ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Чăваш кĕнеке издательстви 97 çул тултарчĕ

Категория: Главные новости Просмотров: 212

новинкиÇулталăк хăйĕн çаврăмне вĕçлесе пырать ĕнтĕ. Чÿк уйăхĕ вĕçсе иртĕ те раштава çул парĕ. Кунсем пĕрин хыççăн тепри ылмашаççĕ. Сисмерĕмĕр те черетлĕ çуралнă куна кĕтсе илтĕмĕр чÿк уйăхĕн вун иккĕмĕшĕнче. 97 çул тултарчĕ шур сухаллă мучи пек пуян кун-çуллă Чăваш кĕнеке издательстви. Кăçалхи çула каялла çаврăнса пăхсан чылай-чылай илемлĕ кĕнеке хушшинче уйрăмах асра юлнă пулăмсем куç тĕлне пулаççĕ. Мĕнлисем-ши вĕсем;

Пурнăç кустăрмипе пĕр тан чупса пырать издательство, унăн ырă енĕсене ăша хывса чылай теçетке çул пухнă пуян опыта кĕнеке кăларас ĕçре тухăçлă усă курать. Кăçалтан Чăваш кĕнеке издательстви акционерсен пĕрлешĕвĕ пулса тăчĕ. Çак çĕнĕ ят пире тата та тăрăшарах ĕçлеме, вулакансем патне тата та илемлĕрех кăларăм çитерме хавхалантарать.

Кашни кĕнекен хăйĕн вулаканĕ теççĕ. Çакна асра тытса кĕнеке издательстви тĕрлĕ кăларăмсемпе савăнтарать. Ачасем валли, сăмахран, чăвашла çеç мар, тĕрлĕ çĕршыв авторĕсен хайлавĕсене те тăван чĕлхепе пичетлет. Кăçал паллă Франци çыравçин Антуан де Сент-Экзюперин тĕнчипе паллă «Пĕчĕкçеç принц» юмахĕ чăвашла тухрĕ. Ăна паллă критик, литературовед, филологи ăслăлхĕсен докторĕ Юрий Артемьев профессор куçарнă. Кĕнекене автор ÿкерчĕкĕсемпе пуянлатнă, хуплашкине Михаил Николаев художник ÿкернĕ. Илемлĕ хуплашкаллă кĕнекене курсанах алла тытас килет. Испани, Австри, Бельги çĕршывĕсенчи вулакансем кĕнеке чăвашла та пичетленнине пĕлсен кăларăма ярса пама ыйтса издательствăна çырусем çырнă. Кун пекки Чăваш кĕнеке издательствинче час-часах пулакан пулăм мар, çавăнпа та чăваш кĕнеки ют çĕршывсенче те туссене тупни савăнтарать.

Паллă чăваш художникĕсен ĕçĕсене альбомра пичетлесси ырă йăлана кĕчĕ. Страницăсене листаланă май хăвна тепĕр хут курава лекнĕ евĕр туятăн. Ку сăмахсене Анатолий Рыбкинăн «Мой старый добрый дом... Записки художника» кĕнеки пирки калани вырăнлă. Унта художникăн картинисемпе çеç мар, çула тухсан е кулленхи пурнăçра çуралнă шухăшĕсемпе те паллашатăн. Ахальтен мар вăл кăçал Рязань хулинче иртнĕ Регионсем хушшинчи наци кĕнекин фестивалĕнче иртнĕ «Çулталăк кĕнеки» конкурсра çĕнтернĕ.

Чăваш кĕнеке издательстви тĕрлĕ шайра иртекен куравсемпе кĕнеке уявĕсене тăтăшах хутшăнать. Вулкансемпе тĕл пулса калаçни, ытти издательствăсен ĕçĕ-хĕлĕпе çывăхрах паллашни тата тухăçлăрах ĕçлеме пулăшать. Кăçал чăваш кĕнекисем Çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ кĕтесне çитсе ырă сăмахсем илтсе таврăнчĕç: Бакури Халăхсем хушшинчи пиллĕкĕмĕш кĕнеке куравне, Лондонри 46-мĕш кĕнеке ярмăрккине, йăлана кĕнĕ Мускаври «Хĕрлĕ Площадь» курава, Хусанти, Чĕмпĕр хулисенчи Форумсене, пирвайхи хут Тутар Республикинчи Нурлатра иртнĕ Уява, Шупашкарти тĕрлĕ мероприятисене çитсе хăйĕн кăларăмĕсемпе паллаштарнă Чăваш кĕнеке издательстви. Эппин, черетлĕ çуралнă куна тивĕçлĕ кĕтсе илетĕмĕр, малалла та çанă тавăрсах ĕçлĕпĕр.

Ольга ФЕДОРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости