ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Ячĕ халăхра пурăнать

Категория: Главные новости Просмотров: 830

DSC07060Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Ударник» хуçалăха нумай çул ăнăçлă ертсе пынă Платон Давыдов пурăннă пулсан кăçал 70 çул тултаратчĕ.

Платон Павлович тĕрлĕ енлĕ ертÿçĕ пулнине пурте палăртаççĕ. Вăл ертсе пынă хуçалăхра районта çеç мар, республикăра та чи пысăк тухăçлă тыр-пул, çĕр улми туса илетчĕç. Кашни ĕнерен илекен сăввăм та пысăкчĕ. Пĕр «Ударник» виçĕ пĕчĕк район чухлĕ сĕт сăвать тетчĕç. Пиншер тонна продукци туса илсе çĕршыв пÿлмине ăсатнă.

Ку çеç тивĕçтермен хастар ертÿçĕне. Элĕк чиккинче вырнаçнă хуçалăхри 13 яла ыттисенчен малтан асфальт çулсем çитернĕ. Газ та кунта килĕрен ыттисенчен маларах çунма пуçланă. Вăрманкас çывăхĕнче ГРП вырнаçтарни таврари ялсене те «кăвак çулăмпа» тивĕçтерме май панă. Платон Павлович вĕренÿ, культура сфери çине те пысăк тимлĕх уйăратчĕ.

Вăхăт хăвăрт иртет. Платон Давыдов пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа пилĕк çул çитрĕ. Апла пулин те унăн ячĕ манăçмасть. Акă районта çуллен ĕç паттăрне асăнса волейбол турнирне ирттересси йăлана кĕчĕ.

Черетлĕ турнир иртнĕ шăматкун пулчĕ. Яланхи пекех çак кун Платон Давыдовпа пĕрле ĕçленисем, юлташĕсем, ăна хисепленекенсем пуçтарăнаççĕ. Района нумай çул ăнăçлă ертсе пынă Валериан Красновпа Валерий Вязов, патшалăх влаç органĕсенче чылай çул тимленĕ Алексей Скворцов килсе çитрĕç. Районăн паянхи ертÿçисем Игорь Николаевпа Ростислав Тимофеев та вĕсен йышĕнче. Платон Павловичăн ывăлĕ Александр Давыдов, хĕрĕ Людмила Музякова, мăшăрĕ Светлана Давыдова турнира килнисем валли ăшă сăмах тупрĕç.

Турнира чаплă лару-тăрура «Сывлăх» спорт шкулĕнче район пуçлăхĕ Игорь Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕç. Вĕсем Платон Павлович ĕç-хĕлне пысăка хурса хакларĕç, вăл паянхи ăрушăн тĕслĕх пулнине палăртрĕç.

Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Александр Давыдов, Мускав хулин ĕçпе социаллă хÿтлĕх департаменчĕн «Маяк» центрĕн директорĕ Людмила Музякова ашшĕне асра тытнăшăн ентешĕсене тав сăмахĕ каларĕç.

Тепĕр пĕлтерĕшлĕ саманта палăртас килет. Паллă ентеш 70 çул тултарнине халалласа Вячеслав Иванов «Земная любовь Платона Давыдова» кĕнеке кăларнă. Автор хăйĕн ĕçĕпе паллаштарнă май муркашсем хăйсен сумлă ентешĕпе тивĕçлипе мăнаçланнине, ăна чăннипе хисепленине палăртрĕ.

Турнир çÿллĕ шайра иртрĕ. Унта 14 команда хутшăнчĕ, Чулхуларан, Ульяновскран, Йошкар-Оларан, Шупашкартан, Красноармейски районĕнчен вăйлă командăсем килсе çитрĕç. Район спортсменĕсем те вĕсемпе вăй виçме шикленсе тăмарĕç.

Вăйăсем тăватă спорт залĕнче иртрĕç. Хĕрÿ ăмăртусенче Шупашкарти «Итмар» команда çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна районти «Метпласт», виççĕмĕшне Ульяновскри «Мираж» командăсем тухрĕç.

Черетлĕ турнир хыçа юлчĕ. Пурте – аслисем те, çамрăксем те – çитес çул та тĕл пулма калаçса татăлчĕç. Апла Платон Давыдов ячĕ халăхра пурăнать.

А. Тихонов.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости