ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Пĕртăван Турхансене халалланă кĕнеке кун çути курчĕ

Категория: Главные новости Просмотров: 319

коллаж братья20турханНумай пулмасть «Чăвашсен чаплă çыннисем» библиографи ярăмĕ çĕнĕ кăларăмпа пуянланчĕ – Чăваш кĕнеке издательствинче Ф.Н. Козловăн «Братья Турхан: личности и время» монографийĕ (редакторĕсем - В.Н. Алексеев тата Е.П. Семенова) кун çути курчĕ. Тиражĕ - 1100 экземпляр.

Кĕнекене XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш интеллигенцийĕн паллă представителĕсене, хальхи Чăваш Республикинчи Елчĕк районне кĕрекен Турхан ялĕнче çуралнă пĕртăван Якку, Энтри, Хĕветĕр Турхансене халалланă. Кашниех - историре, литературăра, фольклористикăра тата чиркÿ пурнăçĕнче палăрнă хăйне евĕрлĕ личность. Анчах паянччен те вĕсен биографийĕсене çителĕклĕ таран тĕпчемен, нумай ыйту çаплипех хуравсăр пулнă. Пĕртăвансен кун-çулне халиччен тишкернĕ тĕпчевçĕсен ĕçĕсем те тулли информаципе тивĕçтереймеççĕ. Шăпах çак сăлтав тата харкамлатнă наци историйĕпе, Чăваш çĕрĕнчи Православи аталанăвĕпе кăсăкланни Ф.Н. Козлова асăннă кĕнекене çырма хистенĕ.

Аннотацире пĕлтернĕ тăрăх, документсемпе пичетленнĕ çăлкуçсене, пĕртăвансен тăхăмĕсенчен илнĕ интервью тексчĕсене, маларах ирттернĕ тĕпчевсене тĕпе хурса кашни геройăн пурнăçĕпе пултарулăх çул-йĕрне туллин реконструкциленĕ, паллă мар е тавлашуллă самантсене татса пама тăрăшнă. Чăваш çĕрĕнче XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче - XX ĕмĕрĕн малтанхи вунăçуллăхĕсенче обществăпа политика тата чиркÿ хутлăхĕсенче пулса иртнĕ улшăнусем урлă уйрăм çын шăпи сăнарланать.

Пĕртăвансен кашнинех хăйĕн туртăмĕ, характерĕ. Кĕнеке авторĕ палăртнă тăрăх, Яккупа Хĕветĕр чăваш литературин тÿпинче метеор пек вĕçсе иртсе йĕр хăварнă, Энтри пултарулăх тĕлĕшĕнчен вăрăм ĕмĕрлĕрех пулнă. Анчах виççĕшне пĕрлештерекен пысăк ăсталăх та пур - вĕсен кашни сăвви, палăртуллă та асра юлмалла тытăмлăскер, патриотизм туйăмĕпе сывлать тейĕн. Турхансем кулленхи улшăнусенчен аякра тăма пултарайман. Пĕр çемьеренех çĕршыва юрăхлă, пултаруллă та хастар темиçе ывăл тухни, вĕсем литературăри уйрăм жанрсене пуçарса яни, куçару ĕçĕн никĕсне хывни, хăйсене философи шыравĕнче тĕрĕслени - пархатарлă тĕслĕх.

Кăларăмра Чăваш Республикинчи Патшалăх истори архивĕнчи, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнчи, Чăваш наци музейĕнчи, Вероника Андреевнăпа Василий Андреевич Турхансен, Л.П. Турханăн, Т.О. Аристован, Л.З. Толстован çемье архивĕсенчи тата А.Ф. Сухановскийĕн харкам архивĕнчи сăнÿкерчĕксемпе усă курнă. Фронтисписри пĕртăван Турхансен портречĕн авторĕ - В.Н. Гончаров.

 

Тĕплĕнрех

«Чăвашсен чаплă çыннисем» библиографи ярăмне 2003 çулта пуçарса янă. Ку таранччен çак кĕнекесем кун çути курнă: Э.Ф. Кузнецован «Архитектор Петр Егоров», Ю.В. Викторовăн «Элли Юрьев. Художник и время», М.Г. Кондратьевăн «Композиторы Воробьевы», П.В. Денисовăн «Слово о монахе Иакинфе Бичурине», Н.Г. Красновăн «Иван Яковлев и его потомки», М.И. Ивановăн «Даниил Эльмень: острые грани судьбы», М.Г. Кондратьевăн «Степан Максимов: музыкант-просветитель», «Николай Никольский: ученый, просветитель, общественный деятель» (авторĕсем - В.Д. Димитриев, А.П. Леонтьев, Г.Б. Матвеев), В.О. Дайнесăн «Чапаев: мастер наступления и обороны», В.А. Иванован «Андриян Николаев: орбиты космические и земные», Ю.М. Артемьевăн «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессмертие», В.Г. Родионовăн «Сеспель - цветок Земли и Неба», М.Г. Кондратьевăн «Гора золотая...» Федор Павлов и его время».

Ф.Н. Козловăн «Братья Турхан: личности и время» кĕнеки ярăмри вун тăваттăмĕш кăларăм пулса тăчĕ.

Серин ÿнерçи - Э.М. Юрьев.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости