ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

ПĔЛŸ ПАНĂ , ĔÇЛЕМЕ ТЕ ВĔРЕНТНĔ

Категория: Главные новости Просмотров: 304

Çулсем иртсе пынă май пурнăçри ырă самантсем аса килеççĕ.Мĕнле интереслĕ те савăнăçлă пулнă-çке ачалăх, нимĕнпе виçейми тарăн йĕр хăварнă шкулта вĕреннĕ чухнехи асамлă çулсем. Манăçмаççĕ пĕлÿ тĕнчине ертсе пынă хаклăран та хаклă, хисеплĕ вĕрентекенĕмĕрсем тата пĕрле вĕреннĕ хастар тус-юлташăмăрсемпе тантăшсем.

Пĕрремĕш класа Калмăк ялĕнчи пуçламăш шкулне кайрăм. Кунта пире, çывăхри ялсенчи шăпăрлансене, пĕр мăшăр – Лидия Константиновнапа Евтихий Игнатьевич Смирновсем - учительсем кĕтсе илчĕç, пĕлÿ тĕнчине малтахи утăмсем тума чун хавалне шеллемесĕр сахал мар тăрăшрĕç. Вĕсем,пире ăс-тăн панă май, ĕç çынна илем кÿнине, çăкăр тăварпа тирпейлĕ пулмаллине, ăна туса илме нумай вăй хумаллине вĕрентни паянхи кун та асран тухмаççĕ.

Пиллĕкĕмĕш класран малалла Орининти вăтам шкулта вĕренме тытăнтăм. Педагогсен коллективĕ пысăкчĕ. Паллах, шкулăн ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ пулнă. Ачасене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех Тăван çĕршывăмăра юратма вĕрентмелле,çарпа патриотизмла воспитани памалла, ÿссе çитĕнекен çамрăк ăрăва ĕçе вĕрентсе хăнăхтармалла тата ытти те - çав тĕллевпе вăй хураччĕç вĕрентекенсем.

Халĕ манăн юратнă шкулăмăрта ачасене ĕçе хăнăхтарса пырассипе епле ĕçленине аса илсе унпа паллаштарма кăмăл пур.

Кашни çулах шкул çумĕнчи опытлă участокра тĕрлĕрен пахча-çимĕç культурисем акса-лартса ÿстернĕ. Пиллĕкĕмĕш ĕç чĕрĕкĕнче вĕрентекенсем ертсе пынипе вĕсене тирпейлĕ пăхса ÿстерес тĕлĕшпе тĕрлĕрен ĕçсем пурнăçланă. Пахча-çимĕç йышăннă йăрансене çумкурăкран яланах таса та тирпейлĕ тытнă. Тĕрĕс-тĕкел аталанса ÿсме вăхăтра шăварнă тата ретсем хушшине кăпкалатнă. Çавăн пекех ĕçпе практика занятийĕсенче уроксенче илнĕ пĕлĕве анлăлатма тата çирĕплетме сăнавсем те ирттернĕ. Ку тĕлĕшпе пире биологи учителĕ Серафима Федоровна Романова, химипе - Галина Ивановна Иванова яланах пысăк пулăшу панă. Çавăнпах ачасем ĕçсене интересленсех пурнăçланă.

Вĕрентекенсем йĕркелесе ертсе пынипе шкул пахчинче ÿстерме

помидорпа купăста тата ытти витаминпа пуян симĕс пахча-çимĕç культурисен калчине ăшă парникра ÿстерме хамăр та хутшăннă.

Çуркунне, çанталăк кирлĕ чухлĕ ăшăтсан, шăнтас хăрушлăх иртсе кайсан, парникра ÿстернĕ çирĕп те сывă калчасене уçă йăрансем çине куçарса лартнă. Çу кунĕсенче тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ çĕр улмипе купăста,кăшманпа çарăк,кишĕрпе помидор,суханпа хăяр тата ытти пахча-çимĕç культури те пысăк тухăçпа савăнтарнă.

Ултăмĕш класран вĕренсе тухнă çул шкул пахчинче пахча-çимĕç культурисене пăхса ÿстерес ĕçсенче хастарлăх кăтартнăшăн тăван республикăри шкулсенчи вĕренекенсен слетне хутшăнтăм. Унта кайма хамăрăн шкулти çиччĕмĕш класра вĕреннĕ Михаил Андреев та тивĕç пулчĕ, ертсе çÿрекенĕ-аслăрах çулсенчи Вячеслав Овчинников вĕренекен. Слета шкул пахчинче ÿстернĕ пысăк кавăн илсе кайрăмăр. Вăл 1966 çулхи октябрь уйăхĕнче Шупашкарти пионерсен Çуртĕнче иртрĕ. Кунта вара республикăри тĕрлĕ кĕтесĕсенчи шкулсенче вĕренекенсем пăхса ÿстернĕ тĕрлĕрен пахча-çимĕç культурисен куравне йĕркеленĕ. Вĕсемпе интересленсех паллашрăмăр. Виçĕ куна пычĕ слет. Унта вĕрентекенсем тата вĕренекенсем пахча-çимĕç лартса тата пăхса ÿстерессипе хăйсем тунă паха опычĕсем çинчен каласа пачĕç. Тулли кăмăлпа таврăнтăмăр унтан эпир.

Шкул пахчинче кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ май йăлана кĕнĕ тăрăх пахча-çимĕç уявĕ иртрĕ.Çавна май кунта çитĕнтернĕ пахча-çимĕçсен экспоначĕсенчен йĕркеленĕ курав кашнинех тыткăнларĕ. Уяв кунĕнче пире те сăмах пачĕç, слетра пулса курни тата унта тухса калаçнисен паха опычĕсем çинчен каласа патăмăр.

Тыр-пул уявне халаласа хамăр ÿстернĕ пахча-çимĕçрен техĕмлĕ апат-çимĕç хатĕрлетчĕç. Пĕр вăхăт шкулта кроликсем те сахал мар усранă. Ун ашĕпе пĕçернĕ апат питĕ пахаччĕ.

Ачасене çутçанталăк пуянлăхне упрама воспатани парассипе те тимленĕ. Географипе вĕрентекен Игорь Гаврилович Крысин ертсе пынипе тăван тавралăхри çĕре тăпра эрозийĕнчен сыхлассипе пĕлÿ илнĕ. Шыв-шур çурса ишĕлтерен вырăнсенче хăва тата ытти йывăçсем лартса тата хулăсем авса хÿтĕлеме вĕреннĕ. Вĕрентекенсем пулăшнипе улма-çырла йывăçĕсем лартса ÿстерес ĕçсене те алла илнĕ.

Орининти вăтам шкултан вĕренсе тухнăранпа кĕçех 50 çул çитет.Эпĕ халĕ те килти хушма хуçалăхра тĕрлĕрен пахча-çимĕç,арпуспа дыня тата улма-çырла йывăççисем ÿстерме кăмăлатăп. Çак ĕçсенче вара чылай чухне шкулта вĕренсе пухнă пĕлÿпе те усă куратăп, пысăк ăнăçусем тăватăп. Пахчара тăрмашнă чух вара час-часах хаклă учителĕмĕрсене аса илетĕп, чун-чĕререн тавах вĕсене пире ăс-тăн, воспитани парассишĕн пысăк тÿпе хунăшăн. Питĕ шел, пирĕн ретре вĕсенчен хăшĕсем çук ĕнтĕ. Виçĕмкун,октябрĕн 5-мĕшĕнче, вĕрентекенсен кунне паллă турăмăр.Кая юлчĕ пулин те юратнă вĕрентекенĕмĕрсене хăйсен профессиллĕ уявĕ ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр,телейпе ăнăçу сунатăп.

Александр ШАРИКОВ.

Тереç ялĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости