ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Людмила Николаевăн «Хĕвел кулли. Улыбнулось солнышко» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ

Категория: Главные новости Просмотров: 310

презентация НиколаеваНумаях пулмасть Шупашкарти 62-мĕш шкулта Людмила Николаевăн «Хĕвел кулли. Улыбнулось солнышко» ача-пăча кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Кĕнеке уявне хулари шкулсенче вĕренекенсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, Л.П. Симонова куçаруçă, Н.В. Андреева ÿнерçĕпе Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ О.Л. Федорова килчĕç. «Хĕвел кулли. Улыбнулось солнышко» Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ, вăл икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла пичетленчĕ.

Людмила Николаева кĕнеке епле çурални пирки каласа пачĕ. «Эпĕ хаваспах куçартăм Людмила Петровна сăввисене, ачасем валли çырнăскерсем ансат, çав вăхăтрах сăнарлă та тарăн шухăшлă», — тесе пĕлтерчĕ Людмила Павловна куçаруçă. Уява килнĕ ÿнерçĕпе редактор валли те ертсе пыракансем тĕпчевлĕ ыйтусем хатĕрленĕ иккен. «Кĕнекери сăнарсенчен хăшĕ сирĕн чуна чи çывăхрах пулчĕ; Кĕнеке ÿнерçи пулма çăмăл-и?» — ыйтрĕç Н.Андреевăран.

Людмила Петровна вĕренекенĕсем уява парнепе килнĕ: вĕсем пуян ÿкерчĕклĕ кăларăмпа паллашнă хыççăн хатĕрленĕ ÿкерчĕксемпе паллаштарчĕç, «Пахча çимĕç» пĕчĕк сценка лартса пачĕç. «Людмила Петровна Николаева пирĕн шкул уçăлнăранпах кунта ĕçлет, чăваш чĕлхи вĕрентет. Вĕрентет çеç мар, сăвăсем те çырать. Ку унăн тăваттăмĕш кĕнеки пулчĕ. Çакăн пек илемлĕ кĕнекепе паллашнă хыççăн пирĕн ачасем чăваш чĕлхине тата та ытларах юратса вĕренеççĕ, тĕрĕс çыраççĕ, таса вулаççĕ», — каласа пачĕ 62-мĕш шкул директорĕ Н.А. Кузнецова.

«Çак кĕнекене Чăваш Енри кĕçĕн çулхи вулакансем çеç мар, Тутар Республикинче пурăнакансем те хаваспах йышăнасса шанас килет. Çитес вăхăтра шăпах унта каятăп эпĕ», — вăрттăнлăхне уçса пачĕ сăвăç.

 

 

 

Чувашское книжное издательство www.chuvbook.ru

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости