Çĕрпе тĕрĕс усă курмалла

Категория: Главные новости Просмотров: 60

Паянхи пурнăçра çĕр хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсем малти вырăна тухрĕç. Пÿрт-çурт тумалла-и е ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре тепĕр категорине куçармалла – кашнинчех ĕçе саккунпа килĕшÿллĕн йĕркелеме тивет. Ахальлĕн чавса çывăх та çыртма çук тенĕ пек пулса тухма пултарать.  Раççей Федерацийĕн Аслă Сучĕ çакна шута илсе çĕр участокĕпе усă курма ирĕк панă тĕсе улăштарассипе суд практикине пĕтĕмлетнĕ. Ăна шута илсе паян хамăр тĕпеле район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçине Олеся ВАЛЕЖНИКОВĂНА чĕнтĕмĕр.

 

– Олеся Анатольевна, районта пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе эсир нумай ĕçлетĕр. Апла пулин те вĕсене çителĕклĕ татса панă теме çук. Çавăнпа та пĕлес килет, çĕрпе усă курма панă ирĕк тĕсне влаçа хутшăнтармасăр улăштарма пулать-и тата хăçан?

 

– Эсир çĕр хутшăнăвĕнче час-час тĕл пулакан ыйтăва хускатрăр. Кунта пĕр тĕслĕхпе çывăх паллаштарни тулли хурав тупма пулăшĕ тетĕп. Çĕр участокĕн пĕр хуçи Росреестра хăйĕн çĕр участокĕпе усă курмалли ирĕке улăштарасси пирки ыйтупа тухнă. Росреестр гражданин çĕр участокĕпе усă курма илнĕ ирĕк тĕлĕшпе кадастр учечĕн улшăнăвне тума килĕшмен.  Сăлтавĕ – çак улшăну валли вырăнти хăй тытăмлăх  органĕн акчĕ пулманни. Икĕ инстанцири суд та ведомство ĕçĕпе килĕшнĕ. Кассаци сучĕ вара çĕр участокĕн хуçи енне тăнă. Енчен те çĕрпе усă курмалли тата çурт-йĕр тума çирĕплетнĕ йĕрке пулсан, çĕрпе усă курмалли йĕркене улăштарма вырăнти администраци ирĕкĕ кирлĕ мар. Çĕр хуçин кадастр учетне илме ыйтса çырнине тата кадастр учечĕ валли кирлĕ документсене çеç тăратмалла.

 

– Çĕре арендăна илекен çав çĕрпе усă курма панă ирĕке килĕшÿре палăртнине пăхмасăрах ăна улăштарма пултарать-и?

 

– Çĕр хуçине палăртассипе ĕçсем туса ирттернĕ хыççăн вырăнти администраци юрлицона çав çĕр çинче 4 – 5 хутлă пурăнмалли çурт тума тесе уйăрса парать. Вăхăт иртсен çурт-йĕр тăвассипе ĕçсем вĕçленменнипе асăннă объектăнарендаторĕ улшăнать. Администраци çĕнĕ харпăрçăпа çĕр аренди тĕлĕшпе килĕшÿ тăвать.

 

Çĕнĕ арендатор çĕрпе усă курмалли тĕсе улшăнусем кĕртсе 4 – 5 хутлă çурт вырăнне 5 – 9 хутлă çурт тума тесе аренда килĕшĕвне улшăну кĕртме пулать. Анчах çĕре арендăна паракан ăна хирĕçлет. Вăхăт иртнĕ май суд йышăнăвĕсемпе те çакă тĕрĕс пулса тухать. Саккунпа килĕшÿллĕн çĕре арендăна илессипе аукцион ирттерсе тунă килĕшĕве унпа усă курас тĕлĕшпе улшăнусем кĕртме юрамасть.

 

– Çĕр лаптăкĕпе усă курма илнĕ ирĕке ăна вăхăтлăх усă курассипе улăштарма пулать-и?

 

– Вырăнти влаç органĕ гражданина çĕр лаптăкне хăна автомашинисене лартмалли уйрăм вырăн йĕркелеме харпăрлăха пама килĕшмен. Пĕрремĕш инстанцире тата апелляцире ыйтăва çĕр хуçи майлă татса пама май килнĕ пулсан, кассаци сучĕ вĕсене хирĕçленĕ.

 

Çĕрпе усă курма ирĕк панă тĕп тĕссен шутне пурăнмалли çурт-йĕр çавăрмалли, сад, пахча, дача вырăнĕсем кĕреççĕ. Хăнасен автомашинисене лартмалли вырăн – çĕрпе усă курмалли хушма тĕс. Çĕрпе кун пек вăхăтлăх усă курмалли тĕссемпе ирĕк панă тĕп çĕр лаптăкĕсем çумĕнче çеç усă курма пулать.

Автомашинăсем лартмалли вырăна пурăнмалли çурт-йĕр çывăхĕнче йĕркелеме май пулнă, анчах гражданин ыйтнă пек уйрăм вырăнта мар.

Добавить комментарий

Архив материалов

Январь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости