ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Кире пуканĕ йăтакансен "Хыпар" хаçат парнишĕн иртекен турнирне кукамай та хутшăнĕ

Категория: Главные новости Просмотров: 301

http://hypar.ru/sites/default/files/resize/pictures/2017/Okt/16_10/dsc_5182-300x391.jpgКире пуканне йăтакансен "Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен Пĕтĕм Раççейри XXXIV турнирĕччен шутлă кунсем юлчĕç.

Аса илтерер: ăмăртăва юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче пуçтарăнĕç. Турнир кĕçнерни кун 14 сехетре уçăлĕ. "Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иреткен кăçалхи турнирта пăхаттирсем "Раççей спорт мастерĕ" ята тивĕçессишĕн те тупăшĕç. Ăмăртăва 20-е яхăн регионтан спорстменсем килсе çитмелле.

Турнира Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнче çуралнă, Канаш хулинче пурăнакан, хăй вăхăтĕнче унти педагогика училищинче вĕреннĕ, халĕ 5-мĕш шкулта ĕçлекен Алевтина Евграфова (сăн ÿкерчĕкре) черетлĕ хутчен хутшăнĕ. "Хыпар" турнирĕнче вăл вунă çула яхăн ĕнтĕ ăмăртать. Аллă çула çывхаракан хĕрарăм халĕ - икĕ хут кукамай. Унччен те спортăн тĕрлĕ енĕпе туслă пулнăскер маларах çăмăл атлетикăпа туслă пулнă, воллейбол вылянă, йĕлтĕрпе тупăшнă. Икĕ хут кукамай 16 килограмлă кире пуканĕ йăтать. Спорт маçтăрĕн ятне вăл 24 килограмлă кире пуканĕ йăтса тивĕçнĕ. "39 çулта кире пуканĕ пуçласа алла илнĕскер хаçат парнишĕн ирттерекен тимĕр вăййине декрет канăвĕнче чух çеç хутшăнман", - каласа кăтартрĕ "Хыпар" издательство çуртне Чăваш Республикин кире спорчĕ федерацийĕн хисеплĕ президенчĕ Петр Сидоров. Сăмах май, ку федерацие Петр Петрович шăп та лăп виçĕ теçетке çул каялла, юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче, пуçарнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости