ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Ĕмĕтĕн карапне вĕçертес марччĕ!

Категория: Главные новости Просмотров: 317

Слован20Савгай-ЕметАча чухне пурте ĕмĕтленме юратаççĕ. Ахальтен мар ваттисем: «Ĕмĕтлĕ çын çунатлă», – тенĕ. Çутă та хăюллă шухăшсем ĕмĕт тÿпине илсе çитереççĕ мар-и. Малашлăха ыр сунăмпа та шанăçпа пăхаканшăн нимĕнле чикĕ-чăрмав та çук. Йывăрлăхсем те хăратмаççĕ ăна, мĕншĕн тесен ĕмĕт чĕнет-йыхăрать, чĕрене савăнăçпа тултарать.

 

Чăваш кĕнеке издательствинче нумай пулмасть кун çути курнă «Ĕмĕт» кĕнеке шăпах çапларах туйăмсем çуратать те. 500 экземплярлă тиражпа тухнă сăвăсен пуххин авторĕ – Слован Савгай (Вячеслав Николаевич Кондартьев) поэт, ÿнерçи – Светлана Бритвина (Тонина), редакторĕ – Ольга Иванова. Кăларăма кĕçĕн çулти ачасем валли хатĕрленĕ. Апла пулин те унпа пур ÿсĕмри вулакан та паллашма, сăвăсене вуланă май ачалăха таврăнма, хаваслă самантсене куç умне кăларма пултарать. Сăмахран, «Ачалăх» сăвăри лирика харкамçи савăк вăхăта ăшшăн аса илет:

Аса илсе ачалăха

Тăп чарăнса тăрап.

Тĕлĕкри пек, самантлăха

Ума тухать вара:

Кĕтмесĕрех çул çитессе

Ялти шкула чупни,

Тăхăр çулта лаша кÿлсе

Уя ĕçе тухни...

Слован Савгай чĕрĕ те сăнарлă ÿкерчĕксем тума пĕлет. Вулакан тÿрех сăвă тĕнчин ытамне лекет. Геройĕсем хамăр хушăри çынсемпе эпир пĕлекен чĕрчунсемех иккен: хамлатакан Мухтар («Мухтар тусăм»), йăрă ачасем («Пĕчĕк шофер юрри», «Кулине», «Утăра», «Пулăшатăп аннене», «Вовик» тата ыт. те). Вĕсемпе пулса иртекен ĕçсем пире те пĕрре мар хумхантарнă, хĕпĕртев кÿнĕ, хастартарах пулма хистенĕ. Кулленхи пурнăçа сăнама, ăна хаклама вĕрентет поэт.

Епле ырă хĕвеллĕ çулла:

Килĕшет тĕк – çÿре пулла,

Е пĕр-пĕр кĕнеке вула,

Е выля лапталла, футболла.

(«Çулла».)

Сăвăлла тупмалли юмахсем те пур кĕнекере, вĕсем «Алфавит» ярăмра вырнаçнă. Тупсăмĕсене палăртма ÿкерчĕксем тата алфавитри сас паллисем пулăшĕç.

Пĕрре пăхсан кăларăмри хайлавсем тытăмĕ тĕлĕшĕнчен ансат пек. Анчах çакăнта асăрхатпăр та Слован Савгай пултарулăхĕн вăрттăнлăхне. Кĕске çаврасенчех ытарлă пысăк шухăш упранать.

Ĕмĕтĕн карапĕ

Аллунта халь сан –

Эс ăна, апла тăк,

Тÿрĕ тыт ялан.

(«Ĕмĕт».)

«Ырăрах, сисĕмлĕрех, тăрăшуллăрах пулăр. Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме тăрăшăр», – тесшĕн мар-ши сăвăç. Çамрăк вулакансем çак йыхрава йышăнсан тем пекех аван пулĕччĕ!

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости