче çинçе хăва» кĕнеки (пухса хатĕрлекенĕ - Василий Кервен, редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Екатерина Васильева) çитрĕ. 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курнăскерне вун икĕ калавпа тăватă повесть кĕнĕ.

Хайлавсенче тĕпре - чăваш хĕрарăмĕн шăпи. Телейĕпе çумăнах хурлăхĕ çÿрет, савăнăçĕ куççульпе ылмашăнать. Çапла, хĕрарăм кун-çулĕ нихăш вăхăтра та çăмăл мар. Чунра-юнра чăтăмлăх упранни тата ырра шанни кăна малалла талпăнма пулăшаççĕ, кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтарма вăй-хал хушаççĕ. Елена Мустаевăн сăнарĕсем темĕнле инкек-синкекре те çынлăха, кăмăл çирĕплĕхне çухатмаççĕ. Вĕсен пархатарлăхĕпе тÿсĕмлĕхĕ чăннипех те тĕлĕнтереççĕ.

Калавсемпе повеçсенче сăнланнă ĕçсем тĕрлĕ саманара пулса иртеççĕ: ĕлĕкхи пурнăç ÿкерчĕкĕсем хальхипе ылмашаççĕ. Акă «Шак-шак-шак!» калаври хĕрача така сутма пĕчченех каять. Килти пĕртен-пĕр выльăха пасара çавăтса кайма нуша хистет. Çавăнпа хĕрача такана хаклăрах сутма чееленнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар-тăр. «Хĕр курни» калаври ачасем çĕнĕ çын курма васкаççĕ. «Айăп» ятлинче сăнланнă ĕçсем вăхăчĕпе пире çывăхрах. Ултав тата ылхан мĕн патне илсе çитерме пултарнине витĕмлĕн кăтартса панă Е.Мустаева. «Каллех ыйхă килмест» хайлавра паянхи пурнăç мала тухать.

Этем чунĕ кирек хăш ĕмĕрте те телейпе юратушăн çунать. Тепĕр чухне ку туртăм ăссăрла ĕçсем тума хĕтĕртет. Çакна «Айăппа асап (Ют ялта)» повеçре тÿрех асăрхатпăр. Ирина хăйĕн телейĕшĕн çунса пуçне йăлт çухатать: çын упăшкине хапсăнма та вăтанмасть, амăшне юмăçа яма та хăрамасть. «Юмăç юхăнтарнă, тухатмăш тустарнă», - тени асра та çук. Петр Люкин çамрăк агронома тĕл пулсан Ирина ăна мăшăрĕпе тĕпренчĕкĕнчен сивĕтесшĕн. Анчах çынна хурлăх кăтартса ăраскаллă пулайĕ-ши вăл. Петĕр арăмĕ Аниççа çăмăллăнах парăнĕ-ши. Ку ыйтусен хуравĕсене вулакансем кĕнекепе паллашсан тупайĕç.

«Уй варринче çинçе хăва» повеçри Санька ачаллах тăлăха юлать. Амаçури амăшĕн пусмăрне тÿсме тивсен те, пĕчĕклех нуша кулачне тутансан та хуçăлса ÿкмест вăл. Хуйхи-суйхине ĕçпе пусарать, шав пуласлăх пирки шухăшлать. «Ир такăнсан - каçчен» тенĕ пек, юратнă çынпа пĕрлешсен те нумай юп курса пурăнаймасть Санька: хăрушă инкек кĕтмен çĕртен пырса çапать. Каллех «çанталăк улшăнса каять» вара... Мĕн кăна тÿсме тивмест çамрăк хĕрарăмăн: çухату, элек, терт-асап, усал сăмах... Хĕрарăмăн йывăр шăпине ĕненмелле те тарăннăн кăтартса парать çыравçă.

Ольга Австрийская.

Автор çинчен

Елена Николаевна Мустаева 1966 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Вăрнар районĕнчи Кушлавăш ялĕнче çуралнă. Кульцаври вăтам шкул хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчи вырăс уйрăмĕнче вĕреннĕ. Пĕр вăхăт вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ. 1991 çултанпа Чĕмпĕр хулинчи «Канаш» хаçатра вăй хурать. 2000 çултанпа Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ.

 

 

Чувашское книжное издательство
http://www.chuvbook.ru 

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости