Утни – пурнăçа вăрăмлатни

Категория: Главные новости Просмотров: 451

Муркаш тăрăхĕнче сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем сахал мар. Аслă çулсенчисем каçсерен уçă сывлăшра уçăлса çÿреме юратаççĕ. Вĕсем хушшинче скандинави уттине кăмăлакансем те пур. Сăмах май, скандинави уттине кăмăллакансем Йÿçкасси, Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче те сахал мар.

Акă Муркашра пурăнакан В. Семенов скандинави уттипе кăсăкланать:

- Куллен 6 çухрăм утатăп. Хама питĕ лайăх туятăп. Скандинави утти уйрăмах усăллă. Вăл мышцăсен 90 процентне ĕçлеттерет.

Пуçласа утакансене темиçе сĕнÿ парас килет. Туяна суйласа илме пĕлмелле. Унăн тăршшĕне çапла палăртмалла. Хăвăр çÿллĕшĕн виçине илмелле те 0,68 çине хутламалла. Калăпăр эсир 170 см çÿллĕш, хутлатпăр 0,68 çине. Сирĕн туя 115 см тăршшĕ пулмалла. Малтанхи икĕ утăмне тунă чух сывласа илмелле, 3-5 утăм чухне сывласа кăларса ямалла.

В. Федоров шухăшĕ çапла:

- Эпĕ те каçсерен уçăлса çÿреме кăмăллатăп. Хыççăн хама аван туятăп. Кăмăл та çĕкленет.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости