ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

"Пĕччен суран – типсех пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать"

Категория: Главные новости Просмотров: 216

 

"Пĕччен суран – типсех пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать"

  «Пĕччен сурсан – типсех пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать»,- теççĕ ватăсем. Ҫак сăмахсене тĕрĕсех каланă иккен вĕсем. Мĕн пуçтарать-ха халăха пĕрле? Мĕн туслантарать-ха халăха? Паллах, ĕç. Ҫапла майпа Шаптак ялĕнчи халăх та пĕрле тумалли ĕçе пуçтарăнчĕ те. Ял хушшинче ларакан кивĕ çăла, ишĕлсе анма пуçланăскерне, юсама шут тытрĕç. Шывĕ юхса выртнăран çав вырăнта лачакаллă вырăн пулма пуçларĕ, машинăсене çÿреме памасть, çуран çÿрекен çынна та çÿреме çăмăл мар.

  Ҫак ĕçе тума ООО «АФ» «Путь Ильича» пуçлăхĕ Богданов А.Н. пулăшрĕ. Ҫăлти шыв урам хушшипе юхса выртнине курсан пĕр шухăшласа тăмасăр икĕ бетон пăрăхĕ кÿрсе килсе те пачĕ.

  Шаптак халăхĕ иккĕленсе тăмасăр ĕçлеме тухрĕ. Пурте хастар ĕçлерĕç. Пăрăха хурсан, çăла юсасан, çав пăрăх урлă каçса çÿреме каçă тума Хорнуй ял поселенийĕн депутачĕ Касьянов А.К. хăма пачĕ. «Мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ тиесе кайăр», - терĕ вăл.

  Туслă тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ҫакăн пек субботниксене хутшăнни çынсене пĕрлештерет, малашне те ял ырлăхĕшĕн пысăк ĕçсем тума хавхалантарать.

  Ҫак ĕçе тума пулăшнăшăн Шаптак ял халăхĕ А.Н. Богдановпа А.К. Касьянова пысăк тав сăмахĕ калать.

 
 

Хорнойское сельское поселение Моргаушского района

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости