Сайты средств массовой информации

ОТЧЕТЫ

Электронлă сăмахсар

ВСЕРОССИЙСКОЕ ГОЛОСОГВАНИЕ ПО ВЫБОРУ ОБЪЕКТОВ ДЛЯ БЛАГОУСТРОЙСТВА

Муркаш округĕн территори пайĕсен ĕçĕ-хĕлĕ

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ:«Педагогсемпе наставниксем - Муркаш çĕрĕн мухтав

Набор по контракту

Набор по контракту

Россия — страна достижений

Анатолий Рыбкин художникăн альбомĕ - «Çулталăк кĕнеки» конкурсăн лауреачĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 19.10.2017, 10:28 Просмотров: 2085

Анатолий РыбкинАнатолий Рыбкинăн «Мой старый добрый дом... Записки художника» альбомĕ, нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăскер, «Çулталăк кĕнеки» конкурс лауреачĕн ятне тивĕçрĕ. Асăннă конкурс - «Вулакан тĕнче» регионсем хушшинчи наци кĕнекин фестивалĕн мероприятийĕсенчен пĕри. Вăл Рязань хулинче иртнĕ.

Пултарулăх ăмăртăвĕнче Раççейри 21 регионтан пурĕ 52 издательство хутшăннă. Жюри членĕсем 152 тĕрлĕ кăларăма хак панă. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕн, Чăваш Республикин халăх художникĕн, Раççей ÿнер академийĕн член-корреспонденчĕн А.П. Рыбкинăн ÿкерчĕксемпе пуян кĕнекине конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшакан кăларăм» номинацире палăртнă тата дипломпа чысланă.

Кăларăма Анатолий Петровичăн асаилĕвĕсем, искусство пирки шухăшласа, çулçÿревсенче курни-илтнине сăнласа çырнисем кĕнĕ. А.И. Мордвинова искусствоведени кандидачĕ умсăмахра палăртнă тăрăх, ку альбома «художник çинчен çырнă кĕнеке» мар, «художник кĕнеки» теме пулать. Ÿнерçĕн пуçа килнĕ шухăшĕсене блокнота, ÿкерчĕксем хĕрринче, хут таткисем çинче çырса хурасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çавнашкал пурнăç ÿкерчĕкĕсенчен йĕркелленнĕ те «Мой старый добрый дом... Записки художника» кĕнеке. Тăван кил тата çывăх çынсем, ачалăх тата çамрăклăх, ÿнер ăсталăхĕ тата илем - чылай ыйтăва хускатнă автор. Кăларăм страницисенче А.П. Рыбкинăн произведенийĕсене те курма пулать.

«Вулакан тĕнче» фестивале Рязань облаçĕн Правительстви, Рязань облаçĕн культурăпа туризм министерстви, Рязань облаçĕн Горький ячĕллĕ универсаллă ăслăлăх библиотеки Раççей кĕнеке издателĕсен ассоциацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Çулсеренех издательсем, кĕнеке сутакансем, библиотекарьсем, çыравçăсем, вулакансем Рязань хулине наци кĕнекин уявне пуçтарăнаççĕ. Фестиваль программинчи мероприятисен, çав шутра «Çулталăк кĕнеки» конкурсăн та, тĕп тĕллевĕ - кĕнекене вулакансем хушшинче сарасси, наци литературипе чĕлхисене пропагандăласси, вулавçăн тĕслĕхлĕ сăн-сăпатне йĕркелесси.

Чăваш  кĕнеке  издательстви

 

 

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости