ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Николай Симуновăн «Ан йĕр эсĕ, Лена» романĕ кун çути курчĕ

Категория: Главные новости Просмотров: 307

Хăш-пĕр хайлавсем вулакана ячĕпех тыткăнлаççĕ те кĕнекен юлашки страницине çитичченех хăйсенчен вĕçертмеççĕ. Николай Симунов çыравçăн «Ан йĕр эсĕ, Лена» романĕ пирки шăпах çапла калама пулать: чăваш литературинче тивĕçлĕ вырăн йышăннă хайлавĕ паянхи кун та вулакансем хушшинче чи интереслĕ кĕнеке ятпа палăрнăскер алăран алла çÿрет. Пирвайхи хут вăл 1992 çулта тухнă, унтан 2007 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕччĕ. Унтанпа вунă çул иртрĕ, Чăваш кĕнеке издательствине ăна тепĕр хут пичетлеме симунов коллажмай çук-ши текен çырусем тăтăшах килсе тăчĕç.

Нумаях пулмасть Николай Симуновăн (1937—1997) «Ан йĕр эсĕ, Лена»романĕ вулакансем патне виççĕмĕш хут вĕр çĕнĕ хуплашкапа çитрĕ. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземпляр тиражпа пичетленчĕ. Кăмăла кайнă сăнарсем хуплашка çинче çавăн пекех илемлĕ те чуна çывăх. Хайлав икĕ кĕнекепе тухрĕ.

Пĕрремĕш кĕнекинче Якурпа Ленăн ачалăхпа çамрăклăхне кăтартса панă. Ашшĕ-амăшĕ ĕçкине пула çамрăклах тăлăха юлнă пĕртăвансен пурнăç урапи тумхахлă çулпа чупса каять. Роман синкерлĕ пулăмпа пуçланать: Ленăпа Якурăн çурчĕ çунать. Ырă чĕреллĕ кÿршĕсем тÿрех унта васкаççĕ. Мĕн кураççĕ-ха унта вĕсем: «...Люба чи малтан диван патне вирхĕнсе пычĕ. Анчах та унта юман кĕрешĕ пек тĕреклĕ кĕлеткеллĕ палламан çын выртнине курса каялла чакрĕ, хăраса кăшкăрса ячĕ:

— Кунта такам выртать! – илтрĕç ун сассине урамра кĕпĕрленсе тăракансем. – Темле палламан çын...»

Якурпа Лена килĕнче кам вилли пулнине пĕлес тесе самай тар тăкма тивĕ Плешков следователĕн. Ачасене Ытар мучипе Люба кÿршисем пăрахмаççĕ, кирек хăш йывăр самантра вĕсем патне пĕлнĕ пекех вăхăтра çитеççĕ.

Иккĕмĕш кĕнекере Ленăпа Якур — çемьелле çынсем. Тинех савăнса пурăнас, телей курас вăхăт çитрĕ ĕнтĕ, апла пулин те вĕсене ăмсанаканпа кĕвĕçекенсем юнашарах иккен. Аскăнчăк та çăмăлттай Машăпа Даша пĕртăвансене пăтратса яраççĕ. Çак тĕрĕслав витĕр тухайĕç-ши Ленăпа Якур;

Кĕнеке сюжечĕ хивре кăна мар, чĕлхи те пуян унăн, автор монологсемпе час-часах усă курать: «...Йĕр, Лена, йĕр! Асаплă куççулĕ таса çĕр çине мар, «анне» ята тивĕçсĕр хĕрарăмсен арки çине тумлатăр, пурнăç пĕлтерĕшĕ çинчен шухăшлаттартăр...» Çакăн йышши чуна пырса тивекен монологсенче пытаннă та авторăн вулакана калас текен шухăшĕ. Çавăнпа кĕнеке аслисен те, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухакан çамрăксен кăмăлне те çавăрса илетех пулĕ тетĕп.

Любовь ЛЕВАЦКАЯ

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости