АÇАÇУРИСЕМ ТЕ ТĔРЛĔРЕН ПУЛАÇÇĔ

Категория: Главные новости Просмотров: 249

 

Денис Гордеева вулакансем «Ир такăнсан», «Чи вăрăм кун», «Куккуклă сехет», «Акман ыраш», «Çурта кунĕ», «Хуп хушшинчи çылăх», «Пăсташ» тата ытти кĕнекисем тăрăх пĕлеççĕ. Паллă прозаик хăйĕн повеçĕсемпе калавĕсенче чăваш халăхĕн хальхи пурнăçне сăнарлать.

 

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче унăн çĕнĕ кăларăмĕ, «Аçаçури» ятлăскер, кун çути курчĕ. Унта «Укçа кимми», «Турă алăкĕ», «Хăямат» повеçсем, «Шĕвĕ кулач», «Аçаçури» тата «Вăрттăн медаль» калавсем кĕнĕ. Хӳтлĕхсĕр ватăсене улталаса хваттерĕсене туртса илекенсем, укçашăн намăса та, совеçе те пăхмасăр иртĕхекенсем, пурнăçне ăнăçлăрах йĕркелеме пултарнă пĕлĕш-юлташне ăмсанса ура хуракансем, влаçшăн çунакансем - кĕнекери кирек хăш героя ил, ăна паянхи пурнăçра курма пулать. Кунран тĕлĕнмелли çук, мĕншĕн тесен пурнăçĕ хăй ырăпа усал кĕрешĕвĕ çинче тытăнса тăрать, тата тĕрĕсрех каласан, «Аçаçури» калаври Маркуш пек пысăк чунлă çынсем çинче. Тăван мар ашшĕпе ӳснĕ Маркуш ют арçынран сахал мар патак çинĕ, сывлăхĕпе хавшаса юлса хăй ĕмĕтленнĕ профессие те илеймен. Упăшки вăхăтсăр вилнĕ хыççăн тăлăха юлнă хĕрарăма юратса пăрахнă каччă хăй те - аçаçури пулас çын. Раисăн ачисемшĕн вăл чăн-чăн ашшĕ пуласси, вĕсене юратса пăхса ӳстересси вулакана пачах та иккĕлентермест.

 

Галина МАТВЕЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости