Денис Гордеев чăваш халăх писателĕ

Категория: Главные новости Просмотров: 252

 

Пирĕн редакци хăни паян – Денис Гордеев чăваш халăх писателĕ. Вăл Комсомольски районĕнчи Асанкассинче çуралса ÿснĕ. Комсомольски тата Муркаш районĕсен хаçачĕсенче, республикăра тухса тăракан «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçат, «Тăван Атăл» журнал редакцийĕсенче ĕçленĕ, пĕр вăхăт Чăваш кĕнеке издательствине ертсе пынă. Вăл – «Ир такăнсан», «Чи вăрăм кун», «Куккуклă сехет», «Акман ыраш», «Çурта кунĕ», «Хуп хушшинчи çылăх», «Пăсташ», «Макумба ташши» тата ытти кĕнекесен авторĕ. Паллă прозаик хăйĕн произведенийĕсенче чăваш халăхĕн хальхи пурнăçне сăнарлать.

Ĕнер кăна Чăваш кĕнеке издательствинче Денис Викторовичăн çĕнĕ кăларăмĕ – «Аçаçури» – пичетленсе тухрĕ. Унта çыравçăн юлашки çулсенче çырнă калавĕсемпе повеçĕсем кĕнĕ. Вĕсенче кирек хăш саманара та çивĕчлĕхне çухатман темăсем хускатнă: çынлăх, чунлăх, пĕр-пĕрне хисеплесси, ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинчи хутшăнусем т. ыт. те.

 

 – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?

– Литература вăл – манăн пĕтĕм пурнăç. Кун-çулăма унсăр курмастăп та. Шкул çулĕсенчен пуçласа паянхи кунчченех литература манпа пĕрле.

 

– Мĕн хавхалантарать сире çырма?

– Мана çемье – мăшăрăм, ачасем – тата тăван ен çутçанталăкĕ хавхалантараççĕ. Çакă ĕнтĕ вăл пурнăç. Çут тĕнчере чи пĕлтерĕшли – Тăван çĕршыв тата çемье.

 

– Юратнă поэт, прозаик.

– Юратнă поэтсем – Михаил Лермонтов, Сергей Есенин, Владимир Маяковский, Александр Блок, Çеçпĕл Мишши. Кĕмĕл ĕмĕр сăвăçисем тата чăваш литературин классикĕсем чуна çывăх.

 

 – Юратнă кĕнеке.

– Илпек Микулайĕн «Хура çăкăрĕ». Ку романра чăваш халăхĕн çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи пурнăçне анлăн кăтартса панă.

 

– Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?

– Антон Чеховпа тĕл пулса калаçса ларăттăм. Вăл – чăн-чăн психолог, çын чунне витĕр куракан.

– Пурнăç девизĕ.

 

– Атте-анне, Тăван çĕршыв пире пурнăç парнеленĕ. Пирĕн тав тума пĕлмелле тата вăй çитнĕ таран çынсене пулăшма, ырă тума тăрăшмалла.

 – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр?  Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?

– Юрий Артемьев критик сăмахĕсене пысăка хуратăп. Хамăн хайлавсене ĕçтешсемпе сÿтсе яватăп, вĕсен хаклавĕ маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ кĕнекем пирки вулакансем те хăйсен шухăшĕсене пĕлтерессе шанатăп. Кăларăм çак кунсенчех лавккасене çитĕ.

 

Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости