ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Патшалăх пулăшăвĕпе - хăтлă çурт-йĕр

Категория: Главные новости Просмотров: 292

Республика правительстви  категорие кура çынсене пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма пулăшать. Чăваш Республикин Строительство, архитектурăпа пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министерствин официаллă сайчĕ тăрăх, пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме йышăннă тĕрлĕ программăна пурнăçлама   кăçал тĕрлĕ шайри  бюджетран 3,2 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Çак укçа-тенкĕпе 5,7 пин çемье çурт-йĕр условине лайăхлатма пултарĕ.

Яллă вырăнта пурăнакан 562 çамрăк çемьен, специалистăн, гражданăн пурăнмалли çурт-йĕрне хăтлăлатма  403 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.  Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 357  çемье 254 миллион тенкĕлĕх  пулăшупа усă курнă та ĕнтĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен, тăлăх мăшăрсен пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма  кăçал федераци бюджетĕнчен  99 миллион тенкĕ укçан пулăшу килнĕ.  Çак меллĕхпе 86 çын усă курма пултарнă. 2010 -  2017 çулсенче РФ Правительстви пулăшнипе Чăваш Республикинчи 5964 ветеран  5 миллиард та  741 миллион тенкĕлĕх пурăнмалли  çурт-йĕре хăтлăлатнă.

Тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме федераци бюджетĕнчен   46,5 миллион тенкĕ пулăшу уйăрма палăртнă. Çавăн пекех ку тĕлĕшпе ытти бюджетран та укçа уйăрĕç. Кăçал пĕтĕмпе 138 тăлăх ачан ыйтăвне тивĕçтерме палăртнă.

Çул çитмен пилĕк е е ытларах ачаллă çемьесене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерме 50 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Çак пулăшупа  нумай ачаллă 20 çемье усă курĕ. Чылай объектра ĕç вĕçленсе пырать.

Район администрацийĕн капиталлă строительство  тата общество инфраструктурине  аталантарас пай пĕлтернĕ тăрăх, çурт-йĕрпе тивĕçтерес программăсемпе анлăн ĕçлесе пыраççĕ. Кăçал 39 çемьен çурт-йĕр условине лайăхлатма, çак ĕç валли 32740, 04 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.

 Федерацин «Жилище» тĕллевлĕ  программин «Обеспечение жильем молодых семей» хушма программи  шайĕнче   25 çемье патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.

«Устойчивое развитие сельских территорий на 2014 - 2017 годы  и на период до 2020 года»  федераци  программи шайĕнче  кăçал 9-ăн  хăтлă çурт-йĕрлĕ пулнă, вăл шутра 8 çамрăк специалист,  1 гражданин.    

Кăçал  тăлăх 2 ача çĕнĕ хваттере куçĕ, çавăн пекех асăннă катеогрири  1 ача çурт-йĕр условине лайăхлатĕ.  Ку тĕлĕшпе пĕтĕмпе 2785,86 пин  тенкĕ уйăрма палăртнă.  5 е ытларах ачаллă  çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерме района  5968,3 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.

Тăлăха юлнă 1 арăма çурт-йĕр условине лайăхлатма 1137,384 тенкĕ парса пулăшнă.    

 Çулталăк  пуçланнă тĕле пурăнмалли çурт-йĕр лайăхлатассинче  патшалăх пулăшăвĕ илме право  пуррисен учетне  312 граждана илнĕ.

 

Комментари

Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Петр Прокопьев:

- Эпĕ шалти ĕçсен министерствин республикăри пайĕнче ĕçлетĕп. Эпир çурт-йĕр лайăхлатас текенсен черетĕнче виçĕ çул тăтăмăр. Кăçал вара пирĕн çемьешĕн те пысăк савăнăç пулчĕ, тинех хамăр ята хваттерлĕ пултăмăр. Çамрăк çемьесене районпа республика шайĕсенче пулăшма пултарнишĕн савăнатпăр. Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхне Ростислав Тимофеева тата республика пуçлăхне Михаил Игнатьева пысăк тав сăмахĕ калатпăр.

Р. Илларионова.            

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости