ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Хаçат-журнал çырăнма пулăшăр

Категория: Главные новости Просмотров: 414

акци

Раççей Почти «Ырăлăх йывăççи» ыркăмăллăх акцийĕ ирттерет. Кун пирки Муркашри çыхăну узелĕн ертÿçи Евгений Плечов каласа парать:

- Акцие ачасен тата ваттисен çурчĕсенче пурăнакансене хаçат-журнал çырăнса парас тĕллевпе ирттереççĕ.

Евгений Иванович районти ертÿçĕсене, депутатсене, предпринимательсене çак акцие активлă хутшăнма чĕнсе калать. Хамăрпа юнашар пурăнакан уйрăм ватăсене те хаçат-журнал çырăнса пама ыйтать. Кун пирки почтальонсене пĕлтермелле кăна.

Район хаçачĕн редакцийĕ те ку шухăша ырлать. Эпир вара «Çĕнтерÿ ялавне» çырăнса илеймен ватăсене пулăшма ыйтатпăр.

Ертÿçĕсем унччен хăйсен коллективĕсенче вăй хунă çынсене çырăнса пама пултараççĕ. Тĕслĕх вырăнне районти ветеринари станцийĕн ертÿçине Николай Яковлева илсе кăтартас килет. Вăл çуллен коллективра вăй хунă çирĕм ветерана район хаçатне çырăнса парать. Çавăн пек ертÿçĕне мĕнле тав сăмахĕ каламăн!

Депутатсем вара хăйсен округĕсенчи ватăсене савăнтарма пултараççĕ.

Предпринимательсем те ку акцие хутшăнса пуçарулăх кăтартасса шанас килет. Ырă туни ырăпах таврăнать тенине манар мар.

Ура çине тăнă ывăл-хĕрĕ çулсенчи ашшĕ-амăшне хаçат çырăнса пани те вырăнлă. Эсир çапла тума манман-и;

Районта Йÿçкассинче, Каршлăхра, Мăн Сĕнтĕрте ваттисен çурчĕсем вырнаçнине аса илтеретпĕр.

Октябрĕн 1-мĕшĕ – Ватă çынсен кунĕ. Уяв кунĕ ячĕпе ватăсене парне туса пани уйрăмах вырăнлă пулмалла.

Акци ăнăçлă иртессе шанатпăр. Ырă ĕç тунисем пирки «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатра каласа парăпăр.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости