ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Андреев çамрăк çыравçăн кĕнеки пичетленчĕ

Категория: Главные новости Просмотров: 304

Николай20АндреевЧăваш кĕнеке издательстви çулсерен тĕрлĕ çыравçăсен хайлавĕсене пичетлесе вулакансем патне çитерет. Классиксемпе паянхи кун палăрнă авторсен кĕнекисемпе пĕрлех чăваш литературинче пĕрремĕш утăмсем тăвакансен кăларăмĕсем те кун çути кураççĕ. Çакă çамрăк çыравçăсене чăваш литературине малалла аталантарма самаях пулăшмалла.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче çамрăк прозаикăн Николай Андреевăн «Шăрăх кунсем» кĕнеки пичетленчĕ. Кăларăма Василий Кервен пухса хатĕрленĕ. «...Николай Андреевăн калавĕсемпе повеçĕсем хĕрÿллĕн савăнма, пурнăçа юратма, çын умĕнчи яваплăха туйма вĕрентеççĕ, усалпа кĕрешме йыхăраççĕ. Сюжечĕсем яланах çивĕч, вĕри пулнипе малалла тата мĕн сиксе тухассине çав тери пĕлес килнипе вĕсене вуласа тухмасăр алăран яраймастăн», — тесе çырать ун пирки умсăмахра Василий Гаврилович. Кĕнекене пурĕ çичĕ калав кĕнĕ: «Граната», «Хурлăхлă юрă», «Сая кайнă пурнăç», «Çул çинче», «Чиркÿ укçи», «Шăрăх кунсем» тата «Çăлăнăç — юратура». Хайлавсенчи сăнарсем — хальхи самана çамрăкĕсем. Таса юрату пилленисĕр пуçне пурнăç тĕрлĕ тĕрĕслевсем кăларса тăратать вĕсен умне. Ачалла ашкăнчăклăх пысăк инкек патне илсе çитерет («Граната»), алла лекнĕ янтă укçа çынна нихăçан та телей кÿмест («Чиркÿ укçи»), çын аллипе пуйма ăнтăлакан шар курасси куçкĕрет («Шăрăх кунсем»), чăн-чăн юрату темле йывăр инкекрен те çăлать («Çăлăнăç — юратура»).

Николай Андреев – Тутар Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче юридици факультетĕнче ăс пухнă, кайран «Заря» агрофирмăра вăй хунă. Тăван ял илемĕ, ялти пурнăçа курса тăни, çутçанталăк илемне чĕрипе туйни ăна илемлĕ хайлавсем çырма хĕтĕртнĕ. Çапах та калавсенчен малтан вăл сăвăсем шăрçаланă, вĕсене «Тăван ен» Çĕпрел район хаçатĕнче» пичетленĕ, 2015 çултанпа Шупашкарта тухса тăракан «Тăван Атăл» литературăпа культура тата искусство журналĕнче пичтеленет.

«Шăрăх кунсем» — Николай Андреевăн пĕрремĕш кĕнеки. «Унăн ăсталăхĕ ÿссе пыни пысăк шанăç кÿрет», - тесе пĕлтерет вулакансене В.Г Кервен çыравçă. Пурăна киле çак сăмахсем тÿрре тухтăрччĕ.

Ольга ВАСИЛЬЕВА, Чувашское  книжное  издательство.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости