ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Юнкǎри культура ҫуртӗнче «Яланах театр» кану каҫӗ иртрӗ

Категория: Главные новости Просмотров: 255

 

Юнкǎри культура ҫуртӗнче «Яланах театр» кану каҫӗ иртрӗ

Театр - вǎл пурнǎҫ илемӗ! Ҫӗр-ҫӗр ҫынна пӗр ҫӗре пуҫтарать те хǎйӗн илемӗпе тыткǎнлать.

Театр - асамҫǎ, пархатарлǎх шкулӗ. Поэзи хӗлхемне ҫутатса ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать. Театрта вылякан та, куракан та пурнǎҫри мӗн  ыррипе усаллине туять. Савǎнǎҫне те, хуйхине те. Е хӗпӗртетӗн, сасǎпах кулатǎн… Е çав самантрах  чӗрене темӗн пǎчǎртанǎ пек, сывлǎш пӳлленсе килет те, куҫран куҫҫуль юхса тухать…

Тӗлӗнтермӗш театр! Ҫак тӗлӗнтермӗш тӗнче Юнкǎри культура ҫуртӗнче чӳк уйǎхӗн 18-мӗшӗнче куракансем валли чаршав уҫрӗ.

Культура ҫуртӗнче  «Яланах театр» кану каҫӗ иртрӗ.

Сцена ҫине культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Юнкǎ» драмкружока ҫӳрекен артистсем тухрӗҫ. Ҫакǎнпа драмкружок хǎйӗн театр сезонне пуҫларӗ. Чи малтанах сцена ҫине ташǎ кружокне ҫӳрекен ачасем тухрӗҫ. Кану каҫӗн программинче терлӗ сценкǎсам, шӳтсем, анекдотсем пулчӗҫ.

Н.Сидоров ҫырнǎ  «Пуҫа килсен пуҫана» комедири тата Г.Скворцовăн «Мыскарасǎр туй пулмасть» сыпăксене куракансем кǎмǎлпах йышǎнчӗҫ.

«Кин килчӗ» тата «Аполлон статуя» шӳтсенче куракан чǎннипех те кулса савǎнмасǎр чǎтаймарӗ.

Драмкружока ҫӳрекен А.Яргунькина ҫырнǎ «Упрасчӗ аннене» тата «Тǎвас марччӗ йǎнǎш» сценкăсенче куракана валли пǎлханмалли тата пурнǎҫра шухǎшлаттаракан самантсем пулчӗҫ. Залра ларакансен чунне рольсенче вылякансем куҫран куҫҫуль тухичченех хускатрӗҫ.

Кану каҫӗнче кашни вылякан хǎйӗн пултарулǎхне кǎтартрӗ. Куракансем артистсене тухмассерен тǎвǎллǎн алǎ ҫупса кӗтсе илчӗҫ. Уяв юрǎ-ташǎпа вӗҫленчӗ.

Драмкружок ертӳҫине Л.П.Толстовǎна тата рольсенче вылякансене ырлǎх-сывлǎх тата телей сунатпǎр! Малашне те сцена ҫине тухса куракансене савǎнтармалла пултǎр!

 
 

Юнгинское сельское поселение Моргаушского района

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости