ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Чăваш кĕнеке издательстви Бакури курава хутшăнчĕ

Категория: Главные новости Просмотров: 283

Чăваш кĕнеке издательстви Азербайджан çĕршывĕн тĕп хулинче Бакура пиллĕкмĕш хут иртекен Халăхсем хушшинчи кĕнеке куравне хутшăнчĕ. Çак сумлă мероприятин тĕп тĕллевĕсем: вулакансен йышне ÿстересси, тĕрлĕ çĕршыври тата хулари издательствăсемпе кĕнеке çурчĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме майсем туса пама пулăшасси. Бакура иртекен курава Египетран, Норвегирен, Турцирен, Иранран, Узбекистанран тата ытти вăтăр ытла çĕршывран килсе çитнĕ. Унта Кĕнеке издателĕсен ассоциацийĕ тата Роспечать пулăшнипе Раççейри 14 издательство пынă.

Бакури курава Чăваш кĕнеке издательстви пĕрремĕш хут хутшăннă, уяв уçăлнă куннех унăн презентацийĕ иртнĕ. «Азербайджанра пирĕн издательство ĕçĕ-хĕлне аванах пĕлеççĕ иккен, çакă мана тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те, — каласа пачĕ Чăваш кĕнеке издательствин тĕп директорĕ В.П. Комиссаров. — Азербайджан, Узбекистан тĕп библиотекисен ĕçченĕсем, чĕлхеçĕсем, ăслăлăх академийĕн ăсчахĕсем, çыравçăсем, журналистсем пирĕн кĕнекесемпе интересленчĕç, уйрăмах чăваш халăх историйĕпе, культурипе, апат-çимĕçĕпе паллаштаракан кăларăмсем кăмăла кайрĕç вĕсене».

Çавра сĕтел хушшинче издательство ертÿçисем кĕнеке кăларас тата ăна вулакансем патне вăхăтра çитерес ыйтусене сÿтсе яврĕç, наци издательствисен ертÿçисем кĕнеке рынокĕнче ĕçлес йывăрлăхсене тĕплĕн тишкерчĕç.

Азербайджанпа Чăваш Ен хушшинчи туслă çыхăну совет тапхăрĕнчех аталана пуçланă, çыравçăсем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ, хайлавĕсене хăйсен чĕлхисене куçарнă. Анчах та иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çак ĕç манăçа тухнă. Куравра чăваш тата азербайджан литература çыхăнăвне çирĕплетесси, куçару ĕçне аталантарасси çинчен калаçрĕç, ку тĕлĕшрен тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен çыравçисен хайлавĕсен сборникне кăларсан аван пулмалла тесе палăртрĕç азербайджан çыравçисемпе литература критикĕсем. Çак утăм тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен туслăхне çирĕплетме пулăшĕ терĕç вĕсем.

Куçару ĕçне илес пулсассăн Чăваш кĕнеке издательствинче тĕрлĕ çулсенче ытти халăхсен юмахĕсемпе сăввисене чăвашла куçарса хатĕрленĕ сборниксем тухнă. Валерий Петрович «Туслăх кĕперĕ» кăларăмра пичетленнĕ Азербайджан çыравçисен сăввисене куравра чăвашла вуласа панă. «Ку вĕсемшĕн кĕтмен парне пекех пулчĕ, — терĕ издательство тĕп директорĕ. — Вĕсем питĕ хĕпĕртерĕç».

Курав вĕçленнĕ хыççăн пирĕн кĕнекесене Россотрудничество представителĕсене халалласа хăварнă.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости