ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Чăваш кĕнеке издательствин кăларăмĕ «Александр Невский» премин дипломне тивĕçнĕ

Категория: Главные новости Просмотров: 258

книга1Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ «Степан Максимов: музыкант-просветитель» кăларăм Пĕтĕм Раççейри «Александр Невский» историпе литература премин дипломне тивĕçнĕ. Кĕнеке «Чăвашсен чаплă çыннисем» серипе пичетленнĕ. Степан Максимов – хальхи музыка искусствин йĕркелÿçисенчен пĕри. Монографире вăл пурăннă тапхăра, çав вăхăтри кĕвĕ-çемĕ хăйне евĕрлĕхне уçса панă* композитор, фольклорист тата кĕвĕ-çемĕ вĕрентĕвне йĕркелекенсенчен пĕри пулнă Степан Максимовăн пурнăçĕпе пултарулăхне тишкернĕ. Шăпи синкерлĕ пулса тухнă пулин те, ХХ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Раççей культуринче тарăн йĕр хăварнă вăл.

Пĕтĕм Раççейри «Александр Невский» историпе литература премийĕ уçă пултарулăх конкурсĕ шутланать. Ăна «Талион» Пысăк йышлăх акционерсен обществи тата Раççей çыравçисен союзĕ йĕркеленĕ. Конкурса Тăван çĕршыв историне лайăхрах пĕлес, музейсен чи ăнăçлă мемориаллă проекчĕсемпе Раççей паттăрĕсем çинчен çырнă кĕнекесене халăх хушшинче анлăрах сарас тата çамрăксене интереслентерес тĕллевпе йĕркеленĕ.

Конкурс çулсерен иртет. Кăçал вăл вун виççĕмĕш хут пулчĕ. Çĕнтерÿçĕсене чысланă уявра премисене илме тивĕçлисене палăртакан комиссин çум председателĕ, Раççей çыравçисен союзĕн председателĕ Валерий Ганичев çапла палăртрĕ: «Премие пĕрремĕш хут пани – паллă пулăм, виççĕмĕш хут – ырă тĕслĕх, вун виççĕмĕш хут иртекен конкурс вара Раççей культуринче пысăк пĕлтерĕшлĕ проект пулса тăрать».

Ольга ФЕДОРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости