Иртнĕ эрнере национальноçсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашăн тата тĕн пĕрлешĕвĕсемпе çыхăнса ĕçлекен канашăн пĕрлехи ларăвĕ пулчĕ. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лилия Тарасова ертсе пычĕ. Унта вырсарни шкулĕсене уçас ыйтăва сÿтсе яврĕç.
Ку ыйтăва хускатни ăнсăртран мар. Çапла тума вăхăт ыйтать. Халăха тĕнрен пистерни пысăк йăнăш пулнине паянхи пурнăç кăтартса пачĕ ĕнтĕ. Çавăнпа çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе чиркĕве явăçтарма кирлине РФ Президенчĕ Владимир Путин та палăртрĕ.
Шупашкарпа Чăваш епархийĕн тĕн пĕлĕвĕпе катехизаци уйрăмĕн пуçлăхĕ Димитрий Нестеренко протоиерей вырсарни шкулĕсем республикăра уçăлнине пĕлтерчĕ. Ку енĕпе ятарлă саккун акчĕсене Раççей шайĕнче йышăннă, велосипед шухăшласа кăларма кирлĕ мар.
Историе таврăнас пулсан педагогика наукине никĕслекен Константин Ушинский наукăпа тĕн пĕр-пĕрне хирĕçлеменнине каланă. Вăл пĕлÿпе воспитани парасси юнашар пымаллине палăртнă. Ачана панă пĕлÿпе тĕрĕс усă курма вĕрентмелле тенĕ вăл. Пирĕн патриарх Иван Яковлев пурнăç опычĕ те шкулпа чиркĕве килĕштерсе ĕçлеме хистет.
Районта воспитани парас ĕçе чиркÿ хутшăннă тĕслĕхсем пур. Кун пирки Çветтуй Троицăн Мăн Сĕнтĕрти чиркĕвĕн настоятелĕ Игнатий архимандрит каласа пачĕ. Вăл çамрăксемпе ĕçлеме вăхăт тупать. Çын наркоман е алкоголик пулса çуралмасть, кашни ашшĕ-амĕшех хăйĕн ачи çын пулнине курасшăн терĕ вăл.
Вырсарни шкулĕсем уçас тесен темиçе ыйтăва татса памалла.
Ку ĕçе ашшĕ-амĕшпе тата педколлективпа калаçса тумалла. Кун пирки районти вĕренÿ пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова каларĕ. Вырсарни шкулне вĕренÿ заведенйĕнче уçас тесен, паллах, шкулпа килĕштермелле. Маларах палăртрăмăр, ку енĕпе кирлĕ саккунсен пуххи пур. Вырсарни шкулĕн программине педсовет çирĕплетет тенине те ырламалла.
Кунта районти культура пайĕн ертÿçи Елена Чернова сĕнĕвĕ те вырăнлă. Вăл вырсарни шкулĕсене культура учрежденийĕсенче уçма май пуррине пĕлтерчĕ.
Паллах, ачана вырсарни шкулне ашшĕ-амăшĕ ирĕк парсан çеç йышăнаççĕ. Хăшĕсене ку ыйту хумхантарать иккен. Турă Амăшĕн Владимирски турăшĕн Муркашри чиркĕвĕн настоятелĕ Федор атте каланă тăрăх, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ вырсарни шкулĕнче манахсем хатĕрлеççĕ тесе шухăшлать иккен. Çапла ача пуçĕпех чиркÿ пурнăçне кĕрсе каять тесе шикленеççĕ вĕсем.
Кун пек шухăшлакансем пур, пытармăпăр. Федор атте сăмахĕсемпе каласан, чиркÿ çыннисене семинарисенче хатĕрлеççĕ, вырсарни шкулĕсенче мар. Турăшăн ĕçлесе пурăнассине кашни çын хăй суйласа илет. Кунта никама та ирĕксĕрлеме çук.
Вулакансене пĕлме палăртас килет, Федор атте - аслă пĕлÿ илнĕ педагог, вăл Ильинка шкулĕнче математика предметне вĕрентет.
Йÿçкасси шкулĕн директорĕ Юрий Яковлев шкула чиркÿ çыннисем пырса çÿренинче лайăххине кăна курать. Вĕсем ашшĕ-амăшĕпе те, ачасемпе тĕл пулаççĕ тет вăл.
Паян шкулпа чиркÿ партнер пулмалли куçкĕрет. Вĕсен çĕршывăн чăн-чăн гражданĕсене пăхса ÿстерессишĕн пĕрле ĕçлеме тивет. Самани паян çавăн пек. Ку ĕçе епле йĕркелеме пултарасси ашшĕ-амăшĕсенчен те, учительсенчен те, чиркÿ çыннисенчен те килет.
А. Тихонов.
Март 2023 |