Сайты средств массовой информации

ОТЧЕТЫ

Электронлă сăмахсар

ВСЕРОССИЙСКОЕ ГОЛОСОГВАНИЕ ПО ВЫБОРУ ОБЪЕКТОВ ДЛЯ БЛАГОУСТРОЙСТВА

Муркаш округĕн территори пайĕсен ĕçĕ-хĕлĕ

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ:«Педагогсемпе наставниксем - Муркаш çĕрĕн мухтав

Набор по контракту

Набор по контракту

Россия — страна достижений

Муркаш тăрăхĕн боксерĕсем тăтăшах тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ.

Категория: Главные новости Опубликовано: 02.03.2023, 11:12 Просмотров: 249

dsc 0713

Вĕсен тренерĕсем те пултаруллă, лайăх кăтартушăн чылай тăрăшаççĕ.

Февралĕн 19 - 22-мĕшĕсенче  Чăваш Ен профспорттурăн уçă первенствине, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ, спорт ĕçĕн тава тивĕçлĕ маçтăрĕ Валерий Львов 70 çул тултарнине халалласа  ăмăрту иртнĕ. Çивĕч кĕрешÿре Алексей Алексеев (54 кг) 1-мĕш вырăна тухнă, Артем Алексеев (63 кг) ун хыççăнхи вырăна йышăннă. Пултаруллă боксерсем спортăн çак тĕсĕпе Атăл çи тăрăхĕнчи первенствине хутшăнма тивĕçнĕ.

Февралĕн 23 - 24-мĕшĕсенче Улатăрта Раççей Геройне  Александр Старчкова асăнса бокс енĕпе республика турнирĕ иртнĕ. Вăл ятарлă çар операцине хутшăнса хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса пуç хунă. Ăмăртура  Давид Бычков (30 кг), Валерий Иванов (32 кг), Серафим Хораськин (46 кг) хастар кĕрешнĕ, вĕсем пурте 1-мĕш вырăна тухнă.

Çÿлерех асăннă ачасемпе Сергей Черкашин, Олег Сютруков, Николай Багдасарян тренерсем ĕçлеççĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости