ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Анатолий Кибечĕн çĕнĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ

Категория: Главные новости Просмотров: 302

Анатолий20Кибеч-Юлашки20сыруЧăваш халăх çыравçи Анатолий Кибеч вулакансене тĕрлĕ хайлавсемпе час-часах савăнтарать. Иртнĕ çул унăн повеçĕсем вырăсла пичетленнĕччĕ («Немая красавица», вырăсла Зоя Романова куçарнă), кăçал кĕнеке çÿлĕкĕ унăн тепĕр кăларăмĕпе пуянланчĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче «Юлашки çыру» калавсен пуххи пичетленчĕ (редакторĕ – В.Н. Алексеев, тиражĕ – 1000 экземпляр). Пурнăçран илнĕ ÿкерчĕксем теме пулать çак кĕнеке пирки. Кĕнекене алла яхăн кĕске калавсем кĕнĕ. Тĕрлĕ темăсем хускатать вĕсенче автор, пурнăçри тĕрлĕ лару-тăрăва сăнласа парать. «Çын пурнăçĕ пек тĕлĕнтермĕш çĕр çинче урăх нимĕн те çук. Кĕске вăхăтрах тем те сиксе тухма пултарать: ырри те, усалли те, лайăххи те, япăххи те, кулăшли те, савăнăçли те. Асăрхама кăна пĕлмелле», — тесе палăртать вăл кăларăм тĕп шухăшне.

Малтанах вулакан «Вăт сана куророт» кĕске калавпа паллашать. Отпуска хăй сисмесĕрех ют паспортпа тухса кайнă Аврамов çакă мĕнле сиксе тухма пултарнă-ши тесе тĕрлĕ шухăш патне çитет, арăмне кĕвĕçме пуçлать. Ыйтăвăн тупсăмĕ шутсăр ансат иккен.

«Хаклă минтер» хайлавра укçа çын чунне çавăрса илсе ăна юлашкинчен шар кăтартнине тепĕр хут аса илтерет автор. Упăшки вилес умĕн çемйине пиллесе хăварнă укçана ачисене валеçсе памасть мăшăрĕ, «...ман сире пайласа памалли укçа çук. Мĕн пуррине аçу хăй патне илсе пыма хушрĕ», — тесе пĕлтерет. Анчах вăхăт малаллах шăвать, укçа та улшăнать. Çапла майпа тĕплĕ пытарса усранă укçа усăсăр хут пулса юлать. Мĕншĕн калава «Хаклă минтер» ят панă тесе ыйтĕ вулакан. Куна та автор хăйне евĕр ăнлантарса панă.

«Юлашки çыру» калав уйрăмах чуна тивмелле пулса тухнă. Афган вăрçинче ывăлне çухатнă Маруç аппа хуйхине чĕрене пырса тивмелле кăтартса панă Анатолий Ильич. Ниепле те çак хыпара йышăнаймасть ватă хĕрарăм. Ывăлĕ савнă хĕрĕ Зоя патне янă юлашки çыру çеç çухатупа çырлахма пулăшать.

Любовь ЛЕВАЦКАЯ

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости